Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чутай тăрăхĕн аталанăвĕнче вĕсен тỹпи те пур

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн 2020 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи, апрелĕн 24-мĕшĕнчи тата майăн 12-мĕшĕнчи хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнче ытти тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Петр Васильевич Ивантаев, Юрий Осипович Яндайкин, Александр Петрович Самылкин тата Ираида Ивановна Стекольщикова "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медальне тивĕçнĕ.

Петр Васильевич Ивантаев 1941 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Сорăмра çуралнă. Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн 1964 çулта "Октябрь" колхозра агрономра ĕçлеме пуçланă. 1964-1966 çулсенче салтакра пулнă. 1966-1973 çулсенче районти ялхуçалăх производство управленийĕн агрономĕ пулнă, 1973-1977 çулсенче - ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ - районти ĕç тăвакан комитетăн председатель çумĕ, 1977-1984 çулсенче - КПСС Чăваш обкомĕн ялхуçалăх пайĕн инструкторĕ, "Чувашхмельпром" начальникĕ, Хĕрлĕ Чутайри КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. 1984-1994 çулсенче агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен профкомĕн обком председателĕ пулнă, 1994-1998 çулсенче - Чăваш Республикин профсоюз комитечĕн председателĕ. 1998-2000 çулсенче - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. 2000 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа 2002 çулхи январь уйăхĕччен - Чăваш Республикин ялхуçалăх тата продовольстви министрĕ - ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, 2002 çулхи октябрь уйăхĕччен - Чăваш Республикин Президенчĕн канашçи, октябрь уйăхĕнчен тытăнса - "Шупашкарти аш-какай комбиначĕ" УАО генеральнăй директорĕ, 2004 çулхи июль уйăхĕнчен - "Агрика" агрохолдингăн генеральнăй директорĕ. Унтан республика Президенчĕн канашçинче тăрăшнă.

"Хисеп палли" тата "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденсемпе, виçĕ медальпе наградăланă, чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, республикăри агропромышленость комплексĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ, республика Пуçлăхĕ çумĕнчи старейшинăсен Канашĕн председатель çумĕ, ЧР Ялхуçалăх министерствин коллеги членĕ.

Юрий Осипович Яндайкин 1951 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Ачкассинче çуралнă. 1977-1999 çулсенче районти тĕрлĕ организацисенче ĕçленĕ. 1999-2007 çулсенче "Путь Ильича" колхоз председателĕ пулнă. 2007 çултанпа - "Четайское" ТЯО генеральнăй директорĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, тĕрлĕ Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ.

Александр Петрович Самылкин 1951 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче Иккĕмĕш Липовкăра çуралнă. 1968-1970 çулсенче Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ, унтан салтакра пулнă. 1972- 1985 çулсенче Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхозра автомобиль водителĕнче, автомеханикра, правлени председателĕн çумĕнче, колхоз парткомĕн секретарĕнче, колхоз правленийĕн председателĕнче ĕçленĕ. 1986-1992 çулсенче районти ĕç тăвакан комитетăн председателĕ, халăх депутачĕсен Канашĕн председателĕ, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Темиçе хутчен те район депутачĕ, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. 2002-2006 çулсенче - ЧР Патшалăх Канашĕн аграри политикипе тата экологи енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ.

2007-2010 çулсенче - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.

1975 çулта Мускаври Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттермелли чыса тивĕçнĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. 2018 çулччен "Чавал" ентешлĕхе ертсе пынă.

"Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Ираида Ивановна Стекольщикова 1945 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнче çуралнă. 1967-1976 çулĕсенче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта математика учителĕнче тата директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. 1976-1986 çулсенче - Хĕрлĕ Чутайри КПСС райкомĕн секретарĕ, иккĕмĕш секретарĕ, пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Унтан Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Президиумĕнче, Чăваш Республикин Аслă Канашĕнче, Патшалăх Канашĕнче тăрăшнă.

"Ĕç ветеранĕ" медальпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1