Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Михеевсен вăрçăра пулнă ултă ывăлĕ

Вăрçă çулĕсенче пĕр килтен харăс темиçе ывăл фронта тухса кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ишеккассинчи Наталия Ивановнăпа Андрей Иванович Михеевсен 11 ача - тăхăр ывăлпа икĕ хĕр - пулнă. Вĕсенчен ултă ывăлĕ вăрçа кайнă, виççĕшĕ каялла таврăнайман.

Андрей Иванович Михеев 1879 çулта çуралнă, яппун самурайĕсемпе вăрçнă, империализм тата граждан вăрçисене хутшăннă. 1942 çулта вилнĕ. Наталия Ивановна 1889 çулта çуралнă, колхозра ĕçленĕ. Ăна "Амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă. Наталья Михеева 1973 çулта вилнĕ.

Михеевсен тăваттăмĕш тата улттăмĕш ывăлĕсем Петр ятлă пулнă.

Петр ятлă ывăлĕ (асли) 1913 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Ишеккассинчи пуçламăш тата Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче вĕреннĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен Етĕрнери педагогика училищинче вĕренме пуçланă, икĕ çултан пĕтĕм программăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.

Педучилище хыççăн Петр Михеев (асли) Чулхулари педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Унтан 1936 çулта историпе географи преподавателĕн специальноçне алла илсе тухнă хыççăн Петр Андреевича Улатăр хулине рабфак директорне ĕçлеме янă.

1939 çулта Петр Михеева Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Мускаври артиллери полкĕнче çамрăк боецсен курсне пĕтернĕ хыççăн вăл çарпа политика академине вĕренме кĕрет. Экстерн мелĕпе вĕренсе тухнă хыççăн ăна Алма-Ата хулинчи пулемет училищине çар ĕçне вĕрентме яраççĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Петр Михеева полк комиссарне лартаççĕ. Ку полк Мускава хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă.

Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ентеш тĕрлĕ должноçре тимленĕ, çарпа политика ĕçне пурнăçланă. Çапăçусем вăхăтĕнче вăл аманнă, икĕ хутчен контузи пулнă.

Çĕнтерĕве Петр Михеев Пиллау хулинче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă хыççăн В.И.Ленин ячĕпе хисепленекен çарпа политика академийĕнче тата М.Фрунзе ячĕпе хисепленекен Çар академийĕнче преподавательте ĕçленĕ. Полков-ник званине тивĕçнĕ, истори наукисен кандидачĕ пулнă.

Петр Андреевич Михеева Ленин орденĕпе, икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "Хăюлăхшăн" медальсемпе наградăланă.

Петр Михеев (асли) 1995 çулта Мускавра вилнĕ.

Петр Андреевич Михеев (кĕçĕнни) 1926 çулта çуралнă. 1943 çулта ăна, 17 çулхискерне, шкултанах Хĕрлĕ Çара илсе кайнă. Вăрнарти саппас полкра çамрăк боецсен пĕр уйăхлăх курсĕсенче пулнă хыççăн ăна Мускав облаçĕнчи çар чаçне янă.

Вăрçăра Петр Михеев (кĕçĕнни) Хĕвелтухăç Украинăра çапăçнă, Польша, Германи территорийĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Берлинти çапăçусенче те, Эльба юханшывĕ çинче Америка çарĕсемпе тĕл пулнă çĕрте те пулнă.

Петр Михеева Отечественнăй вăрçă орденĕпе, "Германие çĕнтернĕшĕн", "Берлина илнĕшĕн" медальсемпе наградăланă. 1950 çулта çартан таврăнсан Петр Андреевич (кĕçĕнни) пиччĕшĕ патне Мускава кайнă, техникума вĕренме кĕнĕ. Унтан ăна Хусанти завода ĕçлеме янă. Заводра вăл 1960 çулччен ĕçленĕ, кайран Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен завода куçнă. Кунта вăл 34 çул хушши ĕçленĕ, 1994 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

Петр Андреевич Михеев кĕçĕнни 2015 çулта вилнĕ.

Михеевсен аслă ывăлĕ, 1907 çулта çуралнă Андриан, вăрçăчченех вилнĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ, 1909 çулта çуралнă Семен, 1942 çулта вăрçа кайнă та çав çулах вилнĕ.

1918 çулта çуралнă виççĕмĕш ывăлне Никонора Хĕрлĕ Çара 1941 çулта илеççĕ. Вăл Харьков патĕнче çапăçнă, тыткăна лекнĕ. Вăрçă хыççăн ăна реабилитациленĕ. Никонор Михеев Карагандара шахтăра ĕçленĕ. Унтан вăл çемйипе Тула облаçне пурăнма куçнă, унта та 1990 çулччен шахтăра ĕçленĕ, çавăнтах вилнĕ.

1920 çулта кун çути курнă Николай Михеева Хĕрлĕ Çара 1939 çулта илнĕ. Ăна Харьковри çарпа авиаци училищине вĕренме янă. Вăрçă пуçланиччен Николай Андреевич училищĕрен кĕçĕн лейтенант званийĕпе летчик-истребитель специальноçне вĕренсе тухать. Вăрçă пуçлансанах Львов хулине, унтан Мускава хỹтĕленĕ çĕре хутшăнать. Мускав патĕнчи хаяр çапăçусенче аманать. Сывалнă хыççăн Николай Михеева Хусанти авиаци заводне летчик-испытательте ĕçлеме яраççĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнче Хусанти заводран çĕнĕ самолетсене Мускав патне илсе кайнă чух унăн нимĕçсемпе çапăçма тивет. Нико-лай Михеев тан мар çапăçура вилет.

1922 çулта çуралнă Антон Михеева çара 1942 çулта илеççĕ, Краснодарти çарпа артиллери училищине вĕренме яраççĕ. 1942 çулта Антон Михеев курсанта Сталинграда хỹтĕленĕ çĕре куçараççĕ, унта вăл тăшманпа çапăçса вилет.

Антон Андреевич Михеев ятне Волгоградри Мамаев курганĕнчи мемориал музейĕнче курма пулать.

Геннадий ВИКТОРОВĂН "Сыны Отечества" кĕнекинчен. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1