Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Харпăр хăй ĕçне - хăюллăн"

Раççейре çулсерен яллă вырăнсенче пурăнакансене харпăр хăй ĕçне пуçлама пулăшас тĕллевпе проектсем пурнăçланаççĕ. Проектсене пурнăçа кĕртекенни - "Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ" çамрăксен обществăлла организацийĕ. Вĕсем Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерстви пулăшнипе ĕçлесе пыраççĕ.

Кăçал асăннă обществăлла организаци "Свое дело в селе - смело!" проекта пурнăçа кĕртет. Ăна пурнăçлама ятарласа информаци ушкăнĕсем йĕркеленĕ.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче республикăри Ялхуçалăх министерствинче министр çумĕ Марина Загребаева ертсе пынипе Чăваш патшалăх ялхуçалăх министерствин студенчĕсемпе представителĕсенчен тăракан ĕç ушкăнĕпе тĕлпулу иртнĕ. Тĕлпулура тин кăна ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшассипе, çемье фермисене аталантарассипе, фермерсене грантсем парассипе, ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсемпе çемьесене кил-çурт условийĕсене лайăхлатма пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Октябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 6-мĕшĕччен информаципе тивĕçтерекен асăннă ĕç ушкăнĕ республикăри районсем тăрăх çỹрĕ.

Ĕнер, октябрĕн 3-мĕшĕнче, Ялхуçалăх академийĕн ĕç ушкăнĕ пирĕн районта пулчĕ. Экономика факультечĕн деканĕ Евгений Иванов, "Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ" обществăлла организацин регионти председателĕ Анна Никитина, ветеринари медицинин факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕсем Валерия Алехина тата Елена Ромашкина, çамрăксемпе ĕçлекен специалист Анна Николаева Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Вĕсем çамрăксене ялхуçалăхĕнче харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçарса ямаллине, "Агростартап" проекта мĕнле хутшăнмаллине, çăмăллăхлă ялхуçалăх кредитне мĕнле илмеллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.

Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче хăйсен малашлăхне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарас шухăшлисем пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ май, информаци ушкăнĕ фермер ĕçне тытăнсан, ĕçе пĕлсе йĕркелесен укçа çителĕклĕ ĕçлесе илме, чылай патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пуррине пĕлтерчĕ. Тĕлпулăва çавăн пекех район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. 

А.Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2