Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Район чапне çĕклеме халь тата хастар пулар-и?

Ыр сунать пире Сăр шывĕ.

Чутай, ỹс те маттурлан.

Чаплăлан, Чăваш çĕршывĕ,

Кунран-кун эс çунатлан.

Харсăр халăх тенĕ мар-и

Авалтан чутайсене?

Халь тата хастар пулар-и,

Çĕклеме район чапне?

Район гимнĕн çак сăмахĕсене илтмен çын çуках пуль. Пирĕн ентеш Петĕр Ялкир поэт çырнă йĕркесем кăçал пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ янăраççĕ - республикăн 100 çулхи юбилейĕпе пĕр килекен Республика кунне шăпах пирĕн районта ирттерме палăртнă-çке. Çак пулăм пире район чапне çĕклеме тата хастартарах пулма хистет...

Районта Республика кунне хатĕрленес ĕçсем тахçанах пуçланнă: уяв мероприятийĕсем ирттермелли площадкăсене палăртнă, вĕсем пурте Хĕрлĕ Чутай салин центрĕнче пулĕç. Нумаях пулмасть районти культура ĕçченĕсем уяв шайĕнчи концерт программи мĕнле пулассине тата ытти самантсене палăртнă.

Паллах, салана тирпей-илем кĕртес, çĕнетес, çулсем, Ишеккасси çывăхĕнче ипподром тăвас ĕçсене ытларах çуркунне тата çулла пурнăçлама тивет. Хальлĕхе вара баннерсем тата сувенир продукцийĕ туса хатĕрленĕ. Кашни ял тăрăхĕн чиккине палăртакан баннерсене вырнаçтарма пуçланă та ĕнтĕ, калăпăр, Атнар ял тăрăхне пырса кĕнĕ тата кунтан тухса кайнă чух ятарласа тунă хитре баннерсене курма пулать.

Обществăлла транспорт чарăнăвĕсене хăтлăх кỹнипе пĕрлех кунта та хăйне евĕр баннерсем вырнаçтарма палăртаççĕ, вĕсем республикăн 100 çулхи юбилейне тата Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине сăнлĕç.

Пĕлтерĕшлĕ уява хатĕрленсе район центрне Шупашкар енчен пырса кĕнĕ çĕрте нумаях пулмасть çĕнĕ стела (сăнỹкерчĕкре) туса лартнине чылайăшĕ курнă ĕнтĕ. Вунă ял тăрăхĕн гербĕсене сăнлакан стела районăн хăйне евĕр "паллашу карточки" пулса тăчĕ теме те юрать - вăл халĕ хăнасене саламлакан паллă темелле.

Сăмах май, кашни ял тăрăхĕн гербне Геральдика канашĕ çирĕплетнĕ, вĕсене ял тăрăхĕсен культурине тата историне тĕпе хурса сăнланă. Символсен авторĕ - Вадим Шипунов художник-геральдист.

Çакна та аса илтерес килет, Чăваш автономине 100 çул çитнине халалласа республикăра муниципаллă пĕрлешỹсен марафонĕ иртет. Вăл "100 çуллăх марафонĕ" ятпа январĕн 24-мĕшĕнче Улатăр районĕнче пуçланнă, июнĕн 24-мĕшĕнче пирĕн районта вĕçленĕ. Марафон шайĕнче кашни районтах тĕрлĕ куравсем ĕçлĕç, концертсем пулĕç, Чăвашкино фондĕнчи фильмсене кăтартĕç.

Унсăр пуçне районти ача сачĕсенче, шкулсенче, культура учрежденийĕсенче çулталăкĕпех республика юбилейне халалланă мероприятисем иртĕç.

Чăваш автономине 100 çул çитнине халалланă çулталăка уçакан анлă мероприяти мартăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти "Чебоксары-Арена" пăр керменĕнче пулать. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăнĕ. Кун пирки тĕплĕнрех проектăн çитес кăларăмĕсенче каласа кăтартăпăр.

Алина Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5