Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ялхуçалăх тытăмĕн аталанăвĕнче фермерсен тỹпи те пур Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 10-мĕшĕнче районти агропромышленность комплексĕн кăçалхи тăхăр уйăхри аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кăçал районти аграри секторĕнче ял

Ялхуçалăх тытăмĕн аталанăвĕнче фермерсен тỹпи те пур Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 10-мĕшĕнче районти агропромышленность комплексĕн кăçалхи тăхăр уйăхри аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Кăçал районти аграри секторĕнче ялхуçалăх продукцине туса илесси ỹснине палăртнă, тăхăр уйăх хушшинче унăн калăпăшĕ 101,5 процентпа танлашнă. Ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси 22,5 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутран федераллă бюджетран - 17,3 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 5,2 миллион тенкĕ.

Ялхуçалăх организацийĕсенче ĕçлекенсен январь-сентябрь уйăхĕсенчи вăтам шалăвĕ 19309 тенкĕпе танлашнă.

Районти хуçалăхсем темиçе инвестици проектне те пурнăçа кĕртнĕ, пурĕ - 61 миллион тенкĕлĕх. Ку укçа-тенкĕпе выльăхсем усрамалли пỹлĕмсене юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ ялхуçалăх техники тата ăратлă выльăх туяннă. Кун пеккисем хушшинче фермерсем те пур. Виктор Устиновăн хресченпе фермер хуçалăхĕ сĕтпе тавар фермине виçĕ миллион тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ, Марина Жерженова фермер миллион çурă тăракан трактор туяннă.

Тыр-пул туса илессин кăтартăвĕ районĕпе илсен çапларах: октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4358 гектар çинче пуçтарса илнĕ, 9717 тонна тырă тĕшĕленĕ, тухăçĕ гектар пуçне 22,3 центнерпа танлашнă. Районти фермерсенчен тырă туса илессипе Юрий Тибогайкин тимлет, вăл кăçал 350 тонна урпа пухса илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх тытăмне илес пулсан, районта пурĕ 8121 пуç выльăх шутланать, çав шутра хресченпе фермер хуçалăхĕсен - 233 пуç, вĕсенчен 122-шĕ - ĕнесем. Унсăр пуçне фермерсен 116 пуç сурăхсемпе качакасем пур.

Тăхăр уйăх хушшинче районта пурĕ 16 623 тонна сĕт суса илнĕ, çав шутра хресченпе фермер хуçалăхĕсем - 536,5 тонна.

Аш-какай районта январь-сентябрь уйăхĕсенче пурĕ 1452,15 тонна туса илнĕ, çав шутран хресченпе фермер хуçалăхĕсем - 6,15 тонна (чĕрĕ виçепе). Палăртмалла, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан сакăр процент чакнă, çав хушăрах сĕт суса илесси пĕлтĕрхинчен 40 процент ỹснĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1