ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çак кунсенче редакцин электрон почтине Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ ентешĕмĕрĕн мăнукĕнчен çыру çитрĕ. Надежда Васильевна Полозина хăйĕн кукашшĕн киле янă çырăвне тата ун пирки мĕн пĕлнине çырса ячĕ.
Тимофей Николаевич Трофимов Туктамăш ялĕнче 1901 çулта çуралнă. Вăрçа ăна 1944 çулхи январь уйăхĕнче Шупашкарти çар комиссариачĕ янă. Т.Трофимов Ленинградри Хĕрлĕ ялавлă 381-мĕш дивизин 1263-мĕш полкĕн стрелокĕ пулнă.
Ку çырăва вăл Ксения Трофимовна мăшăрĕпе ачисем патне çырни паллă. Ăна вăл 1944 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çырнă. Мăшăрĕ патне унăн çак пĕртен-пĕр çырăвĕ çитнĕ. Юлашки çыру... Унта вăл çапларах çырнă: "Сывлăх сунатăп сире, хаклă ачамсем тата мăшăрăм! Сирĕн пата виççĕмĕш çыру çыратăп ĕнтĕ, пĕр хурав та илейместĕп. Сире уявпа - Майăн 1-мĕшĕпе - саламлатăп. Пурне те таса сывлăх сунатăп. Эпĕ сывă та чĕрĕ. Эсир мĕнле пурăннине çырса пĕлтерĕр. Александр сирĕн пата çырать-и? Манран кỹршĕсене салам калăр. Сирĕн Тиша".
Шел те, Тимофей Трофимовăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, киле таса-сывă таврăнма пỹрмен ăна. Вăл 1944 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Карели Республикинчи Ховимяки хулинче пытарнă.
Т.Трофимов çыру çырнă хут вĕçĕнче М.Салтыков-Щедринăн çак сăмахĕсене куртăмăр...Трофимов çыру çырнă хут вĕçĕнче М.Салтыков-Щедринăн çак сăмахĕсене куртăмăр...
Сентябрь 2023 |