Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тăван республикăшăн савăнса...

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тума пуçланине халалланă мăнаçлă уявăн тĕп теми "Тăван Çĕршыв" ятлă пулчĕ. Эпир пурте Тăван çĕршывра - Чăваш Республикинче - пурăнатпăр. Чăваш Енри районсемпе хуласен парачĕ кунта тĕрлĕ наци, тĕрлĕ професси çыннисем килĕштерсе ĕçлесе пурăннине сăнласа пачĕ.

Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем Пăр керменĕнчи арена тавра утса çаврăнчĕç, вĕсен умĕнче волонтерсем район е хула ялавне çĕклесе пычĕç, уяв ертỹçисем вара вĕсен районĕ е хули республика аталанăвне мĕнле тỹпе хывнине, унăн паллă çыннисем пирки пĕлтерчĕç. Хĕрлĕ Чутай районĕ пирки сăмах пынă чух Совет Союзĕн Геройĕсене Иван Васильевич Индряковпа Алексей Романович Логинова тата пĕрремĕш ракетчиксене асăнчĕç, унсăр пуçне Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ Альбина Борисовна Новикова ертсе пыракан "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕ тата Чăваш Республикин халăх художникĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Анатолий Васильевич Данилов пирки каларĕç.

Парада пирĕн районтан ялхуçалăх, вĕрентỹ, культура тытăмĕн, ытти професси ĕçченĕсем тата ветеранĕсем хутшăнчĕç: Петр Васильевич Ивантаев, Александр Петрович Самылкин, Станислав Алексеевич Кондратьев, Анатолий Васильевич Данилов, Игорь Юрьевич Почейкин, Земфира Кузьминична Яковлева, Юрий Витальевич Дадюков, Владимир Викторович Храмов, Валериан Федотович Бромбин, Алексей Иванович Воронов, Николай Дорианович Воронов, Александр Николаевич Самсонов, Любовь Геннадьевна Кузнецова, Татьяна Ивановна Улянды, Валентина Матвеевна Коракова. Унсăр пуçне Чутай тумне тăхăннă Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи пикесем делегацие илем кỹчĕç.

Темшĕн-çке парада хутшăннă район делегацийĕнче педагогсемпе спортсменсем курăнмарĕç - пирĕн районта хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ учительсемпе паллă спортсменсем çук мар-çке...

Чăваш Ене сума сăвакан, хисеплекен пысăк та илемлĕ уява хутшăннă Олег Алексеевич Николаев вара çакăн пек каларĕ:

"Пĕрле, вăйсене пĕрлештерсе, эпир темĕнле йывăрлăха та парăнтарăпăр. Пĕрле эпир ума лартнă пур тĕллеве те пурнăçлăпăр.

Паян эпĕ сирĕнпе пĕрле тăван республика мăнаçлăхĕшĕн савăнса, унăн историйĕпе тата культурипе, çитĕнĕвĕсемпе тата ăнăçăвĕсемпе мухтанса Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонне уçнине пĕлтеретĕп!"

Мĕнех, республика шайĕнче иртнĕ калăпăшлă та пысăк шайри уяв хыççăн эстафета пирĕн района куçрĕ темелле. Июнĕн 24-мĕшĕнче пирĕн районта Республика кунĕ иртет. Ăна çỹллĕ шайра ирттерессе, район чысне çĕклекен уява аякран килсе çитнĕ хăнасемпе пĕрлех Чутай тăрăхĕн ят-сумне кулленхи ĕçĕпе çĕклекен кашни çын хутшăнасса шанас килет. 

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31