ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каймалли кĕрхи кампани пуçланчĕ. Çак яваплă тапхăр пысăк хастарлăхпа, ăнланулăхпа иртсе кайтăр, 18 çул тултарнă кашни каччă салтак аттине тăхăнма кăмăл тутăр тесе пирĕн районта тăтăшах Призывник кунне ирттереççĕ.
Салтак ячĕ тухнă яшсене повестка парас, вĕсене çар пĕлтерĕшĕпе хисепĕ çинчен ăнлантарас тĕллевпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче призывниксем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, аслă классенче вĕренекенсем пухăнчĕç.
Пулас салтаксене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, Афганистан вăрçин ветеранĕсен районти уйрăмĕн ертỹçи Александр Хозайкин, совет çарĕсен Германире службăра тăнă ушкăн ветеранĕсен районти уйрăмĕн ертỹçи Олег Зайцев саламларĕç, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ пулнине палăртрĕç, яшсене службăна тивĕçлĕ ирттерсе тăван киле, тăван района таврăнма сунчĕç. Салтак пурнăçĕ тавракурăма анлăлатни, паттăрлăх туйăмне туптани, хастарлăха ỹстерни пирки каларĕç. "Каччăсене салтака ăсатса чăн-чăн арçынсене кĕтсе илесчĕ", - терĕç вĕсем.
Çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытса пырăр
Пирĕн районта кăçал кĕрхи призыв вăхăтĕнче салтак юрри ноябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 17-мĕшĕччен янăрĕ. Шăпах çак вăхăтра районти каччăсем хĕсметре тăма тухса кайĕç.
Призывник кунĕнче 17 яш Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсен çар комиссариачĕн начальникĕ Александр Прокопьев аллинчен повестка илчĕ. Каччăсене салтака хăçан тухса каймаллине çырса кăтартнă повесткăсем тата асăнмалăх парнесем панă май Александр Прокопьев пулас салтаксене ăнăçу сунчĕ, кĕрхи призыв вăхăтĕнчи хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ:
- Канашри военкоматра капиталлă юсав ĕçĕсем пынăран призывниксен тỹрех Етĕрне хулине пухăнмалла, - палăртрĕ Александр Геннадьевич. - Унта вĕсен хăйсен тĕллĕн çитмелле, Хĕрлĕ Чутайри чиркỹ патне малтанхи пек ятарлă машина килмест. Етĕрнерен вара пулас салтаксене Шупашкара илсе кайĕç, унта çар тумĕпе тивĕçтерĕç.
Пурте пĕлетпĕр, саккунпа килĕшỹллĕн салтакра пулман арçынсем патшалăх влаçĕн органĕсенче, вăй-хал тытăмĕсенче ĕçлеймеççĕ. Çавăнпа та пуласлăхĕ çинчен шухăшлакан каччăсен салтака каймаллах. Салтака каяссинчен сăлтавсăр пăрăнакансене явап кĕтет.
Çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытса пырăр, çулталăкран тăван тăрăха сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнăр, - çапла пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне военком.
Ишеккасси каччи - Президент полкне
Повесткăсем панă май Александр Геннадьевич пирĕн районти пĕр каччă кĕрхи призывпа Мускава Президент полк- не кайма тивĕçнине пĕлтерчĕ. Ишеккасси ялĕнчи Александр Михопаров Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Кăçал вăл физкультура учителĕн дипломне алла илнĕ.
Александр шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслăччĕ, триатлон енĕпе пĕрремĕш разряда та тивĕçнĕ. Университетра вĕреннĕ чух вăл тăтăшах республика шайĕнчи ăмăртусене, çав шутра Универсиадăна та, хутшăннă.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче Александр Михопаров республикăри ытти яшсемпе пĕрле Мускава, Президент полкне тухса кайĕ.
Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тупа турĕç
Призывник кунĕн ырă йăлисенчен пĕри вăл - призывниксем тупа туни. Салтака кайма хатĕрленекенсен ячĕпе Пухтанкассинчи Игорь Падейкин сăмах илчĕ. Игорь 2015 çулта Мăн Этмен шкулне вĕренсе пĕтернĕ, кăçал Чăваш патшалăх университечĕн энергетикăпа электротехника факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Яш салтака кăмăлпах кайнине палăртрĕ.
"Эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕн призывникĕсем, фашизма çĕнтернисен кĕçĕн мăнукĕсем, Афганпа Чечен вăрçисенче çапăçнисен шăллĕсем, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшал вăйĕсенче службăра тăма хатĕрленнĕ май атте-анне, ветерансем тата районта пурăнакансем умĕнче салтак ятне çỹлте тытса пыма, çар хатĕрленĕвĕнче малта пулма, хамăрта хăюлăхпа хастарлăха туптама, чыслăха упрама, Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тупа тăватпăр!" - терĕ Игорь Падейкин, ыттисем те ун хыççăн тупа турĕç.
Амăшĕсен ячĕпе пулас салтаксене алла повестка илнĕ ятпа саламласа Питĕркасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Людмила Валентиновна Жукова çапла каларĕ:
- Чăвашсем ĕлĕкренех арçын ача çуралсан "салтака кайма юрăхлă пултăр" тенĕ. Паян эсир шăпах çав ята тивĕçрĕр. Салтакăн чыслă ятне çарта çỹлте тытса пырăр. Темĕнле йывăр пулсан та сире тăван килте ырă ятпа кĕтнине ан манăр. Ваттисем çапла каланă: пыл çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр.
Салтака кайма хатĕрленекенсене Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте те пил сăмахĕ каларĕ, кашнине пĕчĕк турăш парнелерĕ.
Германире службăра тăнă ушкăн ветеранĕсен районти уйрăмĕн ертỹçи Олег Зайцев та кашни призывника асăнмалăх парне пачĕ.
Юлашкинчен Призывник кунне пухăннисене районти шкулсенче вĕренекенсемпе культура ĕçченĕсем Тăван çĕршыв çинчен калакан тата вăрçă темипе çыхăннă юрăсем юрласа, ташласа парса савăнтарчĕç.
Çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене çапла савăнăçлă лару-тăрура повестка пани, аслисем халал сăмахĕсем калани вĕсене пурнăçри çывхаракан улшăнусем çине çирĕппĕн пăхма, Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăха чыслăн пурнăçлама пулăшасса шанатпăр.
Алина Карпова.
Ноябрь 2024 |