Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

ДРОВА колотые:

дуб, береза, липа.

Доставка.

Тел.: 8 965 687 75 57

8 908 307 01 21

(16+)



 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Элеменкинсем - спортпа туслă çемье

Категория: Общество Опубликовано: 11.10.2024, 15:06 Просмотров: 8

Нумаях пулмасть "Хастар" спорт шкулĕн стадионĕнче мероприяти иртнĕ. Унта округри спорта кăмăллакан чылай çемье хутшăннă. Вĕсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай салинче тĕпленнĕ Арина Михайловнăпа Сергей Владимирович Эле-менкинсен çемйи те пулнă. Асăннă мероприятире ăмăртусене хутшăнса Элеменкинсен çемйи лайăх кăтартупа палăрнă. Хаклă вулаканăм, эсир те асăрханă ĕнтĕ, Элеменкинсене округра иртекен кашни спорт мероприятийĕнчех курма пулать. Савăнсах пĕлтерес килет, Арина Михайловна та, Сергей Владимирович та ачаранах спортпа туслă. Вĕсем шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăннă. Халĕ вĕсен ачисем те, Егорпа Валерия, пĕчĕклех спортпа туслă.

Арина Михайловна 1997 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче кун çути курнă, хĕр чухнехи хушамачĕ - Картмасова. 2002 çулта Шулю шкулĕнче пĕлỹ пухма тытăннă. 2006 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулне ăс пухма куçнă. Çивĕч ăслă хĕрача тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăннă, обществăлла ĕçсенче те хастарлăхпа палăрнă, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Н.Маловăн ятран паракан стипендине те илсе тăнă. Пултаруллă хĕр 2014 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулне ылтăн медальпе пĕтернĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Арина Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Унта вăл 2018 çулта "Дошкольное образование" специальноçе алла илнĕ. Çавăн пекех хастар хĕр, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче те пĕлỹ пухнă. Мухтанмалла, икĕ çĕрте ĕлкĕрсе пыма çăмăлах пулмасан та, Арина колледжа 2017 çулта хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 2020 çулта вара мал ĕмĕтлĕ хĕр Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче "Начальное образование" енĕпе магистратура пĕтернĕ.

2019-2021 çулсенче А.Элеменкина "Хĕвел" ача садĕнче воспитательте тăрăшнă. Маттур пике 2021 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулса тăнă. 2022-2023 çулсенче вăл Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕнче вăй хунă. Паянхи кун вара Арина Михайловна округри Пĕрремĕшсен юхăмне ăнăçлă ертсе пырать.

Арина Михайловнăн амăшĕ те, Ирина Николаевна Картмасова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Патьянова), округри спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнать. Вăл та шкул вăхăтĕнченпех спортпа туслă. Ирина Николаевна 1973 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Серенкасси шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл вăтам пĕлỹ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче илнĕ. Унтан Канаш хулинче медицина сестрин специальноçне алла илсе район больницинче ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун та Ирина Николаевна район больницинче тăрăшать. Çавăн пекех И.Картмасова 5 км çуран чупма кăмăллакансен округри клубĕн членĕ те.

Арина Михайловнăпа Сергей Владимирович Элеменкинсем 2017 çулта пĕр çемьене чăмăртаннă.

Сергей Элеменкин 1989 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче çуралнă. Туктамăшри шкулта вĕреннĕ хыççăн вăл Сарапульти экономика техникумĕнче бухгалтер профессине алла илнĕ. Унтан Мускаври экономика институтĕнче "Менеджмент" енĕпе пĕлĕвне ỹстернĕ. Ĕç стажне вăл районти Пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службин диспетчерĕнче пуçланă. С.Элеменкин 2012 çулта районти 33-мĕш пушар чаçĕн начальникĕн çумĕнче ĕçлеме тытăннă. 2020 çулта Сергей Владимировича асăннă пушар чаçĕн начальникĕ пулма шаннă. С.Элеменкин 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех районти пур спорт мероприятине хутшăнма тăрăшнă. 2006 çулта вăл районăн чи лайăх йĕлтĕрçи те пулнă.

Палăртмалла, Сергей Владимировичăн пиччĕшĕ те, Андрей Владимирович, спорта кăмăллать. Вĕсем иккĕшĕ те ултă çултах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă. Андрей Элеменкин çут тĕнчене 1988 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче килнĕ. Паянхи кун вăл та 33-мĕш пушар чаçĕнче тăрăшать.

Сергейпа Андрейăн ашшĕпе амăшĕ те, Любовь Леонтьевнăпа Владимир Федорович Элеменкинсем, спортпа туслă пулнă, тĕпренчĕкĕсене те ăмăртусене явăçтарнă.

Хĕрлĕ Чутайри Элеменкинсен çемйи республикăри "Папа, мама, я - спортивная семья" конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. 2002 çулта та районта Элеменкинсем "Туслă спорт çемйи" ята тивĕçнĕ.

Владимир Федорович 1959 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Питĕркасси ялĕнче кун çути курнă. Шкул вăхăчĕ çитсен ялти шкулта пĕлỹ пухма тытăннă. Вăтам пĕлỹ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче илнĕ.1977-1979 çулсенче Çар ретĕнче тăнă. Унтан Тула облаçĕнчи техникумра физкультура учителĕн специальноçне алла илнĕ. 1984-1989 çулсенче вăл Чăваш пат-шалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Владимир Федорович 1981-1982 çулсенче Атнар шкулĕнче ĕçленĕ. 1982-2006 çулсенче Туктамăшри шкулта ача-сене пĕлỹ панă. 2007 çултан вара Питĕркасси шкулĕнче тимлет. Çавăн пекех В.Элеменкин 1981 çултанпа спорт шкулĕнче тренер-преподавательте вăй хурать.

Владимир Федорович Любовь Леонтьевнăпа 1986 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче çемье çавăрнă.

Любовь Леонтьевна (хĕр чухнехи хушамачĕ - Веревкина) 1966 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Кỹпеш ялĕнче кун çути курнă. Питĕркасси шкулĕнче 8-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. 1983 çулта вăл Канашри медицина училищинче ăс пухма тытăннă. Любовь Леонтьевна 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен Çĕмĕрле хулинчи больницăра хирурги уйрăмĕнче медицина сестринче тăрăшнă.

Владимир Федоровичпа Любовь Леонтьевна паянхи кун мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Владимир Федорович тăрăшнине пулах ачисемпе мăнукĕсем пĕчĕклех йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма кăмăллаççĕ.

Арина Михайловнăпа Сергей Владимирович, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, çут тĕнчене ывăлпа хĕр парнеленĕ. Егор 2017 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă. Валерия 2021 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çуралнă.

Хĕллехи кунсенче спортпа туслă çемье яланах йĕлтĕр çине тăма кăмăллать.

Çапла çав, çемьере сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ пулсан, ачисем те спортпа туслă.

Элеменкинсене ăнăçу сунатпăр, малашнехи спортри çитĕнỹсем курăмлă пулччăр!

Алина ОРИНОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3