Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

КИРОВСКАЯ ОБУВНАЯ ФАБРИКА

25 ОКТЯБРЯ  в РДК с 10 до 15 часов  состоится 

распродажа обуви  из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт. 

(16+)

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕр класра выляса ỹснĕскерсем

Категория: Образование Опубликовано: 14.07.2017, 13:09 Просмотров: 956

Шкул пурнăçĕ мĕнле пуçланнине, тĕнче касма хăçан тытăннине аса илес тесе июлĕн 7-мĕшĕнче Серенкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан 35 çул каялла пĕр класран вĕренсе тухнă тантăшсем тĕлпулăва пухăнчĕç. Чăнах та, ăçта-ши вăл пуçламăшсен пуçламăшĕ? Пĕр хурав çеç - пĕтĕмпех ачалăхра, тăван килте, шкулта. Çулсем иртеççĕ, пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла ыткăнать.

Шкулта вĕреннĕ тапхăра тĕлĕкри пек çеç йăл кулса аса илетпĕр. Анчах та шкул хыççăнхи çĕнĕ пурнăç вăхăтне вара шухăша кайса тимлетпĕр. Шкулта, парта хушшинче пĕлỹ тĕнчине шĕкĕлчеме тытăннă çĕрте, паллах, чи малтан пĕрремĕш учитель пысăк вырăн йышăнать. Вĕсен вара çирĕп вĕрентекенĕ Мария Захаровна Яковлева пулнă. Пуçламăш класра 21 арçын ачапа 11 хĕрачана пĕлỹ тĕнчипе илсе пыма тытăннă. Аслăрах çулсенче çак йĕркесене çыраканăн та вĕсен класс ертỹçи пулма тỹр килчĕ.

Класра арçын ачасем нумай пулнăран спорт вăййисем тата техника таврашĕпе кăсăкланасси малти вырăнтаччĕ. Уйрăмах футбол тата хоккей выляссипе маттурччĕ. Вĕсем районти тата республикăри ăмăртусене хутшăнса çитĕнỹсем тăватчĕç. Николай Матвеевпа Олег Ягодейкин вара 60, 100, 200 метр чупассипе, тăршшĕне тата çỹллĕшне сикессипе районта темиçе хут та малтисен ретĕнче пулчĕç, парнесене тивĕçрĕç. Ачасем çуллахи каникулта кашни çулах шкул çумĕнчи ача-пăча лагерĕнче, колхоз ĕçĕнче купăста, кишĕр тата пахча çимĕç çитĕнтерме пулăшатчĕç. Пурнăç - вĕçĕмсĕр аталану. Çулсем иртнĕ май вĕренекенĕмсем кашниех хăйĕн вырăнне тупса килĕ-шекен професси суйларĕç. Вĕсем хушшинче инженер та, бухгалтер-экономист тата ытти професси çыннисем те пур. Кашниех хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни, ырă ят-сумпа пурăнни савăнтарать.

Пурнăç çулĕ, шел те, пĕр тикĕс килмест. Пĕр класра вĕреннисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тантăшĕсене аса илсе çурта çутрĕç, шăп тăчĕç.

Хăшĕсене пурнăç çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне илсе çитернĕ. Акă Олег Бахметьев салтак аттине хывнă хыççăн Владивосток хулинче тымар янă. Паянхи кун карапсем тăвакан заводра вăй хурать.

Зоя Чумбейкина Шупашкарта экономиста вĕренсе тухнă хыççăн Коми Республикине пурăнма кайнă. Зоя Стекольщикова Аслă Новгород хулинче уйрăм предпринимательте тăрăшать.

Нина Ямброськина, Тамара Артемьева банк тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕ, халĕ район администрацийĕн бухгалтери уйрăмĕнче вăй хураççĕ. Николай Мидушкин шкул хыççăн ялхуçалăх специальноçне алла илнĕ, тăван колхозра тĕп инженерта ĕçленĕ, халĕ - Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ.

Олег Ягодейкин - патвар та хастар каччă - строителе вĕреннĕ, хĕç-пăшаллă вăйсен ятарлă уйрă- мĕнче (ОМОН) службăра тăнă, Чечен, Дагестан республикисенче темиçе хутчен те пулнă. Паянхи кун рота командирĕ, отставкăри майор тивĕçлĕ канура, Шупашкарта пурăнать. Николай Матвеев, Владимир Ярылкин водитель ĕçне килĕштернĕ.

Александр Ямброськин, Геннадий Абрамов, Владимир Мидушкин тата ыттисем строитель, слесарь йышши профессисемпе ĕçлеççĕ. Людмила Смирнова, Галина Ярылкина, Любовь Фондеркина, Надежда Фондеркина пурнăçĕсене сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Римма Большакова, Светлана Ямброськина çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас пархатарлă ĕçре тăрăшаççĕ.

35 çул каялла Серенкасси шкулĕнче ача-пăча хĕвĕшнĕ кăна, кунта пилĕк пысăк ялтан вĕренме çỹренĕ. Вĕсемшĕн шкул савăнăç кỹрекен вырăн шутланнă. Тантăшсем хăйсене вĕрентнĕ учительсене Н.С. Абакумована, А.М.Ярадаевана, Н.А. Волкована, И.Я.Данилова, О.Н.Кириллована, Н.И.Кудряшова, Н.А. Родионована тата ыттисене ăшшăн аса илчĕç, тарăн пĕлỹпе тĕрĕс воспитани панăшăн тав сăмахĕсем каларĕç. Асаилỹсемсĕр пуçне тĕлпулăва пухăннисем паянхи пурнăç çинче чарăнса тăчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ кукаç-кукам, асаттепе асанне пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хăшĕсем, шел те, тĕрлĕ сăлтавсене пула тантăшĕсемпе тĕл пулаймарĕç. Çапах та тантăшсен туслăх кĕперĕ яланах çирĕп пуласса шанса тăратăп.

Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3