ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Фермерсемпе хушма хуçалăх тытса пыракансем, ялхуçалăх кооперативĕсем мĕнле пулăшăва тивĕçме пултарни пирки "Агро-Инновации" хысна учрежденийĕн сайтĕнче (http.//agro-in.cap.ru) питĕ тĕплĕн паллаштарнă. Çак сайтрах кăçалхи июль уйăхĕн пуçламăшĕнче грантсене тивĕçмелли конкурс йĕркеленине çырса кăтартнă. Эпир сире паян Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви йĕркелесе ирттерекен çак конкурссемпе кĕскен паллаштарасшăн.
Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем валли ирттерекен конкурс (Агростартап)
Хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма паракан çак субсидие (гранта) хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçи тивĕçме пултарать. Асăннă патшалăх пулăшăвне кĕскен "Агростартап" теççĕ.
Конкурса çакăн пек документсем тăратмалла: заявка, паспорт, проект, тăкаксен планĕ.
Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем валли ирттерекен конкурс (Агро-стартап, СПоК-сем (ялхуçалăх производство кооперативĕсем) хутшăннипе)
Ку гранта хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçисене хăйсен ĕçне малалла аталантарма параççĕ, анчах та грантăн пĕр пайне ялхуçалăх потребительсен кооперативĕн (СПоК) фондне йĕркелеме яма юрать (енчен те фермер çак кооператив членĕ пулсан).
Конкурса тăратмалли документсем: заявка, ялхуçалăх потребительсен кооперативĕн обязательстви, паспорт, проект, тăкаксен планĕ.
Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем валли ирттерекен конкурс (çемье фермисем валли)
Ку конкурса çакăн пек документсем тăратмалла: заявка, фермер хуçалăхĕн ертỹçин тата членĕн паспорчĕсем, бизнес-план, тăкаксен планĕ, фермер хуçалăхĕнче миçе çын тата вĕсем çывăх тăвансем пулнине ĕнентерекен документ, выльăх апачĕ пуррине ĕнентерекен документ.
Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем валли ирттерекен конкурс (ялхуçалăх потребительсен кооперативĕ валли)
Гранта кооперативсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме параççĕ. Кирлĕ документсем: заявка, ялхуçалăх потребительсен кооперативĕн членĕсен списокĕ, финанс отчечĕн копийĕ, бизнес-план, налук тата статистика отчечĕн копийĕсем.
Хуть те хăш грантне тивĕçес тесен те документсене августăн 5-мĕшĕччен тăратмалла (конкурс июлĕн 4-мĕшĕнче пуçланнă). Вĕсене Шупашкар хулинчи Президент бульварĕнче, 17-мĕш çуртра, 214-мĕш пỹлĕмре ĕç кунĕсенче йышăнаççĕ.
Конкурса хутшăнас текенсен пĕтĕмĕшле çакна пĕлмелле:
- хуçалăх Чăваш Республикинче ял тăрăхĕнче регистрацилени пулмалла;
- фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ республика территорийĕнче хăйĕн ĕçне пуçарнине регистрациленĕренпе заявка панă кун тĕлне 24 уйăхран ытла пулмалла мар;
- хăйĕн ĕçне пуçараканăн вăтам е аслă ялхуçалăх пĕлĕвĕ пулмалла, е ялхуçалăх специальноçĕпе хушма пĕлỹ илнине çирĕплетмелле, е ялхуçалăхĕнче виçĕ çултан кая мар ĕçлени пулмалла, е харпăр хăй хушма хуçалăхне виçĕ çултан кая мар тытса пымалла;
- хăйĕн ĕçне пуçаракан фермерăн хуçалăх никĕсне тумалли, аталантармалли, çĕнетмелли бизнес-план пулмалла;
- хăйĕн ĕçне пуçăнакан фермерăн тăкаксен планне тăратмалла;
- налуксемпе тĕрлĕ тỹлевсем, страхлав взносĕсем тĕлĕшпе парăмсем, пенисем, штрафсем, процентсем пулмалла мар;
- унăн Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствине тата финанс тĕрĕслевĕн патшалăх органĕсене грантпа мĕнле усă курнине тĕрĕслеме ирĕк памалла.
Грант илес текенсен юлашки çул кăтартăвĕсем çакăн пек пулмалла:
Выльăх-чĕрлĕх усракансен:
- сĕт фермисем: ĕнесем 24 пуçран сахал мар пулмалла, çулталăкне 110 тонна сĕт туса илмелле;
- мăйракаллă шултра выльăха самăртакан фермăсем: 50 пуç выльăх, çулталăкне чĕрĕ виçепе 12 тонна аш туса илмелле;
- сысна фермисем: 100 пуç сысна (çав шутра - 5 сысна ами), çулталăкне чĕрĕ виçепе 10 тонна аш туса илмелле;
- сурăх фермисем: 150 пуç, вĕсенчен 50-шĕ - пăранлама пултаракан сурăхсем, çулталăкне чĕрĕ виçепе 4 тонна аш туса илмелле;
- кайăк фермисем: бройлерсем 5 пин пуç пулмалла, çулталăкне аш чĕрĕ виçепе 5 тонна туса илмелле; хурсем - 1,5 пин пуç, аш - 5 тонна; кăвакалсем - 3 пин пуç, аш - 6 тонна.
Ỹсен-тăран туса илекенсен:
- çĕрулми 10 гектартан кая мар туса илмелле;
- пахча çимĕç уçă çĕр çинче 5 гектартан кая мар пул-малла;
- пахча çимĕç хупă çĕрте 1 гектартан кая мар пулмалла;
- тырă тата пăрçа йышши, выльăх апачĕллĕх культурăсем 100 гектартан кая мар пулмалла; - техника культурисем 10 гектартан кая мар пулмалла;
- хăмла - 1 гектартан кая мар; - садри культурăсем 1 гектартан кая мар;
- çырла культурисем 1,3 гектартан кая мар.
Грантпа мĕнле тĕллевпе усă курма юрать?
Хăйсен ĕçне пуçăннă фермерсене çак тĕллевсемпе грант параççĕ:
- ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене илме;
- ялхуçалăх продукцине туса илмелли, упрамалли çуртсене (складсене) тумалли е унта юсав ĕçĕсем ирттермелли проект документацине хатĕрлеме;
- ялхуçалăх продукцине туса илмелли, упрамалли çуртсене, складсене, хушма çуртсене, инженери тытăмне, ытти хуралтăсене туянма, çĕнĕрен тума, унта юсав ĕçĕсем ирттерме тата вĕсене регистрацилеме;
- çỹлерех асăннă çуртсене çутă, шыв, газ, ăшă кĕртме;
- ялхуçалăх выльăхĕсене туянма;
- ялхуçалăх техники е инвентарь, груз тиемелли автотранспорт, ялхуçалăх продукцине туса илме тата усă курма пулăшакан оборудовани туянма;
- нумай çул ỹсекен ỹсен-тăран вăррине, калчине туянма.
Грантпа усă курмалли условисем:
Хăйĕн ĕçне пуçăнакан пĕр фермер пуçне грантăн чи пысăк виçи çакăнтан пысăк пулмалла мар:
- 3 миллион тенкĕ, анчах та тăкаксен 90 процентĕнчен ытла мар - сĕт е аш-какай туса илес тĕллевпе мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетес текен фермер валли;
- 1,5 миллион тенкĕ, анчах та тăкаксен 90 процентĕнчен ытла мар - ытти ĕç-хĕл валли.
Хăйĕн ĕçне пуçăнакан кашни фермер тĕлĕшпе грант виçине комисси фермерăн хăйĕн укçи-тенки мĕн чухлĕ пулнине тата тăкаксен планне кура палăртать.
Грант сумми фермерăн тăкаксен планĕпе килĕшсе тăмалла. Тăкаксен планне улăштарас тесен фермерăн конкурс комиссийĕпе калаçса килĕшмелле.
Грантпа усă курса илнĕ пур актива та (пур йышши пурлăха) фермер хуçалăхĕ çине регистрацилемелле.
Грант илнĕ хыççăн фермерăн:
. грантпа укçа счет çине куçнă хыççăн 18 уйăх хушшинче усă курмалла;
. грант укçипе туяннă пурлăхпа тăкаксен планĕпе пăхса хунă ялхуçалăх тĕллевĕпе çеç усă курмалла;
. грантпа усă курса туяннă кашни япала хакĕн 10 процентне харпăр хăй укçинчен тỹлемелле;
. патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ çул грантăн кашни миллион тенки пуçне пĕр ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле (фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕсĕр пуçне);
. асăннă ĕç вырăнне грант илнĕ хыççăн 5 çулччен тытса тăмалла;
. хуçалăх ĕçне грант илнĕ хыççăн 5 çул хушши пурнăçласа пымалла;
. хуçалăх ĕçне вăхăт çитиччен маларах вĕçлесен, гранта тавăрса памалла;
. грант укçипе туяннă пурлăха 5 çул хушши сутма, парнелеме, тара пама, улăштарма юрамасть.
Хăйĕн ĕçне пуçăнакан фермер пĕр хут кăна грант илме пултарать.
Ноябрь 2024 |