ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта паянхи куна виçĕ ялхуçалăх кооперативĕ ĕçлет, вĕсенчен пĕри - "Красночетайский мед".
Потребительсен ялхуçалăх сутă кооперативĕ 2009 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче йĕркеленнĕ, унăн ĕç-хĕлĕ пыл туса илессипе тата ăна сутассипе çыхăннă.
Пĕр вĕллерен пуçланă
Кооперативăн пурнăçлакан директорĕпе Светлана Николаевна Ильинапа тĕл пулса калаçнă май кооператив тăвас шухăш хăçан тата мĕнле çурални, унăн ĕçĕ мĕншĕн шăпах пыл тăвассипе çыхăнни пирки ыйтрăм.
- Пирĕн çемьере пыл хурчĕсем ĕрчетме пуçласси ăнсăртран пулчĕ темелле. Анкартинче ĕçленĕ вăхăтра пĕчĕк ывăлăм улмуççи çине çăвăр хурт килсе ернине асăрхарĕ. Унăн хуçисем тупăнмарĕç, вара хамăрах пăхма пуçлас терĕмĕр, вĕлле те тупрăмăр... Ку ĕç-пуç иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче пулчĕ, - аса илчĕ Светлана Николаевна. Çавăнтанпа пыл хурчĕсем усратпăр та эпир, халĕ вĕллесен шучĕ чылай ĕнтĕ, утарĕ те иккĕ темелле - ялта тата вăрманта.
Кооператив йĕркелесси вара çапларах пулнă. 2009 çулта Светлана Ильинана Ильдус Хамзин предприниматель пыл туса илсе сутас енĕпе тимлекен кооператив йĕркелеме сĕннĕ. Вăл вăхăтра Светлана Николаевна Ильдус Мубинович йĕркеленĕ кооператив членĕ пулнă. Светлана Николаевна шухăшласа пăхнă хыççăн кооператив йĕркелессипе çыхăннă ĕçе пуçăнма шут тытнă. Çак шухăша район администрацийĕнче те ырласа йышăннă. Вара кирлĕ документсене пухса йĕркелессипе ĕçлеме тытăннă. Сăмах май, кооператива "Красночетайский мед" ят пама вăл вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Криков сĕннĕ.
2010 çулта пирĕн района Голланди хурт-хăмăрçи Альбертус Прангер килнĕ, вăл пĕр эрне хушшинче Светлана Ильинапа пĕрле районти чылай хурт-хăмăрçă патне çитсе вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Çавăн пекех пирĕн тăрăхра утар тытакансем те ют çĕршыв эксперчĕн опычĕпе чунтанах кăсăкланнă.
Малтанах кооперативра ултă пайщик пулнă-тăк, паянхи куна "Красночетайский мед" 190 пайщикран тăрать. Вĕсен шутĕнче пыл туса илессипе тин кăна ĕçлеме пуçланисем те, ку енĕпе пысăк опыт пухнă хурт-хăмăрçăсем те пур.
Кашни хурт-хăмăрçăн пыл туянакансем пур темелле, анчах та пыл хамăр тăрăхра сутăнса пĕтейменни те пулать, çавăнпа та ăна кооператив членĕсем курттăмăн Омск, Челябинск хулисене, Пушкăрт Республикине ăсатаççĕ. Мускавра та сутаççĕ хĕрлĕчутайсен пылне. Унсăр пуçне Светлана Ильина Шупашкарта кашни çулах пулакан "Кĕр парни" ярмăрккăсене те кăмăлпах хутшăнать, хăйсем туса илнĕ пыла унта сутать.
Сăмах май, сутлăх пылăн пахалăхне ятарлă лабораторире тĕрĕслеççĕ. Чутай тăрăхĕнчи пыл пахалăхĕпе палăрса тăрать. Экологи енчен таса продукцие пысăк тимлĕх уйăраççĕ халĕ.
Пыл туса илесси те, сутасси те çăмăл ĕç мар. Пыл пухасси çанталăк мĕнле пулнинчен те нумай килет. "Çăка çурăлнă вăхăта питĕ кĕтетпĕр эпир, çав вăхăтра çанталăк аван пултăрах тетпĕр", - тет Светлана Ильина, утарта чылай хушă тăрăшнă вăхăтра тем те курнăскер. Юлашки вăхăтра пыл хурчĕсен чирĕсем сарăла пуçланине те палăртать Светлана Николаевна. Çапах та хурт-хăмăрçăсем пуçĕсене усмаççĕ, пылăн пуласлăхĕ пуррине ĕненсе малалла ĕçлеççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, кооперативăн ĕç кăтартăвĕ çакăн пекрех - икĕ тонна яхăн пыл туса илнĕ.
Утарта çемйипех ĕçлеççĕ
Килти утарĕнче вара Ильинсем çемйипех ĕçлеççĕ. Светлана Николаевнăн мăшăрĕ Юрий Ильич кооперативăн утарçи пулнă май пыл хурчĕсене пăхас, пыл туса илес ĕçсене туса пырать. Мăшăрĕпе ачисем те çак ĕçрен юлмаççĕ.
Ильинсен ывăлĕ Илья Шупашкарта суту-илỹ енĕпе ĕçлесе пурăнать пулин те тăван тăрăха килме вăхăт яланах тупать. Килсен вара кил таврашĕнчи, пахчари е утарти пĕр ĕçрен те юлмасть.
Чăваш патшалăх университетĕнче тухтăра вĕренекен Настя хĕрĕ пĕлỹ илнĕ хушăрах медицина сестринче вăй хума та, яла çитсе утарти ĕçсене хутшăнма та ĕлкĕрет.
- Çемьере пурте пĕр шухăшлă пулни, пĕр ĕç кăсăклантарни вĕсене пĕр çĕре пухать, - тет Светлана Николаевна.
Светлана Николаевна Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ хыççăн 15 çул хушши шкулта ĕçленĕ, çав хушăрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлỹ илме те ĕлкĕрнĕ. Анчах та самана улшăннă май шкулсем хупăнса пынăран унăн ĕç-хĕлне улăштарма тивнĕ. Вара вăл юридици енĕпе тепĕр аслă пĕлỹ илнĕ.
1993 çулта унччен хулара пурăннă Светланăпа Юрий Ильинсем Тралькассине пурăнма куçса килнĕ. Халĕ вĕсем пыл хурчĕсем ĕрчетсе пыл туса илнипе пĕрлех икĕ ĕне, сыснасем, кроликсем, чăхсем усраççĕ.
"Манăн анне дояркăра ĕçлетчĕ, эпĕ виççĕмĕш класра чухнех ĕне сума вĕрентĕм, çавăнпа та маншăн ĕне сăвасси хăнăхнă ĕç, - каласа парать Светлана Николаевна. - Выльăхсем валли утă янтлас ĕçе те эпир çемйипех пурнăçлатпăр, çак ĕçе çăмăллатма пирĕн мотоблок тата утă турттармалли машина пур".
Çапларах ĕçлесе, килĕштерсе пурăнать Ильинсен туслă çемйи. Светлана Николаевнăн вара "Красночетайский мед" кооператив тĕлĕшпе пĕр ĕмĕт пур - харăс 500 килограмм пыл виçсе тултарма пултаракан цех уçасси. Ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пуррине те пĕлет кооператив ертỹçи. Çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртес шухăшпа пурăнакан ялхуçалăх кооперативĕн членĕсене пуласлăха шанчăклăн пăхма ăнăçу сунас килет.
Алина Карпова.
Ноябрь 2024 |