ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Грипп чирĕ çăмăллăн та, йывăррăн та иртме пултарать. Хăрушлăх ушкăнĕнче - пилĕк çулчченхи ачасем, 65 çултан иртнисем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, çавăн пекех вăраха кайнă чирсемпе аптăракансем, самăр çынсем, иммунитет çирĕп пулманнисем.
Грипп - ОРВИ чирĕн йывăр тĕсĕ. Чир тапхăрлă характерлă, ỹт температури хăпарнипе палăрса тăрать. Грипăн вирусĕсем улшăнуллă - уйрăмах А тата В ушкăнрисем. Вĕсене пула эпидеми пулать те.
Чирĕн çăлкуçĕ - гриппа чирлекен çын. Малтанхи 5-6 кунсенче чирлекен çын ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Вирус чирлĕ çын урлă сывлăшпа, сурчăкпа, ỹсĕрнĕ, калаçнă вăхăтра, савăт-сапапа та куçать. Ачасем теттесем урлă та чир ертме пултараççĕ. Грипăн А тĕсĕпе 1 çултан пуçласа 3 çул таран чирлеме пулать, В тĕсĕпе - 3 çултан пуçласа 4 çул таран.
Грипп ăнсăртран пуçланать. Сив чир аптăратма пуçлать, пуç ыратать тата çаврăнать, вăй чакать. Сив чир икĕ юхăмпа иртме пултарать. Симптомсем малтанах 5 кун хыççăн палăрма пăрахаççĕ. Сив чир тапхăрĕнче сăн-пит хĕрелет, юн пусăмĕ чакма пултарать, ỹт типет. Типĕ ỹслĕк те пулма пултарать, сунаслас килет. Ачасене пыршăлăх аптăратма пултарать. Чирĕн çăмăл степенĕ чухне ỹт температури 2-3 кун хушши 38-тан иртмест. Пуç вăрах кăна ыратать. Вăйсăрлăх тăрать. Пыр йĕкĕлтеме, сăмса питĕрĕнсе ларма пултарать. Вăтам степеньре вара ỹт температури 38,1-рен 40-е çитет. Вăйсăрлăх 6-8 куна пырать. Йывăр степеньре ỹт температури 40-рен те иртме пултарать. Сив чир 5-6 куна тăсăлать. Пуç, тĕртĕмсем ыратаççĕ, чĕре таппи ỹсет, ыйхă килмест, сăмсаран юн кайма пуçлать. Чир йывăра кайсан чĕре-тымар тытăмĕ, пуç мими аптăрать. Диагноза пациента пăхнă, анализа илнĕ хыççăн палăртаççĕ. Пневмони пулнине сиссен тухтăрсем ỹпкене пăхаççĕ, отоларинголог та тĕрĕслет.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Сентябрь 2026 |
