ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
ООО " П И Т А Н И Е"
Красночетайского райпо требуются:
ОФИЦИАНТ, ПОВАРА, КУХОННЫЙ РАБОТНИК, КОНДИТЕР, БУФЕТЧИК
Тел.: 2-16-91
П Р О Д А Е М
3-н е д е л ь н ы х б р о й л е р о в.
Тел. 8 996 852 44 76
Уважаемые ветераны
Красночетайского отделения ЧР ГСВГ и ВД!
Поздравляем Вас с праздником
и приглашаем на сборы
9 июня 2023 г. в 10 часов
у Стелы в с. Красные Четаи.
Красночетайское отделение ГСВГ-ВД.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кун-çула юратнă ĕçпе ирттерни темрен паха. Чун килĕштернĕ ĕçре кăна ĕç ăнать, хисеп çĕнсе илме пулать. Çакна харпăр хăй профессийĕпе нумай çул тăрăшса ĕçлекенсем çирĕплетсех калама пултараççĕ.
Акă район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалистĕнче ĕçлекен Алефтина Николаевна Дадюкова ĕçтешĕсен хисепне çĕнсе илнĕ. Сăмах май, кунта вăл 2006 çултанпа тимлет. Ĕç биографине вара Алефтина Николаевна 1999 çулта "Путь Ильича" колхозра бухгалтерта пуçланă. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексне аталантарассине тỹпе хывнăшăн вăл кăçалхи ялхуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Сумлă наградăна ăна ЧР çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева парса чысларĕ.
Алефтина Николаевна - пысăк квалификациллĕ специалист, хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать, ĕçтешĕсем хушшинче пуçарулăхпа палăрса тăрать. Çав хушăрах çултан-çул хăйĕн професси ăсталăхне ỹстерме тăрăшать вăл. Коллективпа пĕр чĕлхе тупса вăй хунипе вара ĕç кăтартăвĕсем те ỹссе пыраççĕ.
А.ВАСЮКОВА.
Июнь 2023 |