ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче фермерсене грантсемпе тивĕçтермелли конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Кăçалхи августăн 5-мĕшĕнче хресченпе фермер хуçалăхĕсене грантсемпе тивĕçтермелли конкурса документсене йышăнма пăрахнă. Фермерсем пурĕ 69 заявка панă, вĕсенчен 54 заявки - "Агростартап" проекта пурнăçа кĕртме, 10-шĕ - çемье фермисем тума, 5-шĕ - ялхуçалăх потребитель кооперативĕсен (СПоК-сен) пурлăхпа техника никĕсне аталантарма.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе патшалăх пулăшăвне пурĕ 29 хресченпе фермер хуçалăхĕ тата СПоК-сем тивĕçнĕ, çав шутра:
- 24 хресченпе фермер хуçалăхĕ ("Агростартап" проектпа фермер хуçалăхне аталантарма), пĕр хуçалăха тивĕçекен грантăн вăтам виçи - 3 миллион тенкĕ;
- 3 хресченпе фермер хуçалăхĕ çемье фермине аталантарма, грантăн вăтам виçи - 9,9 миллион тенкĕ;
- 2 ялхуçалăх потребитель кооперативĕ пурлăхпа техника никĕсне аталантарма, пĕр СПоК-а тивĕçекен грантăн вăтам виçи 47 миллион тенкĕпе танлашнă.
Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ фермерсем хушшинче пирĕн районти Марина Владимировна Жерженова та пур, вăл мăйракаллă шултра выльăх усрама гранта тивĕçнĕ. Кун пирки тĕплĕнрех - хаçатăн çитес номерĕсенче.
Сентябрь 2023 |