Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Чăваш автономине 100 çул"ятлă урам пуласса шанатпăр

Июлĕн 10-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕнче урамсемпе çурт-йĕре ят парассипе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ыйтнипе конгресс Ĕçтăвкомĕн председателĕ, юридици наукисен кандидачĕ Анатолий Ильич Ухтияров хутшăнчĕ.

Унччен маларах Чăваш наци конгресĕн президиумĕ Хула администрацине тĕп хуламăрăн пĕр-пĕр урамне "Чăваш автономине 100 çул" ят пама ыйтса çырнăччĕ. Шăп ку ыйтăва çак кун комисси пăхса тухрĕ.

Пирĕн сĕнỹсĕр пуçне сумлă комисси умне тата 15 тĕрлĕ ыйту тăратнă. Сăмахран, Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕ хулари пĕр урама чăваш халăх çыравçи Хветĕр Уяр ятне парас ыйтупа тухнă.

Чăваш халăх поэчĕн Яков Ухсайăн хĕрĕ Ольга Ухсай вара ашшĕ ятне пĕр сквера парасси, унта поэтăн палăкне лартасси пирки ыйтса çырнă.

Шупашкар хула администрацийĕн архитектурăпа хула строительствин управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Шупашкарăн тĕп архитекторĕ Вениамин Викентьевич Мамуткин ертсе пыракан комисси тĕрлĕ сĕнỹпе тухнă çынсемпе организацисен чылай ыйтăвне пăхса тухрĕ.

Пирĕн сĕнĕве кун йĕркинче вунпĕрмĕш ыйтупа сỹтсе яврĕç. Хулари пĕр урама "Чăваш автономине 100 çул" ят парас сĕнĕве комисси умĕнче Анатолий Ильич Ухтияров хỹтĕлерĕ. Вăл çак паллă пулăма халăх асĕнче хăварас тесен урама çак ята памаллине çирĕплетрĕ. Тĕрĕс пултăр тесен, "Чăваш автономи облаçне 100 çул" мар, "Чăваш автономине 100 çул" ят памаллине каларĕ.

Тăратнă ыйтусен шăпи хула администрацийĕнче урамсемпе çурт-йĕре ят парассипе ĕçлекен комисси йышăнăвĕнчен килет. Шанатпăр, малашне Шупашкарта "Чăваш автономине 100 çул" ятлă урам пулĕ.

Зоя ЯКОВЛЕВА, ЧНК пресс-службин ертỹçи. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5