Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăваш автономине йĕркелени

2020 çул пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă çул - кăçал эпир Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Мĕнлерех пулса иртнĕ-ха çак историллĕ пулăм?

1920 çулта Чăваш автономине йĕркелени тата унăн ертсе пыракан органĕсене палăртни - Уралпа Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен наци шухăшĕ, обществăлла политика активлăхĕ ỹснин кăтартăвĕ. Вăл вăхăтра чăвашсен халăх хаçачĕ "Хыпар" тухса тăнă ĕнтĕ, 1917 çулта Чăваш наци обществине йĕркеленĕ.

Иртнĕ ĕмĕрти Октябрьти революци, Гражданла вăрçă хыççăн чăвашсен уйрăм административлă территорине туса хурас шухăш анлăрах та анлăрах сарăлма пуçланă.

Чи малтанах 1920 çул пуçламăшĕнче Д.С.Эльмен тăратнипе Чăвашсен Ĕç коммунине туса хурасси пирки калакан проект пулнă. Унтан Чăваш Республикине туса хурассине те сỹтсе явнă. Анчах та "республика" тени РСФСР йышĕнчен тухмаллине пĕлтересрен хăраса Чăвашсен Ĕç коммунинех тума йышăннă. 1920 çулхи февралĕн 4-9-мĕшĕсенче коммуна тумалли проекта чăваш коммунисчĕсен съездĕнче пăхса тухнă. Çав çулхи çуркунне вара проекта пурнăçа кĕртес ĕçсем пуçланнă.

1920 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕ "Чăваш республики çинчен" ыйтăва тишкернĕ хыççăн Çĕрпỹ, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсенчен чăвашсене пĕрлештерекен пĕр административлă территори туса хума йышăннă. Чăваш автономине йĕркелес ĕçе Шалти ĕçсен наркоматне хушнă.

1920 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕ чăваш халăхĕн автономийĕн формине палăртнă - "Чăваш облаçĕ". Июнĕн 24-мĕшĕнче вара чăваш коммунисчĕсем çине тăрса пысăк калăпăшлă ĕçсем тунă хыççăн "Чăваш облаçĕн автономийĕ çинчен" декрета йышăннă, ăна Совнарком Председателĕ Владимир Ильич Ленин, ВЦИК Председателĕ М.И.Калинин тата секретарĕ А.С.Енукидзе алă пусса çирĕплетнĕ.

Тин кăна туса хунă Чăваш облаçĕн центрĕ пулма Шупашкар хулине суйланă. Область йышне Хусан кĕпĕрнин Шупашкар, Çĕрпỹ, Етĕрне уесĕсем туллин, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Буинск вулăсĕн тата Кăрмăш уесĕн, Хусан кĕпĕрнин Козьмодемьянск уесĕн хăш-пĕр пайĕсем кĕнĕ.

Автономи облаçне туса хуни чăвашсене хăйсен нацине аталантарма, унпа пĕрлех федеративлă патшалăхран тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме май панă.

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕ май ытларах наци ыйтăвне тĕпе хунă, экономика тата культурăпа политика ыйтăвĕсене тишкерсех кайман. Çак тата ытти пулăмсене кура 1922 çулта Чăваш автономи облаçне сарасси тата республика туса хурасси пирки ыйту тăратма тивнĕ. Çавăнпа та 1925 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче ВЦИК йышăнăвĕпе Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет республики туса хунă, унăн чиккисене малтанхисенех хăварнă. Анчах та çав çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчех республикăн чиккисене сарма йышăнни пирки йышăну тухнă. Унпа килĕшỹллĕн республика йышне Улатăр хули тата Чĕмпĕр кĕпĕрнин Улатăр уесĕн виçĕ вулăсĕ - Улатăр, Пăрачкав тата Кувакино - кĕнĕ (кунта вырăс тата мордва халăхĕ кăна пурăннă пулин те).

Çĕнĕ республикăн лаптăкĕ 18,3 пин тăваткал метрпа танлашнă (1920 çулта 11,6 пин тăваткал метр пулнă). 1926 çулхи çырав кăтартăвĕпе халăх йышĕ 890 пин ытла çынпа танлашнă: 74,6 проценчĕ - чăвашсем, 20 проценчĕ - вырăссем, 2,5 проценчĕ - тутарсем, 2,7 проценчĕ - мордва. Республика йĕркелени чăвашсене хăйсен Конституцине туса хума, вырăнти ыйтусене хăйсем тĕллĕн татса пама май панă. Унпа пĕрлех этносăн хăйнеевĕрлĕхне те упраса хăварма май пулнă.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1