Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Автомат сỹтсе пухассипе хĕрлĕчутайсене çитекенни çук

 IMG 1768Хальхи вăхăтра Калашников автомачĕпе яшсем шкулта вĕреннĕ чух паллашаççĕ. Шкул ачисене автомат сỹтсе пухма вĕрентес ĕçе Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта аван йĕркеленĕ.

Юлашки çулсенче республика шайĕнче Калашников автоматне сỹтсе пухас енĕпе иртекен ăмăртусенче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсене çитекенни çук. Республикăра кăна-и - çĕршыв шайĕнче те асăннă шкулăн кадечĕсемпе салтак çулне çитмен çамрăкĕсем аван кăтартусемпе палăрса малти вырăнсене йышăнса пычĕç. Мускавра иртнĕ "Марш - çĕнтерỹçĕсене!" смотр-конкурсран кадетсем виçĕ хутчен (2013, 2016 тата 2017 çулсенче) çĕнтерỹпе таврăнчĕç, кашнинчех автомат сỹтсе пухас енĕпе хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатса пычĕç.

Паянхи кун та Эдуард Романов физкультура учителĕ ертсе пыракан салтак çулне çитмен çамрăксем хăйсем умĕн вĕреннĕ аслă юлташĕсен ырă тĕслĕхĕпе хăпартланса автомат сỹтсе пухас енĕпе ăсталăхпа палăраççĕ.

Кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче Çĕрпỹре иртнĕ салтак çулне çитмен çамрăксен республика шайĕнчи Спартакиадинче вĕсем автомат сỹтсе пухассипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. 6-9-мĕш классенче вĕренекенскерсем çак ăмăртусене вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнчех хатĕрленме пуçланă. Мĕншĕн тесен вĕсем çитĕнỹ хăйне тĕллĕн килменнине, ун патне тăрăшулăхпа палăрсан кăна çитме май пулнине питĕ аван ăнланаççĕ. Çак ăнлану патне çитме вĕсене Эдуард Васильевич пулăшать. Ачасем ун патне спортзала уроксем умĕн те, кашни тăхтавра та, уроксем хыççăн та пыраççĕ - автомат сỹтсе пухма е ытти енĕпе хăнăхаççĕ. Кăçалхи Спартакиадăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе хĕрлĕчутайсем иккĕмĕш вырăн йышăннă пулин те, 2018-2019 вĕренỹ çулĕнче кăна йĕркеленĕ çамрăк команда пуçне усмасть. Çĕрпỹри ăмăртусем хыççăнах вĕсем каллех тренировкăсем ирттерме пуçланă, çак ĕçе каникул вăхăтĕнче те пăрахмаççĕ. Çакăн пек тренировкăсенчен пĕрине çитсе курма тỹр килчĕ мана.

 - Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем ытларах килте хатĕрленеççĕ, эрнере пĕрре вара вĕсем тренировкăна шкула килеççĕ, - терĕ Эдуард Романов. - Ăнăçу патне çитмелли вăрттăнлăхсенчен пĕри вăл - "формăна" çухатма юраманни. Çавăнпа та тренировкăсене тăтăшах ирттермелле.

10-мĕш класа куçнă Федор Ябыковпа Евгений Канцеляров тата 9-мĕш класа куçнă Иван Сармандейкин (сăнỹкерчĕкре) Калашников автоматне вăхăтпа сỹтсе-пухса кăтартрĕç. Автомата хăвăрттăн кăна сакăр пая сỹтрĕç те вăр-вар каялла пухса та хучĕç.

Сăмах май, ку енĕпе Федорăн кăтартăвĕ хальлĕхе чи лайăххисенчен пĕри шутланать - 12 çеккунт. Иван та унран юлмасть. "Эпир Ваньăпа ку енĕпе конкурентсем", - тет Федор шỹтлесе.

12 çеккунт! Калашников автоматне сỹтсе пухмалли çар нормативĕсемпе килĕшỹллĕн 13 çеккунтра автомата сỹтмелле кăна, каялла 21 çеккунт хушшинче пухмалла. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсем вара 12 çеккунтра пĕтĕм ĕçе пурнăçлаççĕ!

Арçын ачасем пĕрремĕш хут автомат хăçан сỹтсе пухнипе кăсăклантăм. Кашни тĕрлĕрен иккен. Пĕрисем - 6-мĕш класра чух, теприсем - 8-9-мĕшĕсенче.

"Эпĕ тăххăрмĕш класра чух вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш хут автомат сỹтсе пухса пăхрăм, мана Эдуард Васильевич вĕрентрĕ, - терĕ Евгений Канцеляров. - Манăн çарпа прикладной спорт тĕлĕшпе кăсăклану çуралчĕ - шкултан вĕренсе тухсан çар училищине вĕренме кĕрес шухăш пур".

Çак сăмахсем Эдуард Романов вĕренекенĕсене патриотизмла воспитани парас, çар енĕпе хăнăхтарас ĕçе çỹллĕ шайра йĕркелесе пынине тепĕр хут çирĕплетсе параççĕ. Унăн ĕçĕн кăтартăвĕсем ачасем тĕрлĕ енлĕ ăмăртусенче çĕнтернинче кăна мар, шкултан вĕренсе тухсан чылайăшĕ çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăннă професси суйласа илнинче те. Тĕрĕссипе, çарпа çыхăннă професси суйласа илнисем кăна мар, пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшать пултаруллă педагог. Çак тĕллевпех пулĕ ачасемпе кашни кун тенĕ пек тĕл пулма хатĕр вăл - вĕренỹ çулĕ е каникул, е хăйĕн кану вăхăчĕ пулнине пăхмасăр...

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1