ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ачалăх вăл - наци культурин тымарĕсемпе паллаштармалли аван вăхăт. Ачасене халăх культурипе паллаштарас ĕçре халăх уявĕсемпе йăли-йĕркисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ "Хĕвел" ача сачĕн воспитани ĕçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри шкул çулне çитмен ачасене вырăс тата чăваш халăхĕсен авалхи культура йăли-йĕркисемпе паллаштарасси, вĕсене чĕртсе тăратасси пулса тăрать. Асăннă ача садĕнче 24 çул ĕçлекен Ирина Петровна Михопаркинапа 30 çул ытла тăрăшакан Юлия Геннадьевна Матвеева воспитательсем çак тĕллевпе ĕçлесе пыраççĕ те. Ăна пурнăçа кĕртес тесе педагогсем çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.
"Кашни халăхăн хăйĕн культура йăли-йĕркисем пур, вĕсене ăруран ăрăва хисеплесе куçарса пыраççĕ. Ачасем патне вĕсем халăх культурине малалла тăсакансем пулнине çитермелле, вĕсене наци йăли-йĕркисем çине таянса воспитани памалла. Халăх йăли-йĕркисен воспитани паракан вăй-хăвачĕ хальхи вăхăтра актуаллă. Халăх йăли-йĕркисем, регионти культурăн пĕлтерĕшлĕ элеменчĕсем пулнă май, çĕршывăн тата регионăн культура еткерлĕхĕпе паллашма хăйне евĕр майсем туса параççĕ, кашни халăхăн хăйне евĕрлĕхне уçса пама май параççĕ. Ачасене Тăван çĕршыва, наци йăли-йĕркисене юратма май килнĕ таран иртерех вĕрентнипе вĕсен чун-чĕре тата кăмăл-сипет пахалăхĕсем йĕркеленеççĕ, ачан характерĕ аталанать. Пирĕн тĕллев - халăхăмăрăн культурине, йăли-йĕркисене хисеплекен, анлă тавракурăмлă ачасем çитĕнтересси", - палăртать Ирина Петровна.
Шкул çулне çитмен ачасене вырăс тата чăваш халăх культурипе паллаштарас енĕпе чи малтанхи утăм, паллах, хăйсен пĕчĕк тăван тăрăхĕ çинчен пĕлĕве сарасси, хăйсен районĕн, республикин йăли-йĕркисене тĕпчесси пулмалла. Пĕчĕкрен ачара хăйĕн тымарĕсемпе тỹрремĕнех çыхăнтаракан туйăмсем, кăмăл-сипет енĕсем аталанаççĕ. Çакна тĕпе хурса воспитательсем ачасемпе хамăр тăрăх пирки туллинрех паллашма май паракан "Çын тата çутçанталăк" халăх музейне каяссине те йĕркелеççĕ. Ачасем кунта Хĕрлĕ Чутай округĕ пуян, илемлĕ тавралăхлă пулнине, кунта ламран лама куçса пыракан йăла-йĕркесем пуррине пĕлеççĕ, кураççĕ. Кунти тĕлпулусем яланах тухăçлă иртеççĕ. Экскурсисем урлă салари паллă вырăнсемпе паллаштарас ĕç те пулса пырать.
Ачасене Раççей халăхĕн пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе уççăнрах паллаштарас тĕллевпе "Музей педагогики" проект пысăк пулăшу парать. Вăл пулăшнипе ача тăван тăрăхăн историллĕ аваллăхне тата çутçанталăк пуянлăхне тĕпчес ĕçе "путать".
Акă "Хĕвел" ача садĕнче воспитательсем тăрăшнипе "Чăваш пỹрчĕ" пĕчĕк музей йĕркеленĕ. Унта чăваш халăхĕн авалхи кил тĕрĕшри япалисем пур. Ачасем унта чăннипех те пулма юратаççĕ, авалхи япаласем çинчен пĕлеççĕ, музейри экспонатсене тытса пăхаççĕ. Экспонатсене çĕнетсех тăраççĕ. Пĕчĕк музей никĕсĕ çинче наци йăли-йĕркипе, чăваш пурнăçĕпе паллаштаракан мероприятисем сахал мар иртеççĕ.
Воспитани ĕçĕнче çемье те пысăк вырăн йышăнать. Ачасене пĕчĕклех çемье йăли-йĕркине хисеплеме, упрама, йăх-несĕле пĕлме вĕрентмелле, аслă ăрăва сума сума хăнăхтармалла. Уявсемпе вăйă-кулă йĕркелеме килти туслă та ăшă лару-тăру та пулăшать. Çавăнпах педагогсем "Музей педагогики" проекта пурнăçа кĕртме вĕрентỹ процесне хутшăнакансене пурне те явăçтараççĕ: вĕрентекен - ача - ашшĕ-амăшĕ. Çавна май пурте хутшăннипе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ: занятисем, ăсталăх сехечĕсем, экскурсисем, сала пирки калаçусем йĕркелесси тата слайдсемпе фильмсем пăхасси, хамăр тăрăхри пал-лă çынсемпе паллаштарасси...
Ача садĕнче паллă тăвакан наци уявĕсем те ачасен тĕнчекурăмне аталантарма пулăшаççĕ. Кашни уявăн йăли-йĕрки, сăвви-юррисем пур. Халăх хушшинче çак уявсем питĕ анлă сарăлнă: Çĕнĕ çул, Сурхури, Мăнкун, Çăварни... Педагогсем ачасене пур уявпа та паллаштарма тăрăшаççĕ, пĕрле савăнăçлăн паллă тăваççĕ, уяв лару-тăрăвне туяççĕ.
"Тĕп ĕçе 5-7 çулхи ачасемпе йĕркелетпĕр. Эпир шкул çулне çитмен ачасемпе хамăр çĕршывăн хăватлăхĕ, унăн пуянлăхĕ, çутçанталăкĕ çинчен кала-çусем ирттеретпĕр. Вĕсене Раççей территорийĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем пурăннипе тата вĕсен хăйсен йăли-йĕрки, уявĕсем пуррипе паллаштарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Хамăр историе, хамăр çĕршыва тата йăла-йĕркесене юратар! Тата пирĕн чи пĕлтерĕшлĕ ĕç - çаксене пурне те хамăр ачасем патне çитересси, вĕсене туйма пулăшасси. Ачасем йăла-йĕркесене пĕлсе, хисеплесе ỹсчĕр. Енчен те халĕ пирĕнтен кашниех хамăрăн мĕн пуррине кăштах та пулин хаклама, ăна ачасене парса хăварма тата ăна йăлтах упраса пыма пĕтĕм вăя хума тытăнсан, пире çутă малашлăх кĕтет!" - теççĕ хальхи вăхăтра вăтам ушкăнри ачасемпе ĕçлекен Ирина Михопаркинапа Юлия Матвеева педагогсем.
Надежда МИДАКОВА
Ноябрь 2024 |