Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

oknaAlivankin

П Р О Д А Ю:

корову или телку.

Тел. 8 919 663 08 96 (16+) 

Требуются рабочие в хлебозавод

в город Королев МО. Питание и общежитие  предоставляется.

Вахта 15/15. Зарплата 37500.

8 987 122 55 25. 

ПРОДАЮ:

СЕНО ЛУГОВОЕ.

Тел. 8 917 676 88 81.

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пулăшу - тĕрлĕ енлĕ

 Пĕчĕк хуçалăхсем республикăн агропромышленность комплексне аталантарассине пысăк тỹпе хывнăран хальхи вăхăтра республика правительстви хресченпе фермер хуçалăхĕсене пулăшу кỹрес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун хăйсен ĕçне пуçлакан фермерсен, выльăх-чĕрлĕх тытакан çемье фермисен тата кооперативсен патшалăх пулăшăвне (гранта) тивĕçме май пур. Юлашки ултă çулта гранта республи-кăри 340 ытла фермер тата ултă кооператив тивĕçнĕ. Грантсемсĕр пуçне фермерсем ялхуçалăх таварĕ туса илекенсене паракан ытти çăмăллăхсемпе те усă курма пултараççĕ.

Юлашки çулсенче пирĕн районта та фермер ĕçне йĕркелесе яракансен шучĕ ỹссе пыни сисĕнет. Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алефтина Дадюкова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районта 23 хресченпе фермер хуçалăхĕ ĕçлет, ялхуçалăх кооперативĕсем вара - 3 ("Красночетайский мед", "Баймашский", "Пелагея").

Хуçалăха аталантарма сакăр фермер патшалăх грантне тивĕçнĕ, вĕсем 13 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 12 пин те 655 тенкĕпе танлашать.

Ялхуçалăх кооперативĕсенче вара пурĕ 314 кооператив членĕ шутланать, вĕсенчен харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракан граждансем - 292, тăватă ЯХПК, 8 хресченпе фермер хуçалăхĕ. Кооперативсенче 7 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕсен вăтам шалăвĕ 15,5 пин тенкĕпе танлашать.

Фермер пулма шухăш тытнисен чи пĕрремĕш утăмĕ вăл - налук уйрăмне çитсе уйрăм предприниматель ĕçне пуçарнине хутсемпе çирĕплетесси (кун пирки тĕплĕнрех - çитес кăларăмра). Çакăн пек ĕçе йĕркеленисем вара патшалăх пулăшăвне тивĕçмелли конкурссене хутшăнма пултараççĕ.

 Кăçал пирĕн районти фермерсем республикăра паракан гранта тивĕçмелли конкурса заявкăсем тăратнă. Выльăх-чĕрлĕх тытакан çемье фермисене паракан патшалăх пулăшăвне Виктор Устиновăн хресченпе фермер хуçалăхĕ тивĕçесшĕн. "Агростартап" проекта пурнăçа кĕртме вара уйрăм хушма хуçалăх тытакан Николай Григорьевич Захаров тата Юрий Александрович Кондратьев (иккĕшĕ те пыл хурчĕсем ĕрчетесшĕн), Алена Александровна Чемалинова (виноград ỹстересшĕн), Марина Владимировна Жерженован хресченпе фермер хуçалăхĕ (мăйракаллă шултра выльăх усрасшăн) палăртаççĕ.

Сăмах май, хресченпе фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăксем пурăнмалли условисене лайăхлатмалли патшалăх программисене те хутшăнма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4