ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хуть те мĕнле музей та - аваллăх управçи. Кунта ял, район, республика, çĕршыв историйĕ упранать. Музейсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнăранах пулĕ майăн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне паллă тăватпăр.
Халăхпа ĕçлесе уçрăмăр
Енкĕлт ялĕнчи халăх музейĕ 2009 çулхи майăн 9-мĕшĕнче уçăлчĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ куна кĕтсе илессишĕн пуçаруллă ял çыннисен чылай вăй хума тиврĕ.
Эпир хамăр ялта музей уçасси пирки малтанах калаçнăччĕ. Анчах та 1969 çулта тунă клуб çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле пулнăран хамăр шухăша тỹрех пурнăçа кĕртеймерĕмĕр. Халăхпа пухăнса клубра юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Чылайăшĕ хăйĕн ирĕкĕпе, тỹлевсĕр ĕçлерĕ. Пире пулăшакансем пулчĕç: вăл вăхăтра Хĕрлĕ Чутай ял Канашĕн ертỹçи пулнă В.К.Романов, Н.В.Малов депутат...
Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн икĕ-виçĕ кун хушшинче историллĕ документсем, сăнỹкерчĕксем, экспонатсем пухрăмăр, стендсем хатĕрлерĕмĕр те музей пỹлĕмĕсенче вырнаçтартăмăр.
Экспонатсем тупса парас ĕçе ял çыннисем активлă хутшăнчĕç. Музей уçассине тỹпе хывнă ял çыннисене ятран асăнса хăварас килет: Ф.Белов, С.Баринов, Н.Калейкин, Г.Белова, Г.Терентьева.
Хальхи вăхăтра музейра тĕрлĕ саманана сăнлакан экспонатсем, стендсем, сăнỹкерчĕксем пур. Кунта чăваш (Чутай) тумне тăхăннă "арçынпа хĕрарăмсене" те, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсене те курма пулать.
Енкĕлт ялĕн музейĕнче 170 экспонат, 200 сăнỹкерчĕк, архив материалĕсем.
Анчах та музей тем тесен те питĕ кивĕ çуртра вырнаçнăран пирĕн ăна урăх çĕре куçарас килет. Çак тĕллевпе эпир музей валли ялти лавкка пулнă кирпĕч çурта пама ыйтрăмăр. Райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов пирĕн ыйтăва татса пачĕ, тавах ăна. Халĕ эпир çулла лавкка çуртне тĕпрен юсаса музейри экспонатсене унта куçарасшăн. Унта музей та, клуб та пулĕ.
Ял шăпи çăмăл пулман
Енкĕлт ялĕ хăçан пуçланса кайнине, ун пирки пĕрремĕш хут хăçан асăннине тупса палăртас тесе те эпир чылай ĕç туса ирттертĕмĕр, Мускаври, Ленинградри, Шупашкарти патшалăх архивĕсенчен тĕрлĕ документсем ыйтса илтĕмĕр. Çапла майпа 1543 çулта "Енгильды" тесе çырни пулнине пĕлтĕмĕр. Летопиçре Енгильды ялĕ Катник çырми пуçĕнче вырнаçнă тесе çырнă иккен.
Кăçал пирĕн ял 477 çул тултарать, эпир ял уявне кашни çулах август уйăхĕнче туса ирттерме тăрăшатпăр.
Енкĕлтсем патша вăхăтĕнчи, Совет саманинчи пур пулăмсене те хутшăннă. Пугачев пăлхавĕ вăхăтĕнче Чутайпа Енкĕлт çĕрĕсем тăрăх халăх çарĕ Улатăр еннелле кайнă.
1897 çулта Раççейре ирттернĕ çыравпа килĕшỹллĕн, Енкĕлтре 89 хуçалăхра 551 çын пурăннă: арçынсем - 268, хĕрарăмсем - 283; çил арманĕ - 8, тырă хумалли халăх ампарĕ - 1, кĕрпе арманĕ - 1. Ял çыннисем тыр-пул туса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă. 1917 çул тĕлне хуçалăхсен шучĕ 112 çитнĕ, пурăнакансем 623 çын пулнă: арçынсем - 297, хĕрарăмсем - 326; лашасем - 109 пуç.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçине ялтан çичĕ арçын хутшăннă, Федорпа Егор Беловсем Германири тата Румынири хаяр çапăçусенче вилнĕ.
1928 çулта 4 класлă шкул хута янă. 1931 çулта "Красный Маяк" колхоз йĕркеленĕ, пĕрремĕш председатель М.М.Иванов пулнă. Ялти пĕрремĕш комсомол секретарĕ С.А.Калистратов пулнă, парти секретарĕ - А.Ф.Ишмендеров.
Аслă Отечественнăй вăрçа Енкĕлтрен 137 çын тухса кайнă, вĕсенчен 57-шĕ каялла таврăнайман.
Пирĕн ялтан фашистсене хирĕç ултă офицер çапăçнă, ыттисем сержантсемпе салтаксем пулнă.
1969 çулта Енкĕлтре фронтра вилнĕ ентешсене асăнса, хисеплесе палăк уçрĕç. Ун хыççăн 1998 çулта паркра хамăр эскизпа çĕнĕ палăк уçрăмăр.
Афган вăрçине хутшăннисем те пур ялта. Шел те, сурансене пула Анатолий Федорович Беловпа Валентин Валентинович Майоров пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Сăмах май, ялти музейра вĕсем пирки те пĕлме пулать. Паллах, енкĕлтсем Чечен вăрçинчен те юлайман.
Хальхи вăхăтра Енкĕлт ялĕ ытларах район центрĕ çумнелле сарăла пуçларĕ, кунта çĕнĕ капмар çуртсем çĕкленеççĕ. 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Енкĕлтре 214 çын пурăннине шута илнĕ. Ял çыннисем тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ, мăн аслашшĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса район аталанăвне тỹпе хывма тăрăшаççĕ.
Ф.БЕЛОВ, музей директорĕ,
С.БАРИНОВ, Енкĕлт ялĕн старости.
Ноябрь 2024 |