ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
ОКНА, ДВЕРИ, МЕБЕЛЬ НА ЗАКАЗ,
ПОТОЛКИ, ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА
Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17 (16+).
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçалхипе 13-мĕш хут иртрĕ районта февралĕн 15-мĕшĕнче патриотизмла юрăсен фестивалĕ. "Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манччăр" фестивале пирĕн районти воин-интернационалистсене Геннадий Ивановпа Юрий Макарова тата Чечен вăрçинче пуçĕсене хунă Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асăнса ирттереççĕ.
Патриотизмла юрăсен фестивальне кăçал 30 ача хутшăнчĕ, вĕсем виçĕ ушкăнра - кĕçĕн (8-12 çултисем), вăтам (13-15 çултисем), аслă (16-22 çултисем) - юрларĕç. Фестиваль виçĕ сехет ытла пычĕ, тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем чăвашла тата вырăсла Раççей, Тăван çĕршыв, вăрçă çинчен юрланине итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ.
Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе кĕçĕн ушкăнра пĕрремĕш вырăна Ачасен искусство шкулне çỹрекен Диана Сядайкина тухрĕ, София Ярабаева (иккĕшин те ертỹçи - Валентина Грачева) тата Анастасия Ремизова (ертỹçи - Венера Молодейкина) иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, виççĕмĕшне - Анна Богатнаева (Питĕркасси шкулĕ, ертỹçи - Лариса Абакумова), Валерия Грушенкова тата Виктория Падюкова (иккĕшин те ертỹçи - Татьяна Зарубина).
Вăтам ушкăнра Ачасен искусство шкулне çỹрекен Кира Булаткина çĕнтерчĕ (ертỹçи - Валентина Грачева), иккĕмĕш вырăн Надежда Ульянова (ертỹçи - Татьяна Зарубина) тата Мария Аливанкина (ертỹçи - Валентина Грачева) йышăнчĕç, виççĕмĕш вырăнта - Екатерина Тверскова (ертỹçи Людмила Кирюшина) тата Ксения Осеева (Çĕн Атикасси шкулĕ, ертỹçи - Марина Чучакова).
Аслă ушкăнра Татьяна Ефремова (Штанашри Культура çурчĕ, ертỹçи - Николай Майоров) çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Наталия Тиверкина тухрĕ (Кив Атикассинчи Культура çурчĕ, ертỹçи - Николай Данилов), виççĕмĕшне - Александра Максимова (Атнарти Культура çурчĕ, ертỹçи - Геннадий Орлов).
Çĕнтерỹçĕсем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç, ачасен пултарулăх ертỹçисене Афганистан вăрçин инваличĕсен тата çарта суранланнисен "Вăрçă инваличĕсем" республикăри обществăлла организацийĕн Дипломĕсене парса чысларĕç.
А.КАРПОВА.
Апрель 2025 |