Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

 

 

*********************************************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çар специальноçĕсене алла илме май пур

Категория: Общество Опубликовано: 13.11.2026, 14:12 Просмотров: 20

2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин çар вĕренỹ заведенийĕсем курсантсене йышăнма тытăннă. Çар вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем квалификациллĕ специалистсем пулма пулăшаççĕ, сывлăха тата кăмăла çирĕплетеççĕ, çĕршывăн хỹтĕленỹ пултарулăхне çирĕплетме пулăшаççĕ. Офицерсене хатĕрлемелли аслă пĕлỹ паракан учрежденисенче кирлĕ çар специальноçĕсен тулли спектрĕпе вĕрентеççĕ, çав шутра команда, çар инженерийĕ, çар медицини тата çар гуманитарийĕ енĕпе. Çар университечĕсем вĕрентес ĕçре хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ (цифра учебникĕсемпе, интерактивлă вĕренỹ хатĕрĕсемпе, 3D моделированипе). Унта хальхи вăхăтри тренажерсем, полигонсем, аэродромсем, вĕренỹ самолечĕсемпе карапĕсем те пур. Çар вĕрентĕвĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма Чăваш Республикин Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссарĕпе Александр Доновпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Александр Сергеевич, курсантсем валли мĕнле специальноçсем пур?

- Хальхи вăхăтра РФ Оборона министерстви çумĕнчи 42 вĕренỹ учрежденийĕ аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан программăсемпе вĕренме абитуриентсене йышăнать. Çар ĕçне вĕреннисĕр пуçне курсантсем кирлĕ гражданла специальноçе те алла илеççĕ. Çар учрежденийĕсем те ытти вĕренỹ организацийĕсем пекех IT-специалистсене, юристсене, экономистсене, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене, психологсене, журналистсене тата политика ĕçченĕсене вĕрентсе кăлараççĕ. Çакă çар службине вĕçлесен офицерсене гражданла пурнăçа хăвăрт хăнăхма май парать. Çак уйрăмлăх пур: аслă çар вĕренỹ учрежденийĕсене пĕтернисем ĕçе вырнаçаççех.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6