ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тăрăх, пирĕн пуласлăхăн çирĕп никĕсĕ вăл - патриотизм. Çĕршыв ертỹçи шухăшĕпе, патриотизм - эпир хамăрăн историе тата йăла-йĕркене, йăх-несĕлĕмĕрсен кăмăл-сипет пуянлăхне хисеплени, хамăрăн пин-пин çулти культурăна тата Раççейре пурăнакан халăхсен туслăхне сума суни.
Пуласлăх вара иртнисĕр пулмасть. Паянхи пурнăçа иртнипе çыхăнтаракан, çитĕнекен ăрăва тăван тăрăхăн историйĕпе паллаштаракан, мĕн пулса иртнине асра тытма пулăшакан мелсенчен пĕри вăл - кĕнеке-энциклопеди таврашĕ.
Нумаях пулмасть, июнь вĕçĕнче, район энциклопедийĕн иккĕмĕш кăларăмĕн презентацийĕ иртрĕ. Паян эпир хамăрăн хаçатра район энциклопедине хатĕрлекен ушкăн ертỹçинчен - Мăн Этмен шкулĕн истори учителĕнчен, таврапĕлỹçĕрен - Николай Иванович Полозинран илнĕ интервьюпа паллаштарасшăн.
Энциклопедире - район пурнăçĕ, çыннисем...
- Николай Иванович, районăн çĕнетнĕ энциклопедине хатĕрлес ĕçе хутшăнни сирĕншĕн кĕнеке кăларас енĕпе çĕнĕлĕх мар. Апла пулин те, ку хутĕнче ĕç мĕнле пурнăçланчĕ?
- Энциклопедие хатĕрлеме эпир 2016 çулта пуçăнтăмăр. Çак калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçе чунĕпе парăннă район çыннисем, чăн-чăн патриотсем - тавра-пĕлỹçĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем, вĕрентỹ, культура тытăмĕн ĕçченĕсем, ветерансем хутшăнчĕç. Вĕсем энциклопеди валли материалсем пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пухрĕç.
- Халăхпа тунă çак пысăк ĕçе уйрăмах тимлĕх уйăрнисене ятран асăнса хăварни вырăнлă пулмалла.
- Кун пеккисем чăнах та пур, вĕсене: Галина Вячеславовна Зотована, Лев Васильевич Медведева, Светлана Вячеславовна Яруткинана, Юлия Петровна Мареевана, Иван Никифорович Никифорова, Александр Петрович Трофимова, Валерий Гурьевич Орлова, Валерий Константинович Романова, Юрий Егорович Егорова - кĕнекен презентацийĕ вăхăтĕнче энциклопедие хатĕрлесе кăларас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн район ертỹçисен Тав çырăвĕсене парса чысларĕç. Паллах, пулăшаканĕсем татах та нумай пулчĕç, пурне те пысăк тав.
- Вулакансемшĕн мĕнпе интереслĕ-ха район энциклопедийĕн çĕнĕ кăларăмĕ?
- 696 страницăллă çĕнĕ энциклопедире район историйĕпе, социаллă пурнăçĕпе, экономика тата культура, обществăпа политика аталанăвĕпе, кунта çуралса ỹснĕ, ырми-канми ĕçлесе тĕрлĕ хисепе, мухтава тивĕçнĕ çынсен биографийĕпе, районти пал-лă вырăнсемпе паллашма пулать. Кăларăм сăнỹкерчĕксемпе пуян.
- Энциклопедие ăçта туянма пулать?
- Район энциклопедийĕ хальлĕхе 500 экземплярпа кун çути курчĕ. Ăна район администрацийĕнче йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен пайĕнче туянма пулать.
Пирĕн пысăк тивĕç
- Эсир - мĕн тунипе лăпланса ларма хăнăхман çын, апла-тăк, çитес вăхăтра татах кĕнеке кăларас шухăшсем пур пулĕ-ха?
- Çитес çул пирĕн çĕршывра Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Çак сумлă уяв тĕлне эпир те "Книга Памяти Красночетайского района" ятпа районăн Астăвăм кĕнекине кăларасшăн. Кун пек Астăвăм кĕнеки, Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисен ячĕсене палăртни, çĕршывра та, республикăра та пур. Анчах та унта вăрçа хутшăннă пирĕн ентешсен ячĕсем тулли мар. Çавăнпа та эпир хамăрăн кĕнекере вăрçăра пулнă ентешсем çинчен тата тĕплĕнрех çырса кăтартасшăн.
- Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисем çинчен çырса кăтартни район энциклопедийĕнче те пур...
- Энциклопедире фронтра çапăçса орденсене тивĕçнисем тата командирсем (офицерсем) çинчен кăна çырса кăтартма май пулчĕ. Районăн Астăвăм кĕнекинче вара нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ пур ентеш ячĕ те пултăр тетпĕр, вăрçăра пулнă пĕр çын ячĕ те çак кĕнекене кĕмесĕр ан юлтăр.
- Питĕ пархатарлă ĕçе тытăннă эсир. Ку ĕç халăхпа пĕрле тумалли пулни каламасăрах паллă. Çĕнĕ кĕнеке кăларас ĕçе пуçăннă май районта пурăнакансене мĕн каланă пулăттăр?
- Чылай чухне: "Пирĕн вăрçăра пулнă аттен (маçакăн, кукаçăн, тăванăн) ятне ялти палăк çине те, пĕр кĕнекене те кĕртмен", - тесе пăшăрханса каланине илтме пулать. Çавăнпа та ентешсене пурне те чĕнсе калатăп - районăн Астăвăм кĕнекинче вăрçа хутшăннă пур çын ячĕ те пултăр тесе хăвăр пĕлекен вăрçă участникĕсем çинчен материалсем (вĕсем çинчен çырса кăтартнисем, асаилĕвĕсем) хатĕрлесе ялти библиотекарьсене кайса парăр. Вĕсем вара информацие кĕнеке калăплакансем патне электронлă майпа çитерĕç. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен тата культура ĕçченĕсем те çак материалсене мĕнле хатĕрлемеллине пĕлеççĕ, вĕсем сире вĕрентĕç, сĕнỹ-канаш парĕç, пулăшĕç. Вăрçа хутшăннисен сăнỹкерчĕкĕсем, салтак çырăвĕсем пулсан питĕ лайăх.
Кĕнеке хатĕрлесе кăларасси пысăк та кăткăс ĕç пулнине, ăна валли вăхăт чылай кирлине тĕпе хурса çак материалсене хальтерех хатĕрлесе пама тăрăшмалла. Кĕнекине вара çитес Аслă Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне кăларма палăртрăмăр.
Вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçса юн юхтарнă ентешсене асра тытасси - пирĕн пысăк тивĕç. Вĕсен ячĕсем районăн Астăвăм кĕнекине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлччăр.
- Сире пархатарлă ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр. Калаçушăн тавтапуç.
Алина КАРПОВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |