Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Фонтан патĕнче тĕл пулатпăр...

002Районта пурăнакансем хушшинче Хĕрлĕ Чутай салине килсен: "Фонтан патĕнче тĕл пулатпăр", - тесе каламан çын пур-ши? Районти Культура çурчĕ умĕнчи вырăна халăх чăннипех те кăмăллать. Анчах та юлашки вăхăтра кунта сарнă асфальчĕ те, фонтанĕ те кивелсе çитни палăрмаллах сисĕнме пуçларĕ. Çавăнпа та Çĕнтер лапамне çĕнетме йышăнни пурин кăмăлне те кайрĕ.

Пăх та кур ĕнтĕ паян, мĕн тери улшăнса илемленчĕ, çĕнелчĕ Культура çурчĕ умĕнчи лапам? Брусчатка сарнă, чечексемпе тата ятарласа куçарса лартнă йывăçсемпе илемленнĕ лаптăкра халĕ ларса канмалли саксем те йышлă, утса уçăлса çỹремелли вырăнĕ те чылай.

Анчах та кунта халĕ чи илĕртỹлли, куçа савăнтараканни, чуна хаваслантараканни - çĕнĕ фонтан! Шыв чашăкĕнчен тухакан çап-çутă пысăк ункăран хĕвел çинче сывлăм пек çуталса çỹлтен аялалла шыв çипписем йăлтăртатаççĕ... Ункă варринчи турат çинче вара мăшăр кайăк киленсе ларать...

Шăпах республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев района уява килсен пĕрремĕш хут ĕçлесе кайрĕ фонтан. Унăн илемĕ район çыннисене кăна мар, сумлă хăнасене те илĕртрĕ. Фонтан йĕри-тавра вырнаçнă хальхи йышши çивиттиллĕ чуччусемпе хыçлă саксем те пирĕн районшăн çĕнĕлĕх тата тỹрех çынсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕç.

Палăртмалла, фонтанран инçех мар, Культура çурчĕ умнелле, тĕп тĕсрен уйрăлса тăракан брусчатка хурса "Вместе Пĕрле 100 çул 2020" тесе çырнă. "Куç умĕнче тăракан пĕлтерĕшлĕ çак сăмахсем Çĕнтерỹ лапамĕнче нумайлăха юлаççĕ халĕ", - терĕ Олег Николаев.

Район центрĕ çĕнелсе илемлентĕр тесе республика бюджетĕнчен укçа сахал мар уйăрнă - 35 миллион тенкĕ. Çын вăйĕ те сахал мар кайнă кунта. Çавăнпа та пирĕн ыттисен ĕçне хаклама пĕлесчĕ, çак илеме упрама тăрăшасчĕ, паянхи кунпа анчах пурăнмалли йăлана пăрахса сăпайлăрах та тирпейлĕрех, яваплăрах пулса çĕнелсе илемленнĕ район центрĕнчи тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн тăрăшасчĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1