ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Эпир - патриотсем" проекта пурнăçа кĕртсе пынă май паянхи курсантсем, пулас офицерсем çинчен мĕн чухлĕ ытларах çыратăп, çавăн чухлĕ ытларах савăнса тĕлĕнетĕп: мĕн тери тĕреклĕ те маттур, пултаруллă та шанчăклă яшсем ỹссе çитĕннĕ Чутай çĕрĕ çинче. Вĕсемпе калаçнă, вĕсем çинчен пĕлнĕ май чунра хăпартлану туйăмĕ çуралать, çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăннă профессие суйласа илнĕ яшсем пирки пурне те каласа парас килет...
Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ỹснĕ Кирилл Андрианова эпĕ вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ чух салтак çулне çитмен çамрăксен спартакиадисене тăтăшах хутшăннăран пĕлетĕп. 2014 тата 2015 çулсенче Кирилл Эдуард Романов педагог хатĕрлесе ертсе пынă команда йышĕнче спартакиадăн финалне хутшăнчĕ, унта хăйне лайăх енчен кăтартса парса уйрăм çитĕнỹсем турĕ...
Спорт - ăнăçу çăлкуçĕ
Кирилл пирки материал хатĕрленĕ май манăн çакăн пек шухăш çуралчĕ: "Уншăн ăнăçу çăлкуçĕ спорт пулнă". Мĕн пĕчĕкренех спортпа туслашса ỹснĕ яш пирки урăхла калаймăн та. 2015 çулта вăл салтак çулне çитмен çамрăксен Рязаньте иртнĕ çĕршыв шайĕнчи Спартакиадинче турник çинче 39 хут туртăнса 390 яш хушшинче пĕрремĕш вырăна тухма пултарнăччĕ. Кайран ăна çак çитĕнỹ пирки каласа пама ыйтсан Кирилл çапла хуравланăччĕ: "Эпĕ ачаранах спортпа туслă. Ытларах турник çинче туртăнма юрататăп. Спортăн çак тĕсĕпе туслашма мана атте пулăшрĕ - ултă çулта чухне мана турник çине "çакса ячĕ" те - çавăнтанпа эпĕ ун çинчен анмастăп та. Тахçанах туртăнассипе çĕршыв чемпионĕн ятне илес килетчĕ, çавăнпа та Спартакиадăра пĕрремĕш вырăна тухса хамăн ĕмĕтĕме пурнăçларăм…
" Хăйĕнпе пĕр ỹсĕмрисем хушшинче çĕршыв шайĕнче чи лайăххи пулнине кăтартса панă чух Кирилл Андрианов 16 çулта пулнă. Çавăн чухне вăл спорта пăрахма юраманнине, спортпа туслă пулни çитĕнỹсем тума пулăшнине ăнланнă пуль ĕнтĕ. Вăй-хал енчен çирĕп пулни, чăтăмлăх мĕнне пĕлни ăна çарпа çыхăннă аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕнĕ чух та питĕ кирлĕ пулнă.
Ашшĕн сĕнĕвĕ витĕм кỹнĕ
Кирилл Андрианов Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан 2016 çулта вĕренсе тухрĕ. Малалла ăçта вĕренме каймалли пирки вăл унчченех шухăшласа хунă пулнă. Анчах та кайран шухăшне улăштарнă та Мускаври пĕр çар институтне суйласа илнĕ. Мĕншĕн шăпах çак института? Кирилл кун пирки çапла калать: "Ăçта вĕренме каймаллине суйланă чух маншăн аттен сĕнĕвĕ витĕмлĕ пулчĕ".
Паянхи кун 4-мĕш курсра вĕренекен Кирила ун пирки çырас шухăш пуррине пĕлтерсен вăл тỹрех çакна каларĕ: çар институчĕн тулли ятне хаçатра пĕлтерме юрамасть. Вăрттăнлăх. Мĕнех, пирĕн тĕп тĕллев - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан çамрăк пирки çырса кăтартасси. Пулас офицер ăçта вĕренни мар, вăл мĕнле çын пулни пĕлтерĕшлĕ.
Хăш-пĕр вăрттăнлăхсене уçса панă май çакна пĕлтерме пултаратăп: Кирилл малашлăхне çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине халалласшăн. Вăл суйласа илнĕ института вĕренме кĕрес тесен обществознани тата истори предмечĕсемпе патшалăх экзаменĕсене тытмалла. Унсăр пуçне, паллах, физкультурăпа. Сывлăх енчен пĕр кăлтăк та пулманни те питĕ пĕлтерĕшлĕ кунта вĕренме кĕрес шухăшлисемшĕн.
Институтра пурĕ пилĕк çул вĕренмелле. Вĕренỹ тытăмĕ кунта ытти çĕрти пекех йĕркеленнĕ: лекцисем, семинарсем, практика. Ятарлă дисциплинăсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕренсе пĕтерсе кĕçĕн офицер ятне тивĕçсен вара службăна малалла тăсма пирĕн анлă çĕршывăн хуть те хăш кĕтессине те яма пултараççĕ.
Кирилл институтра та спорта пăрахман. Тренировкăсем - кашни кун. Йĕлтĕр спорчĕпе институтăн пĕрлештернĕ командинче тăрать курсант, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Йĕлтĕрпе чупассипе çар вĕренỹ заведенийĕсен Новосибирск хулинче иртнĕ Спартакиадине те хутшăннă вăл.
Кирилл аслă пĕлỹ илекен институт пирки тата çакна хушса калама пултаратăп: кунта вĕренекенсем çулсерен Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртекен Çĕнтерỹ парадне хутшăнаççĕ. Йĕлтĕрпе чупакансен тăтăшах тренировкăсенче пулма тивнĕрен Кирилл парада хатĕрленнĕ çĕре хутшăнаймасть - вăл спорта вăхăт ытларах уйăрать.
Пысăк тĕрев - çемьере
"Института вĕренме кĕнĕ чух çăмăл пулмарĕ, - аса илет Кирилл. - Пытармастăп, малтанласа, питех те йывăрланса çитнĕ самантсенче, киле, çывăх çынсем патне тухса тарас килетчĕ. Йывăрлăхсене парăнтарма хама хам чăтăмлăрах пулма хистени тата аттепе анне, пичче тĕрев пани пулăшрĕ. Игорь пичче, хăй те вăл вăхăтра курсант пулнăран, мана ăнланмалла мар лару-тăрура мĕн тумаллине нумай вĕрентрĕ. Вĕренме кĕнĕ хыççăн малтанхи курссенче аттепе анне Мускава килкелесех тăратчĕç. Вĕренме пуçласанах çывăх çынсен тĕревĕ пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ".
Оксана Николаевнăпа Юрий Михайлович Андриановсем икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Асли, Игорь, Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнчен вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра вăл - аслă лейтенант. Оксана Николаевна Хĕрлĕ Чутайри "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлет, вăл пурнăçне шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас ĕçе халалланă. Юрий Михайлович - майор, районти полици уйрăмĕнче тимлет. Оксанăпа Юрий Андриановсем районăн обществăлла пурнăçĕнчен аякра юлмаççĕ, вĕсене тăтăшах тĕрлĕ культура мероприятийĕсенче сцена çинче курма пулать.
Андриановсем пирки "офицерсен династийĕ" тесе калама та пулать. Оксана Николаевнăна ыррăн ăмсанмалли кăна юлать: унпа юнашар - чăн-чăн хỹтĕлевçĕсем. Ачисем ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă çынсем пулни ашшĕ-амăшне савăнтарать, паллах.
Çулталăкра икĕ хутчен - хĕлле тата çулла - пулакан отпускне Кирилл тăван тăрăхра, çывăх çыннисемпе тата юлташĕсемпе юнашар ирттерме кăмăллать. Хĕллехи вăхăтра тăван шкула çитсе курма тăрăшать - кунта аса илмелли нумай, чăн-чăн юлташсем те кунта тупнă вăл, хăюлăхпа чăтăмлăх туйăмĕсем шăпах çакăнтах туптаннă. Шкулти учительсем вара хăйсен вĕренекенĕ хăюллă та çирĕп пулнине, шанчăклă çул суйласа илнине ырлаççĕ, паян парта хушшинче ларакан арçын ачасене Кирилл пек маттур яшсенчен тĕслĕх илме сĕнеççĕ.
Ноябрь 2024 |