Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

РАБОТА 

В редакцию требуется уборщица-курьер. 

Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62

oknaVasya

ПРОДАЮ:

2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:

с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.

Состояние хорошее. Цена 2600000 руб. 

Тел.: 8 960 303 78 88

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çапăçу хирĕнче паттăрла ĕç тунă

Николай Иванович Трифонов 1923 çулта Мишеркасси ялĕнче çуралнă. Вăл сакăр çулта чухне ашшĕ вилнĕ. Çемьере асли пулнă май ун çине чылай йывăрлăх тиеннĕ.
Вуннăмĕш класс пĕтерсен, 18 çулхискер, Николай Иванович Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Кавказри Моздок хули патĕнче наступлени пынă вăхăтра тăшман дзочĕн амбразурине хупланă чух вăл йывăр аманнă. Госпитальте унăн икĕ аллине те татма тивнĕ.
Анчах Н.Трифонов усăсăр пурăнасшăн пулман. Вăл икĕ чавса тунипе ручка тытса çырма вĕреннĕ, ытти ĕçсене тума хăнăхнă.
Вăрçăран вăл 1943 çулта виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе таврăннă. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă пулин те, ахаль ларман, вулав çурчĕн заведующийĕ, ял канашĕн секретарĕ, бригадир, ферма заведующийĕ пулнă. Хушнă ĕçе яланах вăхăтра тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Николай Иванович Трифонов Мария мăшăрĕпе çичĕ ачана кун çути парнеленĕ. Кăçал Мария Трифонова, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ырми-канми колхозра ĕçленĕскер, 95 çул тултарчĕ. Николай Иванович вара 1996 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ.
Николай Трифоновăн кун-çулĕ - йывăрлăха парăнман, пĕтĕм вăй-хăватне Тăван çĕршыва панă паттăрсен кун-çулĕпе тан.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1