Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çанталăк пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслет, е Асар-писер çил хĕрлĕчутайсене те шар кỹнĕ

Категория: В районе Опубликовано: 05.07.2017, 10:04 Просмотров: 1349

DSC01199

Паянхи кун çанталăк пирки калаçман çын та çук пулĕ - ăшă, анчах та çумăрлă тăракан çуллахи кунсем ял çыннин пурнăçне самай йывăрлатаççĕ. Чи малтанах çумăр хĕле валли выльăх апачĕ хатĕрлессине ура хурать. "Кăçал утă мар, сенаж хатĕрлемелле пуль", - теççĕ ялта пурăнакансем хăйсен хальччен те çулман е çулнă хыççăн пуçтарса илеймен анисем çине тунсăхлăн пăхса.

Утă çулса типĕтсе илме чăрмантарнипе кăна мар, иртнĕ канмалли кунсенче пулнă çумăрлă та çиллĕ асар-писер çанталăк çынсене урăхла та шар кăтартнă. Республика территорийĕнче электропралуксем татăлнăран çынсем çутăсăр юлнă, çуртсен çивиттийĕсене илсе ывăтнă, йывăçсем ỹкнĕ тĕслĕхсем пулнă.

Çакăн пирки июлĕн 3-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ канашлура калаçнă. "Çанталăк пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслет, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Республика территорийĕнче çутçанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă аварисем пулчĕç. Ятарлă службăсем вĕсене вăхăтра сирчĕç. Малашне те кун пек пулăмсене хатĕр пулмалла. Тĕслĕхрен, ватă та хăрнă йывăçсене тĕрĕслемелле - вăйлă çил тухсан çынсемпе çуртсем çине ỹксе сăтăр ан кỹччĕр".

Чăваш Республикин гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров канашлура пĕлтернĕ тăрăх, эрнекунпа шăматкун, июнĕн 30-мĕшĕнче тата июлĕн 1-мĕшĕнче, республикăра лару-тăру питĕ йывăрланнă. Вăйлă çилпе чарăнми çумăр республикăри пур района та хупласа илнĕ. Ултă районта, çав шутра Хĕрлĕ Чутай районĕнче те, çынсем çутăсăр юлнă.

Хальхи вăхăтра, хваттерсемпе çуртсенчи пур ĕçе те тенĕ пек йăлари тĕрлĕ приборсемпе пурнăçлама хăнăхнă чух, электроэнерги пĕр сехет пулманни те чĕр нуша. Холодильниксем кăна мар, морозильниксем те кашни килте тенĕ пекех пур халĕ. Пĕлессе, районти хăш-пĕр ялсенче çутă çур талăк таран пулман. Хуçисем мĕн тери шар курнине, еплерех нушаланнине хăйсем çеç пĕлеççĕ пулĕ çав...

Çиле пулах июлĕн 1-мĕшĕнче каçхине Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнĕ урамри 41-мĕш çуртăн çивиттийĕ самаях сиенленнĕ. "Икĕ хутлă, 18 хваттерлĕ çуртра пурăнакансем питех шар курман, вăхăтра йышăннă мерăсене пула хваттерсене шыв кайман", - тесе пĕлтернĕ кун пирки çỹлерех асăннă канашлура Вениамин Петров. Анчах район çыннисем хушшинче хваттере шыв кайнă тĕслĕх пулнах текен сас-хура çỹрет. Апла-и, капла-и, "Жилсервис" ТЯО юсав ĕçĕсене вăхăтра, çав каçах, пуçлани паллă. Июлĕн 3-мĕшĕнче каç еннелле юсав ĕçĕсем вĕçленменччĕ-ха, çурт тăррине профнастил витетчĕç - хам кайса куртăм. Райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Алексей Ильин пĕлтернĕ тăрăх, юсав ĕçĕсене кунта июлĕн 4-мĕшĕнче ирхи вĕçленĕ.

Асăннă тĕслĕхсенче тĕрлĕ пăтăрмахсем çутçанталăка пула тухнă-тăк, теприншĕн вара уйрăм çын яваплă теççĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнче кран-манипулятор газ пăрăхĕсене сиен кỹнĕрен Мишеркассипе Утаркасси ялĕсенче пурăнакансем газсăр тăрса юлнă. 201 кил-çуртпа социаллă объектсем темиçе кун хушши "кăвак çулăмсăр" пурăннă - юрать хĕлле мар, унсăрăн шăнса та вилĕн! Пĕр хушă ку ялсенче электроэнерги те пулман, апатне ăçта тата мĕнле пĕçеркеленĕ-ши? Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Порфирьев пĕлтернĕ тăрăх, газ пăрăхĕ-сем çинчи юсав ĕçĕсене тунтикун, июлĕн 3-мĕшĕнче, каç еннелле вĕçленĕ.

Кăçалхи çулла ырă кăмăлĕпе савăнтарсах каймасть. Çумăрĕ çăвать те çăвать. "Ăçтан тухать тулĕк", - текелесе ассăн сывласа илмелли кăна юлать. Синоптиксем çитес вăхăтра янкăр уяр кунсем пуласса шантармаççĕ. "Çутçанталăкăн япăх çанталăк çук", - текен сăмахсем пур пĕр вырăсла юрăра. Хамăрăн япăх пулас марччĕ кăна. Асар-писер çанталăк пулас-тăк ăна хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса кĕтсе илме, пăтăрмахсене вăхăтра сирме хатĕр пуласчĕ.

Алина ИТТИ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1