Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

РАБОТА 

В редакцию требуется уборщица-курьер. 

Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62

 

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кăранташран пуçласа, е пирĕн "хаклă" ачасем

Категория: Образование Опубликовано: 24.08.2018, 10:01 Просмотров: 686

Август уйăхĕ те вĕçленет. Сентябрĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Каннă тата ỹснĕ ачасем валли шкул алăкĕсем уçăлĕç. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене шкула валли хатĕр-ленĕ ĕнтĕ. Ĕлкĕрейменнисем интернет-лавккасенчи сайтсене васкавлăн тишкереççĕ, шкул ярмăрккисене, суту-илỹ вырăнĕ-сене çитсе тавар суйлаççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлеме ашшĕ-амăшĕн мĕн чухлĕ тăкакланма тивет-ши?

Пĕлỹ кунĕ умĕн Чăвашстат специалисчĕсем республикăра пурăнакансене хăш-пĕр шкул таварĕсен вăтам хакĕсемпе паллаштарасшăн. Туянмалли тавар-сен пысăк списокĕнче çи-пуç пĕрремĕш вырăн йышăнать. Июль уйăхĕнче арçын ачасен çиелти кĕпине 622 тенкĕпе, йĕмне 1374 тенкĕпе туянма пулатчĕ. Хĕрачасен блузки вăтамран 1188 тенкĕ тăнă, юбка - 831 тенкĕ. Унсăр пуçне пикесене валли тĕрлĕ аксессуарсем, çỹç тыттармалли япаласем туянмалла.

Физкультура урокĕсене çỹреме спорт костюмĕпе кроссовки кирлĕ. Вĕсен хакĕсем те йỹнĕ мар - 1562 тата 1090 тенкĕ. Кĕркунне çанталăк улшăнса тăнине кура ачасем валли ăшă япаласем те туянмалла: джемперăн вăтам хакĕ - 1022 тенкĕ, курткăн - 3092 тенкĕ, хĕллехи атăн - 2907 тенкĕ. Чăлха-нуски илме те самай тăкакланма тивет. Списокри тепĕр пункт - рюкзак тата тетрадь-ручка. Шкул рюкзакĕн вăтам хакĕ - 2239 тенкĕ. Унсăр пуçне тетрадьсем (кашни 6 тенкĕ), ручкăсем (16 тенкĕ), кăранташсем (11 тенкĕ), альбом (72 тенкĕ), фломастер (106 тенкĕ) кирлĕ. Çавăн пекех информаципе коммуникаци таварĕсем пулмалла: смартфон (7522 тенкĕ), компьютер е ноутбук (25644 тенкĕ). Списока чĕрĕ чечек çыххи (72 тенкĕ) вĕçлет. Пĕтĕмлетỹ тума вăхăт: çи-пуç, канцтаварсене тата шкула валли кирлĕ ытти япаласене туянтăмăр. Чи кирли кăна юлчĕ - лайăх кăмăл-туйăм, вĕренес туртăм.

Чăвашстат материалĕсем тăрăх А.АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий