ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Юлашки шăнкăрав янăраса вĕренỹ çулĕ вĕçленнине пĕлтерчĕ пулин те Питĕркассинчи вăтам шкул картишĕнче ачасен сасси янăрать. Июнĕн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласах кунта шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли "Эколандия" лагерь ĕçлет.
45 ача лагере кашни кунах хаваспа çỹрет. Ултă воспитатель, спорт инструкторĕ, музыка ертỹçи тăрăшнипе кунта кăсăклă мероприятисем иртеççĕ. Кашни ачашăн, ĕç-пуçшăн яваплăха туйса лагерь ертỹçин тивĕçне Алена Дмитриевна Галкина пурнăçласа пырать. Людмила Владимировна Филиппова повар тата ăна пулăшаканĕ Ольга Дмитриевна Михопарова техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.
Ял библиотекарĕ Оксана Николаевна Мидушкина шăпăрлансемшĕн яланах кĕтнĕ хăна. Шăпах вăл йĕркелесе ирттернĕ "Иш, ачалăх карапĕ" ăспа тавçăрулăх програм-минчен пуçларĕ те лагерь хăйĕн ĕçне. Лагерь кун йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлет. Кашни çĕнĕ кун ирхи зарядкăран пуçланать. Кунта ачасем музыка, спорт енчен аталанма пултараççĕ. Çутçанталăка юратма, тăван тав-ралăха упрама хăнăхса пыраççĕ. Сиплĕ курăк пуçтарса вырăнти хатĕрлев кантурне çитерсе параççĕ. Патриотизм туйăмне аталантарас тĕлĕшпе те пысăк ĕç тăваççĕ.
Лагерьте ачасен сывлăхне çирĕплетес, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕрентес тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Кашни кунах çак тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. "Фликер - пирĕн юлташ", "Хăрушсăрлăх азбуки", "Асăрханăр çул çинче!" тата ытти занятисенче ачасем тимлĕхе çухатмалла марри çинчен аса илсех тăраççĕ.
Ачасем "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне кун сиктерсе çỹреççĕ. Унта хаваспах тренажер залĕнче çан-çурăма, кĕлеткене çирĕплетеççĕ, бассейнра ишсе савăнаççĕ. Лагерьте кашни кунах кулăш-шỹт, ташă-юрă, вăйă-кулă хуçаланать.
Т.ХОХЛОВА, Л.ЖУКОВА, "Эколандия" лагерь воспитателĕсем.
Сентябрь 2023 |