Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

РАБОТА 

В редакцию требуется уборщица-курьер. 

Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62

oknaVasya

ПРОДАЮ:

2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:

с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.

Состояние хорошее. Цена 2600000 руб. 

Тел.: 8 960 303 78 88

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Фермерсен ĕçĕ курăмлă

Иртнĕ эрнекун районта пулнă ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче фермерсемпе харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантаракансем те чылай наградăна тивĕçрĕç.

2019 çулхи 9 уйăхри ĕç ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче ялхуçалăх продукцине туса илессипе лайăх кăтартусемпе палăрса Юрий Евгеньевич Тибогайкин фермер çĕнтернĕ.

Юрий Тибогайкин тыр-пул туса илессипе тимлет, вăл кăçал 350 тонна урпа пухса илнĕ. Кăтартуллă ĕçленĕшĕн Юрий Евгеньевич уявра район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

"Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Станислав Александрович Никифоров СК-5 "Нива" комбайнпа 778 тонна тĕш тырă çапса илсе "2019 çулхи вырма чемпионĕ" ята тивĕçнĕ, çакăншăн ăна та район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Станислав Александрович хăйĕн тивĕçĕсене "Коминтернра" пурнăçланипе пĕрлех ытти хуçалăхсене пулăшма та ĕлкĕрет. Акă, кăçал вăл Юрий Тибогайкин фермерăн уйĕнче урпа вырчĕ. Çавăн чухне эпĕ Станислав Никифоров ĕçлекен комбайн кабининче пулса куртăм. Ĕçлекен "уй карапĕ" çинче хам пурнăçра пĕрремĕш хут пулса курнăран-ши, комбайнер ĕçĕ çăмăл пулманнине тỹрех ăнлантăм. "Нива" комбайнпа 17 çул хушши ĕçлекен Станислав Александрович вара йывăрлăхсене парăнтарса кăтартуллă ĕçлесе пырать, техникăна та управлă тытать.

Карăкçырми ялĕнчи Алексей Иванович Ермаков çамрăк фермер та çĕр ĕçченĕн уявĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Алексей Ермаков кăçал пĕтĕмпе 120 тонна сĕт суса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине пĕлтĕрхинчен 318 процент ỹстернĕ. Çакăн пек кăтарту пултăр тесен ырми-канми, çĕр çывăрмасăр тенĕ пек ĕçлеме тивни каламасăрах паллă.

Ялта пурăнакансем хушшинче выльăх-чĕрлĕх йышлă тытса, пахча çимĕç ỹстерсе илсе тупăш тăвакансем чылай. Вĕсем хăйсем туса илнĕ ялхуçалăх продукцине сутаççĕ. Уйпуç ялĕнче пурăнакан Владимир Геннадьевичпа Тамара Егоровна Корсуновсем хушма хуçалăхра 7 ĕне тытаççĕ, сĕтне вара патшалăха сутаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсемпе вĕсем 11 тонна сĕт, 1,5 тонна ялхуçалăх продукцийĕ сутнă, çапла майпа хушма хуçалăх тытакансем хушшинче кăçал иртнĕ ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ.

Йышлă выльăха усрама Корсуновсем хăтлă карта-хуралтă çĕкленĕ, унта шыв пăрăх тăрăх пырать. Ĕнисене вĕсем ятарлă аппаратсемпе сăваççĕ.

Ялхуçалăх ĕçченĕсене халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятире Владимир Корсунов та район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1