ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн йышăнăвĕпе республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнче ытти тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн пирĕн ентешсем "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" юбилей медальне тивĕçнĕ.
Иртнĕ уйăхра Олег Николаев Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн Аслă канашĕпе тата членĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулура наци культурине тата тăван чĕлхене аталантарасси пирки калаçнă. Олег Алексеевич ЧНК-н хастар членĕсене юбилей медалĕсем парса чысланă, çав шутра - Юлия Петровна Мареевана та.
Юлия Мареева культура тытăмĕнче хĕрĕх çула яхăн вăй хунă, библиотека тытăмĕнче ĕçленĕ. 2000 çулта вăл район администрацийĕнче информаци ĕçне йĕркелесе пыма тытăннă, çав хушăрах район пирки калакан тĕрлĕ передачăсем кăларнă. 2007 çулта "Хыпар" издательство çуртĕнче корреспондентра ĕçлеме пуçланă. Юлашки вăхăтра Юлия Мареева Чăваш наци конгресĕн Хĕрарăмсен комитетне ертсе пырать. Çав хушăрах вăл 2013-2020 çулсенче Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Çак хушăра районта наци культурине, йăли-йĕркине упраса хăварассипе мĕн тĕрлĕ конкурс-фестиваль иртмерĕ пулĕ - пĕтĕмпех Юлия Петровна тăрăшнипе, унăн пуçарăвĕпе. Акă, 2017 çулта иртнĕ чăваш наци костюмĕн уявнех илер - районти кашни ял тăрăхĕн-че пурăнакансем, фольклор коллективĕсем мăн асаттесемпе асаннесен çи-пуçне тăхăнса кăтартрĕç, театрализациленĕ представление хутшăнчĕç.
Юлия Петровна хуть те хăш ĕçре те пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрса тăрать. Ахальтен мар пулĕ вăл тĕрлĕ наградăсемпе хисеп хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ, çав шутра - Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамоти, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕ. 2019 çул вĕçĕнче вара Юлия Мареева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Ялхуçалăхне аталантарнăшăн
Николай Дориянович Воронов 1976 çулта Турханта çуралнă. 1994 çулта професси пĕлĕвĕ илнĕ, 1995-1997 çулсенче салтакра пулнă. 1998-2001 çулсенче "Нива" ЯХПК-ра кладовщикра, 2001-2005 çулсенче тĕп агрономра ĕçленĕ. 2005 çултанпа Николай Воронов - "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ. Пухнă пĕлĕвĕпе тата опычĕпе усă курса тĕп агрономра ĕçленĕ хушăра тырă туса илессине 30 процента яхăн ỹстернĕ. Выльăх апачĕн пахалă- хĕ те лайăхлансах пынă. Николай Дориянович тăрăшнипе хуçалăхра силос тата сенаж валли судан курăкĕпе, кукурузпа усă кураççĕ, çакă сĕт тата какай туса илессине ỹстерет. Николай Воронов паян мĕн пĕлнипе çырлахмасть, çĕннине вĕренес тесе квалификацине ỹстерсех тăрать. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн вăл тăтăшах хуçалăхăн тата район администрацийĕн Хисеп грамотисене, "Районăн чи лайăх агрономĕ" ята тивĕçет. 2015 çулта Николай Воронова агропромышленность комплексне аталантарассине тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Халĕ вара Николай Воронов республикăн юбилейне халалланă медале тивĕçрĕ. Палăртмалла, Николай Вороновăн сăнне кăçал районăн Хисеп хăми çинче курма пулать.
Ачасене вĕрентнĕшĕн
Педагогсен кăçалхи августри педконференцийĕнче Питĕркасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Людмила Валентиновна Жукована "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" юбилей медальне парса чысларĕç. Людмила Жукова Карăкçырминче 1970 çулта çуралнă, Тралькассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Алла чăваш чĕлхипе литература учителĕн дипломне илнĕ хыççăн Питĕркасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. 1997 çултанпа çак шкултах чăваш чĕлхипе литература вĕрентет. "Ĕçчен те пултаруллă, ăслă та ырă кăмăллă вĕрентекен", - теççĕ Людмила Валентиновна пирки ĕçтешĕсем. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçри çитĕнỹсемшĕн Людмила Жукова тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Людмила Валентиновнăна район администрацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин, Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотисене парса чысланă.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |