ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Геннадий Семенович Патьянов Пĕрремĕш Липовка ялĕнче 1953 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ - вăрçă ветеранĕ, ялта ятлă-сумлă çын пулнă, "Родина" колхоз председателĕнче вăй хунă. Геннадий Семенович мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр усранă çĕрте ашшĕпе амăшне пулăшнă. Аслисенчен вăл ял-йышпа, тус-тăванпа ырă кăмăллă пулмаллине вĕреннĕ.
Шкултан вĕренсе тухсан Геннадий Патьянов Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан çамрăк специалиста Хабаровск тăрăхĕнчи тайгана ĕçлеме янă. Унта опыт пухнă хыççăн вăл Мари Республикинче лесничийра ĕçленĕ. Унта ăна ырă ятпа асăнса мухтав хучĕсем панă. Çемьере пĕр ывăл пулнăран ашшĕпе амăшĕ ăна тăван района таврăнма сĕнеççĕ. Района таврăниччен Геннадий Семеновича çара илеççĕ, вăл Совет çарĕнче 1972-1974 çулсенче пулнă. Унпа пĕрле службăра пулнă хĕрлĕчутайсем, салтак вăхăтне аса илнĕ май, паянхи кун та ентешне ырă сăмах калаççĕ. Хамăр района таврăнсан Геннадий Семеновича райбытуправлени ертỹçине лартаççĕ.
Авланса çемьеллĕ пулнă хыççăн Геннадий Патьянов Сельхозтехникăра СТО МТП ертỹçинче ĕçлеме пуçлать. Районта автомашинăсемпе тракторсене çунтар-малли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтермелли станци (АЗС-50) уçăлсан Геннадий Семенович унта ертỹçĕре тимлеме пуçлать. Ун чух шăпах Совет союзĕ арканнă вăхăтчĕ, бензин тупса туянма питĕ йывăрччĕ. Эпĕ ун чух пушар хуралĕнче ĕçлеттĕм те, пушар машинисем валли те бензин çирĕм литр çеç паратчĕç. Геннадий Семенович вара нефтебаза тытăмĕнче ĕçленĕрен районти халăха, хуçалăхсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме тăрăшатчĕ. Çав вăхăтра вăл çынсене мĕнле пулăшнине пурте ырăпа аса илеççĕ. 2000-мĕш çулсен вĕçĕнче Геннадий Семенович Ачкасси тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Хăй вăхăтĕнче Геннадий Патьянов ял тăрăхĕн депутачĕ те, район Пухăвĕн депутачĕ те пулнă. Геннадий Семеновичпа мăшăрĕ, Раиса Васильевна, пĕр-пĕрне килĕштерсе 45 çул пурăнаççĕ. Хĕрпе ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç, маçакпа мамак ятне илтрĕç. Патьяновсен ĕçчен те кăмăллă çемйи - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх: ял пурнăçне юратса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, ĕçрен пăрăнмаççĕ, выльăх-чĕрлĕхрен татăлмаççĕ, утарта хурт-хăмăр тытаççĕ.
Сергей БАРИНОВ.
Сентябрь 2023 |