ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Карăкçырми ялĕнче пурăнакан Зойăпа Владимир Максимовсене эпĕ иртнĕ çул районта иртнĕ "Чи пултаруллă аттепе анне" конкурса хутшăннăран пĕлетĕп. Ун чухне вĕсем "Куракансен кăмăлне кайнă мăшăр" номинацие тивĕçрĕç.
Асăннă конкурсра хăйсемпе паллаштарнă май Зоя Ивановна вĕсен çемйинче пĕр йăла пулнине каласа хăварчĕ - кашни çулах Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне пỹрт умĕнче ялав çĕклеççĕ иккен вĕсем. Çак сăмахсене асра тытса юлнăран кăçал Çĕнтерỹ кунĕ умĕн эпĕ Максимовсем патне çитсе курма шутларăм.
Вăрçа хутшăннисене асра тытаççĕ
Сăмахăма Максимовсен вăрçăра пулнă тăванĕсем пирки пуçласшăн. Чи малтанах Владимир Ильичăн ашшĕ пирки каласа хăварас килет.
Илья Иванович Максимов 1926 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Карăкçырминче çуралнă, Хирлỹкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Техникăпа ачаранах кăсăкланнă вăл, пĕрремĕш тракторсем колхоза килсен вĕсем патĕнчен кайма пĕлмен.
Вăрçă пуçлансан Илья колхозра ĕçленĕ, окопсем те чавнă. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Районтан вĕсем 12-ĕн тухса кайнă, каялла тăваттăн кăна таврăннă.
Çамрăк салтаксене Белоруссинчи Гомель хулине илсе кайнă, ăна шăпах ик-виç эрне малтан нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă пулнă. Тин кăна çар ретне тăнисене связиста вĕрентме пуçланă.
1944 çулта Илья Иванович Белорусси фрончĕн йышĕнче Польшăна хăтарнă çĕре хутшăннă. Июнĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа августăн 29-мĕшĕччен Илья Максимов çар тивĕçне пурнăçлакан уйрăм батальон "Багратион" операцие ирттернĕ чух правительствăна çыхăнупа тивĕçтернĕ. Шăпах çавăн чухне чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ пулнă та Илья Ивановича - раци урлă вĕсем, тĕрлĕ наци салтакĕсем, вырăсла мар, хăйсем чĕлхипе калаçнă, кун пек нимĕçсем оперативлă информацие илтсен те ăнланман. Тĕслĕхрен, снарядсене вĕсем "хăяр" тенĕ: "Хăяр" кирлĕ, часрах".
Питĕ йывăр условисенче пурнăçланă "Багратион" операцие, Илья Иванович вăл вăхăт пирки аса илсе çапла каласа кăтартнă: "Пирĕн ун чухне пĕр ĕмĕт кăначчĕ - тăраниччен çăкăр çиесчĕ те çывăрса тăранасчĕ".
Асăннă операци Белоруссие фашистсенчен пĕтĕмпех ирĕке кăларнипе вĕçленнĕ. Çакăнта ĕнтĕ çамрăк боец хăйĕн пĕрремĕш наградине - "Хăюлăхшăн" медале - тивĕçнĕ.
Илья Максимов Кенигсберг хулине илнĕ çĕре хутшăннăшăн та медале тивĕçнĕ, унтан Японипе пынă вăрçăра пулнă. Кайран пилĕк çул хушши Китай çывăхĕнчи Благовещенск хулинче Тăван çĕршыв чиккине сыхланă. Тăван яла 1950 çулхи çуркунне таврăннă. Амăшĕ темиçе çул хушши курман ывăлне тỹрех палласа та илеймен, милиционер пĕр-пĕр ĕçпе килнĕ пулĕ тесе хăраса та ỹкнĕ. Форма тăхăннă çынра ывăлне палласа илсен савăннипе чутах тăн çухатман.
Вăрçă хыççăн Илья Максимов колхозра механизаторта, унтан инженерта ĕçленĕ.
Илья Иванович вăрçăра пулнă хушăра ун патне Ольга Голицына çыру çырса пурăннă, ялти пурнăç çинчен пĕлтернĕ. Каччă салтакран таврăнсан кĕркунне вĕсем çемье çавăраççĕ. Виçĕ ачана - икĕ хĕрпе пĕр ывăла - пурнăç парнелесе ура çине тăратаççĕ.
Ольга Ивановна Максимова 75 çула çитсен пурнăçран уйрăлать, Илья Иванович - тепĕр çичĕ çултан. Хальхи вăхăтра ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем вĕсен йăхне малалла тăсаççĕ, ырă ячĕсене асра тытаççĕ.
Ольга Ивановнăн пиччĕшĕсем те вăрçăра пулнă. Петр Иванович Голицын Горький хулинчи автозаводра тĕп инженер пулнă, кайран хурçăпа шăранчăк институтĕнче аспирантурăра вĕреннĕ. Вăрçа та унтанах тухса кайнă чăваш каччи. Петр Голицын аслă лейтенант 1941 çулта фронтра пуçне хунă. Василий Иванович Голицын та вăрçа хăйĕн çулне ỹстерсе кăтартса тухса кайнă, унăн пурнăçĕ те 1941 çулта татăлнă.
Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсем пирки Максимовсем питĕ хăпартланса каласа пачĕç. Зоя Ивановна хуняшшĕн пурнăçĕ çинчен пысăках мар кĕнеке те çырса кăларнă. Çапла майпа асăннă çемьере хаяр вăрçа хутшăннисен ырă ятне, чысне тивĕç пулма тăрăшаççĕ.
Хуларан - яла
Эпĕ Максимовсем патне çитсен шăпах мана хирĕç Зоя Ивановна тухрĕ - кăнтăрлахи ĕне сума кайма пуçтарăннă пулнă иккен вăл. Максимовсем выльăхсем йышлă усраççĕ - ĕне, чупнă пăру, пĕчĕк пăру, чăх-чĕп, ытти кайăк-кĕшĕк. Пыл хурчĕсем те усрас шухăшлă вĕсем.
Ялта пурăнакансем çавăн чухлĕ выльăх усранинчен тĕлĕнмеллиех çук пулĕ-ха, анчах та мана Зоя Ивановна, мĕн шкул пĕтернĕренпех хулара пурăннăскер, ви-çĕ çул каялла яла куçса килсе выльăхсем усрама шут тытни тĕлĕнтерчĕ. "Эпĕ декабристка пек - тивĕçлĕ канăва тухсан упăшка хыççăн яла килтĕм. Мăшăрăм тăван килĕн вучахне сỹнтерес темерĕ, нумай çул хулара ĕçлесе пурăннă хыççăн ялах таврăнас терĕ. Вара ун шухăшĕпе эпĕ те килĕшрĕм ĕнтĕ, халĕ акă, ялта тĕпленсех кайрăмăр", - тет кăмăллăн Зоя Ивановна.
Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Çăлтăр ялĕнче çуралса ỹснĕ Зойăпа Карăкçырми каччи Владимир 1978 çулта çемье çавăрнă. Вĕсем Зоя Ивановна студент чухне "Присурский" совхоза ĕçлеме килсен паллашнă.
Владимир Ильич сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумĕнче пĕлỹ илнĕ, унтан салтака кайнă. Хĕсметрен 1975 çулта таврăнсан çулталăк хушши Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ. 1976 çулта вăл Чăваш патшалăх ял-хуçалăх институтĕнче инженер-механикра ĕçлеме пуçланă, çав хушăрах куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илнĕ. Асăннă институтра Владимир Ильич иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемчченех тăрăшнă. Кайран, Совет Союзĕ аркансан, тĕрлĕ çĕрте тимленĕ, юлашкинчен вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухи-чечнех "Ростелеком" тытăмĕнче механикра тăрăшнă.
Зоя Ивановна та сакăр класс хыççăн вĕренме кайма шутланă, професси пĕлĕвĕ илме вăл Шупашкарти медицина училищине суйласа илнĕ. Унтан вăл 1978 çулта хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, хыççăн республика больницинче операци сестринче ĕçлеме тытăннă. Çемье çавăрсан, йыш хушăнсан ачине садике вырнаçтарас тесе хăй те ача садĕнче ĕçлеме пуçланă. Çапла вăл шкул çулне çитмен ачасемпе çичĕ çул хушши ĕçленĕ. Çав хушăрах куçăмсăр майпа педагогика енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ. Унтан Зоя Ивановна Шупашкарти хальхи педагогика колледжĕнче вăй хума тытăннă, унта вăл 20 çул хушши тимленĕ, юлашки çулсенче директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.
Максимовсем икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăлар-нă. Русланпа Илья халĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, ашшĕпе амăшне вĕсем 5 мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсене питĕ юратаççĕ маçаккăшĕпе мамаккăшĕ, вĕсемпе май пур таран ытларах вăхăт ирттерме тăрă-шаççĕ. Зоя Ивановнăпа Владимир Ильич ташша-юрра маçтăр пулнăран мăнукĕсене те юрлама хăнăхтараççĕ. Мăнукĕсенчен чи асли те пĕрремĕш класа кăна каять пулсан та, вĕсем тĕрлĕ юрăсем, çав шутра вăрçă, Çĕнтерỹ çинчен те, пĕлеççĕ. Сăмах май, Владимир Максимов çамрăк чух Шупашкарти хула ĕçтăвкомĕ çумĕнчи "Нарспи" ташă ушкăнĕнче ташланă.
Максимовсен çемйинче патриотизмла воспитани тĕп вырăн йышăнни тỹрех сисĕнчĕ. Аслисем кĕçĕннисене тăван çĕршыва юратма, вăрçа хутшăннă тăванĕсене асра тытма вĕрентеççĕ. Пỹртри стенасем çинче Владимир Ильичăн ашшĕпе-амăшĕн, хаяр вăрçă тутине астивнĕ ытти çывăх тăванĕсен сăнỹкерчĕкĕсем çакăнса тăраççĕ.
Ялав - астăвăм палли
Эпĕ пынă кунах Максимовсем хăйсен вунă çул хушши пыра-кан ырă йăлине пурнăçларĕç - пỹрт умĕнчи çỹллĕ кашта çине хĕрлĕ ялав тухса çакрĕç. Май-ăн 8-мĕшĕнче çĕклеççĕ вĕсем ялава, çак пулăм тĕлне хуларан ачисемпе тăванĕсем килеççĕ. Ку хутĕнче Владимир Ильичăн ывăлĕпе мăнукĕ тата Раиса йăмăкĕ килнĕччĕ.
Сăмах май, Раиса Ильинична 32 çул хушши ФСБ тытăмĕнче ĕçленĕ, майор званине тивĕçнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Раиса Ильиничнăн икĕ хĕр, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Пурнăçра темĕн те пулать çав. Вăрçăра нимĕçсене хирĕç çапăçнă чăваш салтакĕн хĕрĕн пĕр кĕрỹшĕ - нимĕç. Паллах, паян эпир нимĕçсемпе мирлĕ хутшăнусенче пурăнатпăр, çитмĕл çичĕ çул каялла фашистсем пирĕн çĕршыв çине тапăннăшă вĕсем айăплă мар-çке. Анчах та нумаях пулмасть Германире хĕрĕпе кĕрỹшĕ патĕнче хăнара пулса курнă Раиса Ильинична каласа панă тăрăх, паянхи нимĕçсем Раççей халăхĕ умĕнче хăйсене питĕ айăплă туяççĕ иккен.
Максимовсен ырă йăли патнех таврăнар-ха. "Пирĕншĕн ку ялав - астăвăм палли, эпир ăна синкерлĕ вăрçăра пулнисене асăнса, чыс туса çĕклетпĕр, - терĕç Максимовсем. - Майăн 9-мĕшĕнче вара эпир пĕтĕм ĕçе пăрахса телевизорпа Мускаври Хĕрлĕ площадьре пыракан Çĕнтерỹ парадне куратпăр, сĕтел хушшине пуçтарăнса юрлатпăр, калаçатпăр, ташласа та илетпĕр. Мăнаçлă, савăнăçлă уяв кунĕ пирĕншĕн Майăн 9-мĕшĕ".
Руслан ывăлĕ вунă çул каялла Шупашкарти пĕр шкултан илсе килнĕ никама кирлĕ мар хĕрлĕ ялав çапла майпа халĕ Максимовсен хăйне евĕр çемье реликвийĕ пулса тăнă. Ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă та тараватлă, йăла-йĕркесене упраса та пăхăнса пурăнакан çемьепе сывпуллашсан эпĕ Карăкçырми ялĕн урамĕпе утрăм. Тем вăхăтран каялла çаврăнса пăхрăм - кăвак тỹпе сĕмĕнче вĕлкĕшекен хĕрлĕ ялав эпир паян лăпкă та мирлĕ пурнăçпа пурăннăшăн вăрçăра пулнисемпе унтах выртса юлнисем умĕнче ĕмĕр парăмрине аса илтернĕн туйăнчĕ. Унпа пĕрлех çак ялав пирĕн çĕршывра Çĕнтерỹ кунне паллă туман пĕр ял та, пĕр çемье те пулманнине ĕнентерчĕ.
Алина КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |