Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

1945 çулхи çĕнтерỹ парадне хутшăннă

Вăрçă - аркатакан пулăм, анчах та çав хушăрах вăл çынсене пĕрлештерет те - тăван тăрăха хỹтĕлемелли, тăшмана тĕп тумалли туйăм пурне те харăс кар тăма хистет.

75 çул каялла хăрушă вăрçă вĕçленнĕ. 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерỹ парачĕ пулнă. Унта манăн кукаçи те, Григорий Захаров, хутшăннă.

Григорий Захарович Захаров 1923 çулта Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче çуралнă. Вăрçа ăна 1942 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче илсе кайнă. Ятарлă çар хатĕрленĕвĕ хыççăн вăл Калинин фронтĕнчи танксене тĕп тумалли 269-мĕш артиллери полкĕн пĕрремĕш батарейин оруди наводчикĕ пулнă. Григорий Захаров сержант çак полкпа пĕтĕм вăрçă витĕр тухнă.

"Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль

1942 çулхи çулла тата кĕркунне Григорий Захаров Ржев хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрỹ çапăçусене хутшăннă ("Марс" операци"). Тверь тăрăхĕнчи Молодой Туд юханшывĕ патĕнче ноябрĕн 24-мĕшĕнче çапăçу пуçланнă. Дивизи умне задача лартнă - тăшман аллинче пулнă Бортники тата Урдом ялĕсене ирĕке кăлармалла. Ялсем çỹллĕ вырăнта ларнă, вĕсемшĕн пынă штурм 18 сехет хушши тăсăлнă.

Григорий Захаровăн асаилĕвĕнчен: "Пирĕн орудисем тỹрĕ наводкăпа перетчĕç, çавăнпа та взвод нимĕçсен дотне тĕп турĕ. Фашистсемшĕн çак ялсем пĕлтерĕшлĕ пулнă, çавăнпа та вĕсене совет çарĕсем туртса ан илччĕр тесе вĕсем темĕн тума та хатĕр пулнă. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче ирпе ирех пирĕн батальон Урдом патне тылран пырса кĕчĕ. Саперсем минăсем хунă уйсене тасатрĕç. Палăртнă сехетре сигнал паракан ракетăсем янă хыççăн наступлени Урдом патĕнче пуçланчĕ. Унта тĕрлĕ енчен танксем кайма пуçларĕç. Тупса палăртнă дзот-семпе дотсене персе аркатрĕç... Хĕрỹ çапăçу кунĕпех пычĕ. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ирхине кăна пирĕн часть Урдом ялне тăшманран тасатрĕ. Чи пысăк йывăрлăх вара ялта çынсем пулни, фашистсем вĕсене килĕсенчен тухма ирĕк паманни пулчĕ. Каялла чакнă чух тăшман тăтăшах ялсене, çулсене, кĕперсене аркататчĕ, çунтарса яратчĕ..."

Çак çапăçу вăхăтĕнче хăюлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн, хăйĕн орудийĕнчен персе тăшманăн дзотне, танксене хирĕç пемелли орудине аркатнăшăн тата 30 яхăн нимĕçе вĕлернĕшĕн, икĕ блиндажа тĕп тунăшăн Григорий Захарович "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ. Хăй çапăçнă полк пирки Григорий Захаров çапла аса илнĕ: "Полк çапăçусенчен тухманпа пĕрех. Ăна тăтăшах пĕр фронтран теприне куçаратчĕç. Нимĕç танкĕсемпе çа- пăçса тăтăшах çынсем вилетчĕç, техника пĕтетчĕ. Çулталăк ытларах хушăра полка çичĕ хутчен çĕнĕрен йĕркелерĕç. Тепĕр чухне салтаксен 80 проценчĕ таран тĕп тунă çапăçусем те пулатчĕç..."

Отечественнăй вăрçă орденĕ

Белгородпа Харьков патĕнчи операци вăхăтĕнче хăюлăхпа палăрнăшăн Григорий Захаров Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ. Ку Курск патĕнчи çапăçăвăн юлашки операцийĕ иртнĕ, вăл 1943 çулхи август уйăхĕнче пулнă.

Награда хутĕнче çапла çырнă: "Григорий Захарович Захаров сержант - пĕрремĕш батарейăн наводчикĕ - нимĕç фашисчĕсемпе пынă çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартрĕ, тăшмана аркатма пĕлнипе палăрчĕ. Августăн 17-21-мĕшĕсенче пынă наступлени вăхăтĕнче тăшманăн икĕ пулемет точкине, сăнав пунктне тата боеприпаслă икĕ автомашинăна тĕп турĕ. Августăн 28-мĕшĕнче Мартыновка ялĕ патĕнче контратака вăхăтĕнче 100 метртан нимĕçсен "Тигр" танкне, хĕрĕхе яхăн салтакпа офицерĕсене тĕп турĕ".

Киев патĕнчи çапăçусем

1943 çулхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче çапăçусем Днепршăн пынă. Ку вăхăт тĕлнелле нимĕçсем совет çарĕсем тапăнса пынине тытса чарайми пулни уççăнах палăрма пуçланă. Украинăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче Григорий Захаров тăнă полк чылай çухату тỹснĕ. Анчах та, темĕнле йывăр та хăрушă пулсан та, пĕр салтакĕ те каялла кайман тата орудине пăрахса хăварман.

Киев патĕнчи Малина сали патĕнче нимĕçсен "Тигрĕсене" хирĕç хаяр çапăçусем пынă. 269-мĕш полкăн артиллерисчĕсем 20 танк, çав шутра 8 "Тигр", аркатнă. Нимĕçсем чакса пынă пулин те, полк хăй те 12 оруди çухатнă, 62 çын вилнĕ тата аманнă. Çак çапăçушăн полка Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Мухтав орденĕ

1943 çул вĕçĕнче тата 1944 çул пуçламăшĕнче полк Украинăра пынă çапăçусене хутшăннă. Январь уйăхĕнче полк ытти армисемпе пĕрле Бердичев хулине тата ытти ялсемпе хуласене ирĕке кăларнă. Март-апрель уйăхĕсенче Винница хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, çавăнтанпа полк "Винницкий" ята тивĕçнĕ.

Малалла вара Европа пулнă.

Григорий Захаров Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тылява ялĕ çывăхĕнчи çапăçусенче орудипе пĕлсе усă курнăшăн тата хăюлăхпа палăрнăшăн Григорий Захаров правительство наградине - виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне - тивĕçнĕ.

Награда хутĕнчен: "1944 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 20-мĕшĕччен Григорий Захаров сержант тăшманăн икĕ пулеметне, çирĕме яхăн гитлеровеца, унтан тỹрĕ наводкăпа икĕ орудине, виçĕ пулеметне тата гитлеровецсен взводне тĕп турĕ. Палăртмалла, Захаров сержантăн орудийĕ тăшман тăтăшах минометсемпе хăйĕн артиллерийĕнчен персе тăнă хушăра çулăм сирпĕтрĕ".

1945 çулта Чехословакире пынă çапăçусенче Григорий Захаров тата унăн юлташĕсем блиндажра пулнă вăхăтра питĕ вăйлă артобстрел айне лекеççĕ. Григорий Захаровичăн контузи пулать, вăл темиçе уйăх хушши госпитальте выртать. Çĕнтерỹ кунне те вăл Чехословаки çĕрĕ çинче кĕтсе илет. Анчах та вăрçă вĕçленни унăн салтак пурнăçĕ пĕтнине пĕлтермен. Тăван тăрăха Григорий Захаров 1948 çулта çеç таврăннă.

1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Григорий Захарович Захаров Пĕрремĕш Украина фрончĕн йышĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Çак парада хутшăннисене "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медале чи малтан панă.

Мирлĕ вăхăтра Григорий Захаров колхозра ĕçленĕ. Вăл пурнăçран 1965 çулта уйрăлнă.

Марина МАКСИМОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1