Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Район каччисем - Мускаври парадра

Июнĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа парад иртрĕ. Аса илтеретпĕр, коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пулнăран майăн 9-мĕшĕнче ирттерме палăртнă парада Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе июнĕн 24-мĕшне куçарчĕç.

Шăпах 75 çул каялла, 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, Хĕрлĕ площадьре пĕрремĕш Çĕнтерỹ парачĕ иртнĕ. Ун чухне парада тăшманпа вăрçă хирĕнче çапăçнисем, унтан Берлина çитсе фашизм йăвине аркатнисем хутшăннă. 75 çул иртсен çĕнтерỹçĕсен ăрăвĕ утнă площадь тăрăх утма тỹр килни кăçалхи парада хутшăннисен мăнаçлăх, яваплăх туйăмне тата ỹстерни каламасăрах паллă.

Эпир пурте пĕлетпĕр, пирĕн район каччисем Мускаври парада тăтăшах хутшăнаççĕ. Кăçалхи Çĕнтерỹ парадне районта çуралса ỹснĕ тăватă яш хутшăнчĕ: Кив Ирчемесри Георгий Романов, Туктамăшри Константин Секайкин, Турханти Теодор Матвеев (виççĕшĕ те Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче вĕренеççĕ) тата Тумликассинчи Юрий Степанов (Мускаври Çар университетĕнче вĕренет).

Палăртмалла, иккĕмĕш курсра вĕренекен Георгий Романов тата Константин Секайкин Мускаври парада иккĕмĕш çул хутшăнаççĕ. Пĕрремĕш курсра пĕлỹ илекен Теодор Матвеев тата виççĕмĕш курс курсанчĕ Юрий Степанов вара - парадра пĕрремĕш хут.

Сăмах май, Константин Секайкинпа Юрий Степанов иккĕшĕ те Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадет класĕнче вĕренчĕç.

Каччăсем парада чылай малтан хатĕрленме пуçланине палăртаççĕ. Тренировкăсемпе репетицисенче çăмăл пулман пулин те (хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче çурăм тăрăх тар юхтарса ут-ха, темиçе минут хушши сывламасăр тенĕ пек хусканмасăр тăр-ха), вĕсем пурте Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕçнишĕн савăнаççĕ, çакăнпа мăнаçланаççĕ.

Маттур ентешсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем, пĕрле вĕреннисем, вĕрентекенĕсем, ял çыннисем пурте мухтанаççĕ. Чутай çĕрĕ çинче çакăн пек патвар каччăсем ỹссе тĕрекленни пире пурне те савăнтарать.

Палăртмалла, Çĕнтерỹ парадне хутшăннă яшсем пурте Раççей Оборона министерствин медалĕсене тивĕçнĕ.

Лилия МАТВЕЕВА, Турхан ялĕ:

- Рязаньте пĕрремĕш курсра вĕренекен ывăлăм Теодор Хĕрлĕ площадьри парада хутшăннине июнĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм ĕçе пăрахса телевизорпа пăхрăмăр. Ялта хĕрỹ вăхăт-çке, утăçи...

Теодор хăш "коробкăра" утнине пĕлеттĕмĕр пулин те, асăрхаса юлма çăмăл мар çав. Кайран хăй сăнỹкерчĕксем ярса пачĕ-ха...

Çăмăл пулман вĕсене парада хатĕрленме, урана тĕрĕс пусма вĕренессиех мĕне тăрать. "пĕтĕмпех йĕркеллĕ, анне, чăтăмлăх пур", - терĕ Теодор хăйсем хатĕрленни пирки каласа панă чух.

Теодор май уйăхĕнче ялта пулчĕ - ыттисемпе танах ăна та эпидеми лару-тăрăвне пула вĕреннĕ çĕртен киле отпуска ячĕç. Июньте вара парада хатĕрленме каялла чĕнсе илчĕç. Халь вăл киле тепре январьте тин килет.

Мускаври парад хыççăнах ывăлăма тата унпа пĕрле вĕренекенсене Рязань хулинчи парада хутшăнма илсе кайнă.

Хальхи вăхăтра вĕсен сесси пырать, экзаменсем тытаççĕ, унтан вара парашютпа сикме пуçлаççĕ.

Юрий СТЕПАНОВ, Мускаври Çар университечĕн курсанчĕ:

- Эпир парада малтан июнь пуçламăшĕнче университетра хатĕрленме пуçларăмăр, тренировкăсем кунне икĕ хут пулчĕç.

Июнĕн 8-мĕшĕнчен Алабинона кайма пуçларăмăр, унта парадăн пур расчечĕсем пĕрле пухăнса тренировкăсем ирттерчĕç.

Хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче плац тăрăх утма çăмăл марччĕ, анчах та эпир чăтăмлăха хăнăхнă ĕнтĕ.

Чи пĕрремĕш хут стройпа Хĕрлĕ площадь тăрăх эпĕ июнĕн 17-мĕшĕнче çĕрлехи репетици вăхăтĕнче утрăм - маншăн ку питĕ пăлхануллă пулчĕ, туйăмсем вĕçрĕç кăна! Тĕрлĕ тренировкăсем ирттернĕ хыççăн пире чи лайăх парад расчечĕ тесе йышăнни те хавхалантарчĕ - хам вĕренекен вузшăн хăпартлантăм.

Паллă ĕнтĕ, Хĕрлĕ площадьри парадра утма тĕрлĕ енĕпе (вĕренỹ, вăй-хал, психологи, стройпа утма пĕлни) чи лайăх кăтартусемпе палăрнисене кăна суйласа илеççĕ. Маншăн стройпа утасси ытлашши йывăрлăх кăларса тăратмарĕ, мĕншĕн тесен кадет класĕнче вĕреннĕ чух пирĕн наставник Эдуард Васильевич Романов тăрăшнипе ку ăсталăха эпир питĕ лайăх туптарăмăр.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1