Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕрентỹ пахалăхне сỹтсе яврĕç

Категория: Образование Опубликовано: 30.08.2019, 12:50 Просмотров: 520

Августăн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта районти педагогсен августри конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне районти шкулсемпе ача сачĕсен, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн ĕçченĕсем, ветеран-педагогсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах педагогсем хăйсем мĕнле предметсем вĕрентнине кура ушкăнăн-ушкăнăн пайланса калаçрĕç, хăйсен ĕçĕн пахалăхне ỹстерес тесен мĕн тумаллине сỹтсе яврĕç. Унтан Хĕрлĕ Чутай шкулĕн акт залĕнче педагогика конференцийĕн чыслав пайĕ пуçланчĕ.

Мероприятие пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Чăваш Республикинчи çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç, çывхарса килекен çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче çитĕнỹсем сунчĕç.

Ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре курăмлă ĕçлесе пыракан педагогсене наградăсем парса хисеп турĕç.

Çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Атнар шкулĕн директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Алина Ивановна Канцелярова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ Алина Геннадьевна Магаськина, Çĕн Атикасси шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Ираида Валерьевна Смирнова, "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Михайловна Тимкина Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

"Пилеш" ача сачĕн заведующийĕ Татьяна Александровна Карпова, Атнар шкулĕн социаллă педагогĕ Галина Андреевна Спиридонова, Çĕн Атикасси шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Алина Анатольевна Ильина çитĕнекен ăрăва пĕлỹпе воспитани парас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн, районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăннăшăн "Единая Россия" партин Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ячĕпе Шулю шкулĕн çамрăк учительне Анатолий Вячеславович Архипова "Манăн пуласлăх - Чăваш Енре" çамрăксен проекчĕсен конкурсне хутшăннăшăн Свидетельство пачĕç.

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре ăнăçу тунăшăн "Хĕвел" ача сачĕн заведующийĕ Алена Леонидовна Васильева, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн биологи учителĕ Елена Николаевна Орлова, вырăс чĕлхипе литература учителĕ Надежда Геннадьевна Белова, Çĕн Атикасси шкулĕн математика учителĕ Алиса Васильевна Дерстуганова район пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçе кăтартуллă пурнăçласа пынăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотине Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Вероника Николаевна Архипована, "Пучах" ача сачĕн заведующине Галина Дмитриевна Николаевана, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн историпе обществознани учительне Анна Павловна Тихонована, Мишеркасси шкулĕн пуçламăш классен учительне Светлана Витальевна Васюкована, Çĕн Атикасси шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учительне Ираида Леонидовна Евсеевана парса чысларĕç.

Профессире пысăк ăсталăхпа палăрнăшăн Атнар шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Людмила Николаевна Мадебейкина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учителĕ Галина Александровна Мидюкова, Хусанушкăнь шкулĕн математика учителĕ Елена Васильевна Яхатина, Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Светлана Владимировна Лукина район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç.

Мăн Этмен шкулĕн истори учителĕ Владимир Владимирович Кабардаев тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ Наталья Ярославовна Сидорова вĕрентỹ ĕçченĕсен районти профсоюз уйрăмĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç.

Çавăн пекех конференцире "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлеме пуçланă çамрăк специалистпа - музыка ертỹçипе Наталья Юрьевна Соловьевапа паллаштарчĕç.

Йăлана кĕнĕ конференцие пухăннă педагогсене Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче тата Ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31