ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Паянхи кун 120 ача вĕренекен Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмеллине тĕпе хурса ĕçлеççĕ кунта, хĕр упраçпа яш-кĕрĕмрен юрăхлă çынсем тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
Ачасене çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе ытларах Светлана Николаевна Петрейкина физкультура учителĕ тимлет. Светлана Николаевна -пысăк опытлă, аслă категориллĕ педагог, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче вăл 1990 çултанпа вăй хурать. Çак хушăра унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри тата çĕршыври ăмăртусене хутшăнса пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăнчĕç.
Светлана Николаевна хатĕрленипе, ертсе пынипе Çĕн Атикасси шкулĕн 7-мĕш класс ачисенчен тăракан команди 2011 çулта Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Президент ăмăртăвĕсенче яллă вырăнсенчи 43 команда хушшинче çĕнтернĕ. 2013 çулта вара пултаруллă педагогăн вĕренекенĕсем асăннă ăмăртусенче çĕршыври 74 регион хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Çак пысăк шайри ăмăртусенче харпăр хăй кăтартăвĕсемпе малти вырăнсене йышăннă Анастасия Семенована, Мария Тимешкована, Кирилл Петрова, вĕсем шкултан вĕренсе тухнă пулин те, халĕ те асра тытаççĕ.
Президент ăмăртăвĕсен республикăри тапхăрне çĕнатикассисем çулсерен хутшăнаççĕ. Çамрăк спортсменсем çитес çул пулакан ăмăртусене те хутшăнас кăмăллă. Унпа пĕрлех аслă классенче вĕренекенсем районта волейбол тата баскетбол вăййисем енĕпе иртекен ăмăртусенчен те юлмаççĕ.
2014 çулта Светлана Петрейкина ун чухне чи лайăх йĕлтĕрçĕ ятне тивĕçнĕ Андрей ывăлĕпе Сочире иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннине пурте астăватпăр. Ачасемпе аван ĕçленĕшĕн тивĕçрĕ Светлана Николаевна çак хавхалантарăва. Хĕллехи Олимп вăййисенчен вăл тулли кăмăлпа, малалла тата тăрăшарах ĕçлес шухăшпа таврăнчĕ.
Спортра çитĕнỹсем тума пулăшнипех Светлана Николаевна хăйĕн вĕренекенĕсене çамрăк армеецсен парачĕсене те тăтăшах хутшăнтарать. Юлашки çулсенче уйрăмах Çĕн Атикасси шкулĕн пикисем районта иртекен Çĕнтерỹ парадне хутшăнса хăйсене лайăх енчен кăтартса параççĕ, смотрта малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕлтĕр Светлана Николаевна хатĕрленипе шкулта аслă классенче вĕренекен пикесем хĕр-моряксен тумĕпе утнăччĕ парадра. Кăçал вара вĕсем хăйсен командине "А зори здесь тихие" фильмри сăнарсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăнпах хĕрсен ушкăнне каччă ертсе пычĕ те.
Район шайĕнчи парада хутшăниччен чи малтан хатĕрленỹ ĕçĕсем шкулта иртеççĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче çулсеренех февральте пулакан оборонăпа массăллă ĕç уйăхлăхĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ун чухне кашни класс шкулти стройпа юрă смотрне хутшăнать.
Ялта иртекен Çĕнтерỹ кунне халалланă уява та тăтăшах хутшăнаççĕ Çĕн Атикасси шкулĕн çамрăк армеецĕсем. Хаяр вăрçă çулĕсенче юн тăкнă ентешĕсене сума суни, вĕсене асра тытни шкул ачисене патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кỹрет.
Çитес çул эпир Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Ун чухне районта иртекен çамрăк армеецсен парадне хутшăнасси пирки çĕнатикассисем халех шухăшлаççĕ. Парада ытларах аслă классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Тулĕк вăт Çĕн Атикасси шкулĕнче 11-мĕш класра çичĕ ача кăна вĕренет - çиччĕшĕ те хĕрсем. Çавăнпа та парада 8-10-мĕш классенче вĕренекенсене те явăçтараççĕ.
"Хĕрачасен стройпа утасси лайăхрах пулать, - тет Светлана Николаевна. - Вĕсем йăрăсрах пулнăран-ши, хĕрсемпе ĕçлеме çăмăлрах".
Маттур хĕрсен командирĕ кам пуласси паллă та ĕнтĕ, вăл - 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Иванова. Настя парада пĕлтĕр те хутшăннă, çапах та командирăн яваплăхĕ пысăкрах пулнине ăнланать вăл. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕр спортпа та туслă, баскетболла тата волейболла выляма юратать.
Шкул ачисене çарпа патриотизмла воспитани панă ĕçĕн тĕшши вĕсем шкулпа сывпуллашсан çарпа çыхăннă професси суйласа илнинче курăнать. Хăйĕн вĕренекенĕсем çакăн пек професси суйласа илнĕшĕн Светлана Петрейкина та савăнать. Акă, Яманкассинчи Евгений Алексеев Сызраньти çарпа сывлăш академийĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ хăй суйласа илнĕ профессипе Смоленск облаçĕнче тăрăшать. Пĕрремĕш Хурашашри Федор Корчаков 2018 çулта Мускаври аслă команда çар училищинчен вĕренсе тухнă, Солнечногорск хулинче вăй хурать.
Профессийĕсене спорт енĕпе суйласа илнĕ вĕренекенĕсемпе те хăпартланать Светлана Николаевна. Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчи Альбина Дмитриева Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта тренер-преподавательте тимлет. Çĕн Атикассинчи Евгений Романов Мускавра Раççейĕн Шалти ĕçсен министерстви çумĕнче футбол енĕпе тренер-преподавательте тăрăшать.
Апла пулсан, паянхи кун Çĕн Атикасси шкулĕнче парта хушшинче ларакансен камран ырă тĕслĕх илмелли пур. Вĕрентекенĕсем пулăшнипе тата хăйсем тăрăшнипе вĕсем пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ỹсессе шанас килет.
Алина КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |