Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Усал йăлана пăрахма кая юлман

Категория: Здоровье Опубликовано: 31.05.2017, 08:53 Просмотров: 1480

Усал йăлана пăрахма кая юлман

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пирус туртакансем йышланса пынă пирки пăшăрханнине пĕлтерет. Тĕнчери пĕтĕм общественность пĕрлешсе пирус тĕтĕмĕ хальхи тата çитес ăрусене сиен ан кỹтĕр тесе майăн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери пирус тĕтĕмĕсĕр кун тума йышăннă. Тĕнче обществи умĕнче задача - XXI ĕмĕр тĕлне пирус туртассипе çыхăннă ыйтусене пĕтерессиччĕ. Анчах та XXI ĕмĕр пуçланчĕ - ыйтăвĕ çапах çивĕч.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче пурăнакан арçынсенчен çуррийĕ ытла, хĕрарăмсенчен пĕр чĕрĕкĕ пирус туртать. Паянхи акци вара этемлĕх историйĕнчи эпидемирен, халăхра чи анлă сарăлнă усал йăларан, никотин астарăвĕнчен асăрхаттарать. Пирус туртакансемпе тĕнчипех кĕрешеççĕ.

Раççей туртакансен шучĕпе - малтисен ретĕнче. Çавăнпа пирĕн çĕршывшăн ку ыйту питĕ çивĕч тăрать. Пирус туртнипе аталаннă чирсене пула тĕнчере кашни çул 300 пине яхăн çын çут тĕнчерен уйрăлать. Малашне те çавăн пекех пулсан ку цифра пысăкланса кăна пырĕ. Юлашки çулсенче çамрăксем тата хĕрарăмсем хушшинче пирус туртасси ỹснине те палăртмалла.

Çĕршывра табак изделийĕсен хакĕсем ытти таварсемпе танлаштарсан йỹнĕрех пулнине кура пур сийри халăх та (тупăшне пăхмасăр) ăна туянма пултарать. Тĕнчипе илсен Раççейре пируссене чи йỹнĕ хакпа сутаççĕ. Паянхи кун тĕлне пирусран халăха пистерес, усал туртăмран сиплес тĕлĕшпе тем тĕрлĕ май та туса пăхнă. Никотина ылмаштаракан хатĕрсем туса кăларнă, анчах вĕсен хакĕсем пысăк.

Çак акци табак туртассинчен сипленессине, никотин пластырĕсен, таблеткисен хакĕсене чакарассине, вĕсене туртакансем туянма пултарччăр тесе витĕм кỹме тăрăшать. Паян тĕнчипех сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе массăллă акцисем иртеççĕ.

Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5