Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тыр-пул туса илессипе тимлет

Пирĕн районти фермерсенчен ытларах пайĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тимлет. Çав хушăрах тыр-пул туса илес енĕпе ĕçлекенсем те пур...

Пỹлме урпапа тулать

Сентябрь пуçламăшĕн ăшă та хĕвеллĕ кунĕсенчен пĕринче эпир Хватукасси çывăхĕнчи уя çитрĕмĕр. Кунта "Нива" комбайн урпа выратчĕ. ГАЗ автомашина вара вырса илнĕ тырра тултарса кайма хатĕр тăратчĕ.

Юрий Тибогайкин фермерăн урпа уйне эпир редакци машинипе райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕпе Мария Куропаткинапа пĕрле çитсе куртăмăр. Мария Сергеевна фермер уйĕнче урпа выракан комбайн кунта "Коминтерн" ЯХПК-ран килнине ăнлантарчĕ - Юрий Тибогайкинăн хальлĕхе хăйĕн комбайн пулманран.

Комбайн бункерĕ вырса илнĕ урпапа туласса кĕтсе тăракан водительпе те паллашрăмăр. Ирчкасси ялĕнче пурăнакан Геннадий Михайлович Жижайкин фермера тăтăшах тырă турттарса пулăшать иккен. Вăл ку ĕçре пĕлтĕр те тимленĕ.

"Уй карапĕпе" вара иккĕн ĕçлетчĕç: Владислав Александрович Никифоров опытлă комбайнер тата унăн çамрăк пулăшуçи Кирилл Сергеевич Попов. Вĕсем лайăх çанталăкпа усă курса ĕçе хăвăртрах вĕçлес тесе ир пуçласа каçчен вăй хунине пĕлтерчĕç. Вăхăта перекетлес тесе вĕсене вĕри апатне те уя илсе килсе çитереççĕ...

Уйра пулнă хыççăн Юрий Тибогайкинăн Пантьăк ялĕ çывăхĕнчи паркне тата йĕтем çине çитсе куртăмăр. Фермер хăй те кунтаччĕ. Унран ĕçсем мĕнле пыни пирки ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Кăçал пирĕн пурĕ 240 гектар çинчен урпа вырса илмелле. Тухăç гектар пуçне 15 центнерпа танлашать, - пĕлтерчĕ фермер. - Кĕрхисене те акса хăвартăмăр: 19 гектар çине - тулă, 12 гектар - тритикале. Вĕсене Питĕркасси тата Шĕмшеш ялĕсем çывăхĕнчи уйсенче акрăмăр.

Шĕмшеш ялĕ хыçĕнчи уйра калча симĕсленнине хамăр та асăрхарăмăр-ха. Уй-хир юхăнса выртманни лайăхах ĕнтĕ.

Материала пичете хатĕрленĕ май Юрий Тибогайкин вырмана ăнăçлă вĕçленине, фермерăн пỹлмине пурĕ 350 тонна урпа кĕнине пĕлтĕмĕр. Çавăн пекех фермер кăçал выльăхсене тутă хĕл каçарма 190 тонна утă янтланă.

Умри йывăрлăхсенчен хăрамасăр...

Юрий Евгеньевич фермер ĕçне виçĕ çул каялла пуçăннă. 2017 çулта тыр-пул ỹстерме грант выляса илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса трактор, дискатор, косилка, опрыскиватель туяннă. Унсăр пуçне фермерăн хăйĕн нухрачĕпе туяннă тепĕр трактор тата сеялка пур. Ку техника пурĕ 400 гектарпа танлашакан çĕр çинче тыр-пул ỹстерсе илес тата утă хатĕрлес ĕçре çăмăллăх кỹрет.

Фермер пурĕ тăватă çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Бухгалтерта Нина Ивановна Богаткина тăрăшать. Унсăр пуçне дояр, тракторист тата хуралçă пур. Фермер ĕçĕпе çыхăннă çăмăл мар лава вĕсем пĕрле туртаççĕ.

Юрий Тибогайкин ачаранах çĕр ĕçне хăнăхса ỹснĕ. Атнар шкулĕнчен вĕренсе тухсан Çĕнĕ Шупашкарта слесаре вĕреннĕ, хыççăн салтака кайнă. Хĕсметрен таврăнсан пилĕк çул хушши "Коминтерн" колхозра трактористра ĕçленĕ, унтан 16 çул хушши районти вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. 2008 çулта чăх-чĕп фабрикине ĕçлеме куçнă, унтан Николай Лисаев фермер хуçалăхĕнче механизаторта тимленĕ.

Çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ вăхăтра тăрăшулăхпа палăрнăшăн Юрий Тибогайкин пĕрре кăна мар тĕрлĕ хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Юрий Евгеньевич тата Елена Владимировна Тибогайкинсем Атнарта тĕпленнĕ. 30 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Аслă хĕрĕ Ирина çемьеллĕ ĕнтĕ, вăтамми, Надя, 11-мĕш класра, кĕçĕнни, Антон, 4-мĕш класра вĕренеççĕ.

Елена Владимировна мăшăрне фермер ĕçĕнче пулăшса пырать, вĕсем пĕрле ĕçлеççĕ. Тыр-пул туса илес енĕпе тимленипе пĕрлех Тибогайкинсем 8 ĕне усраççĕ. Ĕнисене сумалли ятарлă аппарат пур пулсан та нумай выльăха пăхасси çăмăл ĕç марри каламасăрах паллă.

Алли пур ĕç патне те çыпăçакан фермер çĕр ĕçне юратни тỹрех сисĕнет. Çĕр ĕçĕ пуйма памасан та выçă лартманнине ăнланса ĕçлет вăл. Умри йывăрлăхсенчен хăрамасăр, хресченĕн терт-нушине ăнланакан çынсем ытларах пуласса шанса малалла утать Юрий Тибогайкин. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1