Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çынсем, çулсем, пулăмсем...

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чăваш наци библиотеки "Чувашская Республика: летопись столетия" ятлă виртуаллă проект хатĕрленĕ. Çак сайт Чăваш Республики мĕнле йĕркеленсе кайнин тата аталаннин кĕске историйĕпе паллаштарать.

Пĕтĕм материала çакăн пек пайсене вырнаçтарнă: "Юбилей мероприятийĕсем", "Мăнаçлă 100 çул", "Чăваш Енĕн мухтавлă 100 çынни", "Чăваш Ен çинчен - 100 кĕнеке", "Тĕлĕнмелле вырăнсем", "Вуламалли 100 кĕнеке", "Чăваш Ен çинчен каланисем", "Чăваш Енри пулăмсен календарĕ". Кашни пайра документсемпе паллашма пулать, çавăн пекех библиографи тата шанчăклă, официаллă интернет-ресурссен ссылкисем пур.

Виртуаллă курав "Юбилей мероприятийĕсем" ("Юбилейные мероприятия") пайпа уçăлать. Унта кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине хатĕрленесси, уявласси пирки калакан Раççей Президенчĕн, Раççей Правительствин Председателĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕсене, хушăвĕсене вырнаçтарнă. Çавăн пекех кунта автономи юбилейĕ пирки калакан литературăпа паллашма пулать.

Чăваш Ен мĕнле аталанса пынипе паллаштаракан историпе "Мăнаçлă 100 çул" ("100 великих лет") пайра паллашма пулать. Кунта республика историне вунăçуллăхсемпе кăтартса панă.

 "100 ят" ("100 имен") пайра - республика, çĕршыв, тĕнче историне кĕрсе юлнă ентешĕмĕрсен ячĕсем. Вĕсем - хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, ĕçри кăтартăвĕсемпе республика ятне чапа кăларнă наука ĕçченĕсем, сăмах тата сцена ăстисем, спортсменсем, космоса парăнтаракансем, ĕç геройĕсем.

Истори тата этнографи, чĕлхе тата литература, наци тата патшалăх строительстви, археологи тата искусство, тĕн, вĕрентỹ пирки калакан документсемпе тата тĕпчевсемпе "Чăваш Ен çинчен - 100 кĕнеке" ("100 книг о Чувашии") пайра паллашма пулать.

Пĕтĕмĕшле сасăлав ирттернĕ хыççăн суйласа илнĕ чăваш çыравçисен кĕнекисемпе "Вуламалли 100 кĕнеке" (100 книг для прочтения") пайра паллашма пулать. Çак кĕнекесене "цифрăланă" - вĕсене электронлă майпа вулама май пур. Кунта 18-мĕш ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕччен çырнă кĕнекесем - романсем, драма произведенийĕсем, кĕске калавсен пуххисем, поэзи, мемуарсем, халăх юмахĕсем, ача-пăча литератури тата ытти те пур. Çавăн пекех - чăваш чĕлхинчен вырăсла куçарнă паллă произведенисем те. Куçма Турханăн, Илпек Микулайĕн, Хветĕр Уярăн, Çемен Элкерĕн историллĕ романĕсем те пур кунта, хăшĕсем - аудиокĕнеке евĕр.

Пирĕн республикăра илемлĕ те паллă вырăнсем чылай. Вĕсемпе паллашма пулăшакан пай - "Тĕлĕнмелле вырăнсем" ("Удивительные места Чувашии"). Кунта çутçанталăкри паллă вырăнсем, археологи палăкĕсем, алăпа тунă объектсем пур - тăван республикăна юратакансен вĕсем пирки пĕлмеллех, вĕсене çитсе курмаллах.

"Чувашская Республика: летопись столетия" виртуаллă проект - нумая пыракан проект, ăна çĕнĕ документсемпе материалсем хушса пуянлатсах пырĕç. Проект авторĕсем сайт Чăваш Енĕн историйĕпе тата хальхи вăхăтри аталанăвĕпе паллаштаракан нумай енлĕ çăлкуç пуласса шанаççĕ.

Майăн 14-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 24-мĕшĕччен библиотекăн социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче Чăваш Ен историйĕ, литератури, искусстви, промышленноçĕ тата ытти пирки калакан интереслĕ фактсене пичетлĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1