Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çынсен пурнăçне упрамалла, ачасем çуралассине ỹстермелле

Категория: В районе Опубликовано: 28.07.2017, 10:26 Просмотров: 1409

IMG 51052017 çул пирĕн республикăра "Чăваш Еншĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ!" девизпа иртет. Тĕллевĕ - пурнăç тăршшĕне ỹстересси тата вилекенсен шутне чакарасси.

Пĕлтĕр пирĕн республикăра пурнăç тăршшĕ вăтамран 71,5 çулпа танлашнă, кун пекки республика историйĕнче пулман. Кăçалхи 5 уйăхра усал шыçăсене, юн çаврăнăшĕн, туберкулез чирĕсене пула тата пĕчĕк ачасем вилессин кăтартăвĕсене чакарма май килнĕ. Анчах та тулашри сăлтавсене пула вилекенсен шучĕ çав-çавах пысăк пулни пăлхантарать. Республикăра çулсерен çак сăлтавсене пула икĕ пин ытла çын вилет. Кăçалхи 5 уйăхра тулашри сăлтавсене пула республикăра 821 çын вилнĕ, вĕсенчен 21-шĕ - пирĕн районта. Çакă районта вилекенсен 13,9 проценчĕпе танлашать. Асăннă сăлтавсене пула ытларах 19-35, 36-50 çулхи арçынсем вилеççĕ. Çавăн пекех районта ача çураласси те чаксах пырать. Çынсем ан вилччĕр тата ачасем ытларах çуралччăр тесен мĕн тумалла, чи малтанах мĕне тимлĕх уйăрмалла? Çак ыйтусене сỹтсе яврĕç июлĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ ведомствăсем хушшинчи канашлура.

"Çынсен пурнăçне упраса хăварасси тата ачасем çуралассине ỹстересси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Çавăнпа та эпир, тĕрлĕ структурăра ĕçлекенсем, паян çакăнта пĕрле пухăнтăмăр, - палăртрĕ канашлăва ерте пынă май ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов. - Тулашри сăлтавсене пула ытларах ĕçлеме пултаракан арçынсем вилеççĕ, ку вара район тата республика аталанăвне япăх витĕм кỹрет".

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Алексей Кизилов пирĕн районта çынсем вилессипе çыхăннă лару-тăру мĕнле пулни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Савăнмаллиех çук - хĕрлĕчутайсем ытларах эрехе пула вилеççĕ, хăйсен ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлаççĕ. Аварисенче вилекенсем те чылай. Турра шĕкĕр, кăçалхи 5 уйăхра тулашри сăлтавсене пула ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулман. "Вилекенсен шутне чакарас тесен пирĕн çынсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса памалла, ĕçпе тивĕçтермелле, халăх мĕнпе чирленине тупса палăртма пулăшакан диспансеризацие тулли яваплăхпа ирттермелле", - терĕ министр çумĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров пирĕн районăн сывлăх профилĕ пулнине пĕлтерчĕ, район больницин ĕçченĕсем диспансеризацие тулли яваплăхпа ирттерние палăртрĕ: кăçалхи çур çулта диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне 2175 çын тухнă (планпа 1950 çын пулнă). Пирус туртни, эрех ĕçни, наркомани çын пурнăçне кĕскетни, усал йăласем сывлăхшăн сиенлĕ пулни пирки халăха "Пирĕн пурнăç" хаçатра та, район сайтĕнче те пĕлтерсех тăнине каларĕ Александр Викторович. Район больницин ĕçченĕсем те ку тĕлĕшпе ятарлă акцисем ирттереççĕ, шăматкунсенче çынсене тухтăрпа пĕрле уçăлса çỹреме илсе тухаççĕ. "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче те сывлăха çирĕплетме майсем çителĕклĕ, анчах та кунта халăх йышлăн çỹременни палăрать иккен.

Александр Викторович шухăшĕпе, çынсен пурнăçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Профилактика кунĕсене тулли шайра ирттермеççĕ, ăнăçсăр, йывăр лару-тăрури çемьесемпе сахал тĕл пулса калаçаççĕ. Районта социаллă хăрушлăх кăларса тăракан 46 çемье шутланать, вĕсенче çул çитмен 74 ача ỹсет.

Кун пек çемьесем, тăтăшах эрех ĕçекенсем патне ял тăрăхĕсен специалисчĕсен участковăйсемпе, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемпе пĕрле кайсах тăмалла, кун пирки ял çыннисем пĕлччĕр, калаçчăр, хăйсене йĕркесĕр тытакансене намăслантарччăр. "Пирĕн çынсене хăйсене лайăх тытакансенчен тĕслĕх илме хăнăхтармалла, унсăрăн пирĕн хушăра "намăс" мĕнне манса кайнисем, эрех ĕçсе хăйсене йĕркесĕр тытакансем, малашлăх çинчен шухăшламаннисем йышланма пуçларĕç", - терĕ райадминистраци пуçлăхĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев çынсен вилессин профилактикине вăйлатмаллине пĕлтернĕ май воспитание пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма хăнăхтармалла. Унпа пĕрлех аслисене хисеплеме вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса пымалла. Халĕ чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене шкулта вăл е ку ĕçе хутшăнтарнине хирĕç. Кунпа министр та килĕшрĕ: "Чылай йывăрлăх ачасемпе çамрăксем ним тума аптранипе айкăшнăран тухать. Ачасене кирлĕ, усăллă япаласемпе илĕртмелле, ырă ĕçсене явăçтармалла. Çемье хаклăхĕсем чи малти вырăнта пулччăр. Паллах, ачасемпе çемьен сывлăхне те пысăк тимлĕх уйăрмалла".

IMG 5113Ачасем сахал çуралнин сăлтавĕсенчен пĕри ялсенче хусахсем чылай пулнине те асăнчĕç канашлура. Арçынсем çемье çавăрма васкаманнин сăлтавĕ чылай, сывлăх сыхлавĕн министрĕ вара хăшĕсене ача чухне педагогика енчен воспитани парса çитермен тесе шутлать. Шкулсене "Çемьен этикипе психологийĕ" предметне тавăрасси пирки те каларĕ Владимир Викторов. Унпа пĕрлех министр тăтăшах эрех ĕçсе обществăлла вырăнсенче çỹрекенсем валли "вытрезвительсем" кирлĕ тет.

Ача çураласси пĕчĕк пулни пирки сăмах пуçарнă май манăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Медицина профилактикин центрĕ кăçалхи май-июнь уйăхĕсенче ирттернĕ ыйтăм пирки каласа хăварас килет. Республикăри пур районта та пурăнакан 177 хĕрарăмпа арçынран вĕсен ачасем пуррипе çукки, татах ача тума палăртни пирки ыйтса пĕлнĕ. Ыйтăма хутшăннисенчен 27,7 проценчĕн хальлĕхе ачасем çук иккен, 32,8 проценчĕн - пĕр ача, 33,3 проценчĕн - икĕ ача, 7 проценчĕн - виçĕ ача, 2,3 проценчĕн - виççĕрен ытларах. Респондентсенчен ытларахăшĕ (41,8 проценчĕ) икĕ ача ỹстерес-шĕн, 18,1 проценчĕ пĕр ача та çителĕклĕ тесе шутлать.

Чăваш Енри çемьесем мĕншĕн ача ытларах çуратасшăн мар-ха? Ыйтăм кăтартса панă тăрăх, тĕп сăлтавĕ - укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулни (49,2 проценчĕ çапла хуравланă). Ытти сăлтавсем хушшинче - ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕ япăх пулни (15,8 процент), тепĕр ача плансене пурнăçа кĕртме чăрмантарни (3,4 процент). 10,7 проценчĕ паян пур ачисемпе çырлахать, урăх çуратасшăн мар.

Çынсем вилессине чакармалли мерăсенчен пĕри вăл ялсенче сывлăха сиен кỹрекен спиртлă продукци, çав шутра "фанфуриксем", сутакансемпе кĕрешмелли пулнине те палăртрĕç канашлăва пухăннисем. Ку енĕпе чарусем кĕртсех пыраççĕ пулин те йĕрке хуралçисен тимлĕхе çухатмалла маррине каларĕç. "Вилекенсен шутне чакарассипе пирĕн малашлăхри тĕллевсемпе задачăсем паллă, çине тăрса ĕçлемелле кăна", - терĕ Владимир Викторов министр канашлăва вĕçленĕ май.

А.КАРПОВА.

Цифрăсен чĕлхипе: Районта камсем тата мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ?

Чăвашстат кăтартăвĕсемпе, 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 14426 çын пурăннă. Хуласем çук районсемпе илсен хĕрлĕчутайсенчен сахалтараххисем шăмăршăсем çеç - 12569 çын. Чи нумаййисем - патăрьелсем (35 пине яхăн).

Пирĕн районта харпăр хăй ĕçĕпе тимлекен 239 граждана шута илнĕ, вĕсенчен 218-шĕ - уйрăм предпринимательсем, 19-шĕ - хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, пĕр нотариус, хăйĕн кабинечĕ пур пĕр адвокат. Танлаштарма: Патăрьел районĕнче 728 уйрăм предприниматель, 194 фермер. Кỹршĕ Элĕк районĕнче 16 пине яхăн çын пурăнать, вĕсенчен 241-шĕ уйрăм предпринимательте тимлет, 59-шĕ - фермерсем.

Патшалăх регистрациĕн кăтартăвĕсемпе пирĕн районта 122 предприятипе организаци, вĕсенчен юридици сăпачĕсем -113.

ПĔЛМЕ ИНТЕРЕСЛĔ: Миграци службин кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи ултă уйăхра районта ют çĕршыври 13 граждана миграци учетне илнĕ. Пурĕ вара районта миграци учетĕнче ют çĕршыври 49 граждан шутланать, вĕсенчен 39-шĕ вăхăтлăх пурăнаççĕ, 10-шĕ вăхăтлăх килнĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1