Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Нихăçан та ĕçсĕр ларман"

Çапла калать хăйĕн пирки Ваçкаçырми ялĕнчи Вячеслав Порейкин. Нумаях пулмасть вăл редакцине кĕрсе тухрĕ, шăп та лăп 50 çул каялла хăй "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 50 çул" медале тивĕçнине пĕлтерчĕ.

1970 çулта Вячеслав Иванович Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче журналистика уйрăмĕнче вĕреннĕ. Хастар та пултаруллă пулнăшăн студента юбилей медалĕ парса хавхалантарнă.

"Чăннипех те лара-тăра пĕлмен эп ун чух, вĕренме вăхăт тупнипе пĕрлех строй-отрядпа та çỹреттĕм, пĕр йывăр ĕçрен те пăрăнман. Çав хушăрах çулçỹревре пулма та вăхăт тупаттăм - Таллинра та, Польшăра та пулнă эп", - аса илет студент çулĕсене Вячеслав Иванович. Çамрăк чух ирĕклĕ майпа кĕрешнине те палăртса хăварчĕ вăл.

Вячеслав Порейкин 1950 çулта Ваçкаçырми ялĕнче кун çути курнă, çемьере тăватă ачаран асли пулнă. Мăн Этмен шкулĕнчен вĕренсе тухсан университетра аслă пĕлỹ илнĕ. Сăмах май, 1972 çулта вăл район хаçачĕн редакцийĕнче практикăра пулнă.

Университетран вĕренсе тухсан вăл 1973-1979 çулсенче Мăн Этмен шкулĕнче учительте ĕçленĕ, ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентнĕ. 1979 çулта Вячеслав Порейкина ВЛКСМ райкомĕ урлă милицине çул çитмен ачасемпе ĕçлеме чĕннĕ. Тулăра виçĕ уйăх хушши лейтенанта вĕреннĕ вăл.

Вячеслав Порейкин районти милицинче пурĕ 19 çул хушши ĕçленĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçленĕ хушăрах участковăй та пулнă, Атнар, Питĕркасси ялĕсенчи участоксене тимленĕ. Каярахпа вăл участковăйсен уйрăмĕн начальникĕ те пулнă.

1997 çулта Вячеслав Иванович Ачкасси ял тăрăхĕн администрацине ертсе пыма пуçланă, 2001 çулта вара район администрацийĕн гражданла оборона пайне ертсе пынă, унтан 2004 çулччен халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр директорĕ пулнă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçленĕ çулсене аса илсе Вячеслав Иванович, район хаçатне юратса вуланине палăртаканскер, çапла калать: "Вăт эсир хаçатра тăтăшах хуçасăр йытăсем ирĕкре çỹрени пирки е кил-тĕрĕшри çỹп-çапа ăçта кирлĕ, унта кăларса пăрахни пирки çыратăр. Эп хам ял тăрăхĕн администрацийĕн ертỹçинче ĕçленĕ чух хăш ялта кам йыттине кăкарманнине те, кам таса мар шыва урама тухса тăкнине те пĕлеттĕм. Хальхи пуçлăхсем ĕçлесшĕн мар, çавăнпа ялсенче йĕрки те çук..."

Районта ĕçленĕ хыççăн шăпа Вячеслав Порейкина Мускава илсе çитернĕ - унта вăл çул-йĕр организацийĕнче те тимленĕ, çулсене çуса çỹрекен автомашина водителĕ те пулнă, аэропортра хуралçăра та тăрăшнă. Тем вăхăтран тăван республикăна таврăннă, водительте ĕçленĕ, унтан тивĕçлĕ канăва тухнă.

"Сăмах парсан ăна тытакан çын эпĕ, - тет Вячеслав Порейкин. - Пенси çине тухсан пĕр кун та ĕçлеместĕп теттĕм - чăнах та, урăх ĕçлемерĕм". 

Ĕçленине кура вара вăл хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят та пур унăн.

Çемйине илес пулсан, Вячеслав Порейкин хăйĕн пĕр мăшăр кăна пулманнине пытармасть - шăпа тени кашнин тĕрлĕрен килет ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăл Галя мăшăрĕпе хăй лартнă пỹртре тĕпленнĕ. 35 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем мăшăрĕпе.

Вячеслав Порейкинăн ачисем ỹссе çитсе çемье çавăрнă, ашшĕпе амăшне мăнуксем парнеленĕ. Кĕçĕн мăнукĕ те пур. Çуллахи вăхăтра "кукаçи" текен мăнукĕ тăтăшах ялта пурăннăшăн савăнать Вячеслав Порейкин.

"Пурнăçра чи кирли - сывлăх, - тет Вячеслав Иванович, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче чĕлĕм туртма пăрахнăскер. - Пурнăçпа, мĕн пулса иртнипе кăсăкланма пăрахмалла мар. Тата çемьере пĕтĕмпех ăнăçлă пултăр. Унсăр пуçне яланах шỹтлеме тăрăшмалла".

Тен, шăпах шỹтлеме пĕлни, пурнăçпа кăсăклансах тăни ăна çапла çулĕсене кура мар çамрăк курăнма пулăшать те. Тата çуралнă тăван кĕтесе юратни хавхалантарать пулĕ ăна: "Мускавра, Америкăра тỹлевсĕр хваттер паччăр - Ваçкаçырминчен ниçта та каймастăп", - тет Вячеслав Порейкин, тăван тăрăхран хакли нимĕн те пулманнине палăртса.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1