Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

ООО " П И Т А Н И Е" 

Красночетайского райпо требуются:

ОФИЦИАНТ, ПОВАРА, КУХОННЫЙ РАБОТНИК, КОНДИТЕР, БУФЕТЧИК

   Тел.: 2-16-91 

 


П Р О Д А Е М

3-н е д е л ь н ы х   б р о й л е р о в.

Тел. 8 996 852 44 76

 

 

 Уважаемые ветераны

Красночетайского отделения ЧР ГСВГ и ВД!

Поздравляем Вас с праздником

и приглашаем на сборы 

9 июня 2023 г. в 10 часов

у Стелы в с. Красные Четаи.

                                    Красночетайское отделение ГСВГ-ВД.

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Сывлăха çамрăкранах упрамалла

Категория: Здоровье Опубликовано: 01.06.2018, 09:27 Просмотров: 1403

Пирус туртни çын сывлăхĕ çине сиенлĕ витĕм кỹнине кашниех пĕлет. Апла пулин те пирус туртакансен хисепĕ çултан-çул ỹссе пырать. Кашни çулах ун витĕмĕпе тĕнчере 5 миллиона яхăн çын çут тĕнчерен уйрăлать. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин даннăйĕсемпе, Раççейре ку кăтарту çулсерен 260 пин çынпа танлашать. Пирус туртакансем хушшинче инвалидсен шучĕ миçе вара?

Çынран: "Эсĕ мĕншĕн туртатăн?" - тесе ыйтсан хуравĕсем тĕрлĕрен. Пĕрисем пирус туртни лăпланма пулăшать теççĕ. Теприсене вăл стреспа кĕрешме, ывăннине ирттерме пулăшать. Виççĕмĕшĕсем компанипе пĕрле туртаççĕ. Хăш-пĕри пирус туртмасăр пач та лăпланаймасть иккен. Çыврас умĕн хăйĕн никотин дозине илмесен ыйхă та килмест-мĕн. Чăннипе вара сигарет ывăннине те ирттермест, хумханăва та сирмест, тимлĕхе вăйлатмасть тата ытти те. Унăн нимĕнле пахалăхлă енĕсем те çук. Пирус туртнин тĕп сăлтавĕ психика хăнăхăвĕпе çыхăннă. Никотин психотроплă япала пек ĕçлет. Ăна туртнă чухне çын хускатакан япала йышăнать тейĕн. Ун витĕмĕпе чи малтанхи минутсенче миме клеткисем япăх ĕçлеме пуçлаççĕ, çын хăйне лăпкă туять. Унтан темиçе çеккунтранах пуç мими активлăхпа уйрăлать. Çак самантра çын хăйне питĕ лайăх туять. Вăхăтран унăн ăс-тăнне каллех сигарет сĕрĕмĕпе тултарас килсе каять. Пĕрпек туртсан çыннăн никотин хăнăхăвĕ пулать. Ун пек чухне вăл ăна шыв пекех кирлĕ.

Никотин наркăмăш пулнине пурте пĕлетпĕр. Пире шкул сакки çинчех никотин тумламĕ лашана вĕлерме пултарнине каланă. Анчах та эпир хамăра лашаран вăйлăрах тесе шутлатпăр. Пĕр пачка сигаретранах пире мĕн пулĕ? Пĕр сигарет та сывлăха сиен кỹме пултарать. Ун тĕтĕмĕнчи наркăмăшлă япаласем организмра пухăнса пыраççĕ. Ăна пула рак клеткисем вăй илеççĕ, çыннăн шалти органсем сиенленеççĕ, унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлма пултарать. Табак наркăмăш пек организм çине тỹрех витĕм кỹмест, вăл вăраххăн "çиет", çыннăн кун-çулне10-20 çул таран кĕскетет. Çавăнпа та пирус туртакансем ватлăхпа вилмеççĕ. Диспансеризаци кăтартăвĕпе районта пурăнакан 1,5 пин ытла çын пирус туртать. Вĕсенчен 21-36 çулхисем - 26,6 процент, 39-60 çулхисем - 60 процент, 60 çулхисем тата аслăраххисем - 14,4 процент.

Куратăр ĕнтĕ, аслă ỹсĕмрисем хушшинче пирус туртакансем сахаллансах пыраççĕ. Сăлтавĕ паллă: сиенлĕ йăлана пула арçынсем пенси çулне те çитеймеççĕ. Сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлисене район больницин специалисчĕсем консультаци параççĕ. Сывлăх çине тимлĕх уйăрмаллине асра тытмалла. Сывлăха мĕн çамрăкран сыхласа, упраса пымалла, хакламалла.

А.ТРИФОНОВА, район больницин медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2