Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!

Категория: Общество Опубликовано: 18.11.2022, 14:08 Просмотров: 641

Хĕрлĕ Чутай салине 1582 çулта йĕркеленĕ. Вăл мĕнле пуçланса кайни пирки темиçе сас-хура çỹрет. Пĕр халап тăрăх, ку тăрăха тахçан Етĕрне районĕнчен хĕрлĕ сухаллă Чутай ятлă çын куçса килнĕ. Хĕрлĕ Чутай тени çакăнпа çыхăннă та тесе калакансем чылай.

Хĕрлĕ Чутай районĕ Чăваш Енĕн хĕвеланăç енче вырнаçнă. 18-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Чутай халăхне христиан тĕнне йышăнтарнă. 1782 çулта прихут çыннисен пулăшăвĕпе Христос Чĕрĕлнĕ ятпа Николай Чудотворец ячĕллĕ чиркỹ çĕкленĕ. Çавăнтанпа Хĕрлĕ Чутай Воскресени сали пулса тăнă. 1802 çулта чултан чиркỹ çĕкленĕ.

Малтанах эпир Чулхула кĕпĕрнин Кăрмăш уесне кĕнĕ. 1927 çултанпа вара район хăй тĕллĕн Хĕрлĕ Чутай районĕ ятпа çỹрет. Паянхи кун районта 10 ял тăрăхĕ 70 яла пĕрлештерсе тăрать. Района ертсе пыраканĕсем - Владимир Петрович Ярайкин тата Иван Николаевич Михопаров.

Тăван тавралăх илемне куçпа курмалла, шыв, вăрман, кайăк сассине хăлхапа илтмелле, асамлăхне чунпа туймалла. Ку тăрăхра вара кун пек пулăм темĕн чухлех. Пирĕн район çĕрĕсем урлă Степан Разинпа Емельян Пугачев çарĕсем иртсе кайнă. Вĕсем чарăннă вырăнсене Стенька Разин тата Емельян Пугачев сăмсахĕсем теççĕ.

Пĕрремĕш Петĕр патша 1718 çулта кăларнă хушăвĕпе Чутай тăрăхĕнчи вăрмансенчен лаштра юмансене касса карапсем ăсталанă çĕре ăсатнă. Çавăнпа халăхра "Парăс çулĕ" тенине илтме пулать.

1724 çулта вара Хĕрлĕ Чутай халăхĕ Пĕрремĕш Кĕтери патша патне çыру çырать. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнче шыв арманĕсем тăвасси пирки пĕлтереççĕ. Христос тĕнне йышăннăшăн Кĕтери патша вĕсен ыйтăвне пурнăçлать.

1941 çулхи кĕркунне фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарсан, çĕршывра Хусанпа Сăр хỹтĕлев чиккине тума пуçланă. Сăр хỹтĕлев сооруженийĕ Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай тата Çемĕрлепе Улатăр районĕ-сенчи ялсем çумĕпе иртсе кайса Чăваш АССР чикки таран тăсăлнă. Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккине çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тỹпине çак цифрăсемпе хаклама пулать: тăшман танкĕсене хирĕçле хатĕрленĕ чăрмав 380 çухрăма çитнĕ - 1500 çĕр пỹрт, 80 километр окоп, хỹтĕленсе çапăçма çирĕплетнĕ 1600 вырăн. Çак ĕçе 171450 пине яхăн çын хутшăннă. "Хỹтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерỹшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, çитес ăрăвăн та асра тытмалла. Хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла", - Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла чĕнсе калать.

Чи малтан район аталанăвĕнче тивĕçлĕ йĕр хăварнă ентешсене палăртса хăварас килет. Вĕсен йышĕнче Совет Союзĕн геройĕсем - Иван Васильевич Индряковпа Алексей Романович Логинов, Социализмла ĕç геройĕсем - Александр Дмитриевич Смалайкинпа Дария Никитична Григорьева, çыравçăсем - Петр Алексеевич Ялкир (Тихонов), Иван Иванович Лисаев, Василий Иванович Лебедев, Александр Артемьевич Угольников, Николай Иванович Чурбай (Колюшкин), обществăлла деятельсем - Степан Степанович Данилов, Петр Васильевич Ивантаев, Венера Петровна Большова, Максим Иванович Коротков, педагогсем - Ефим Антонович Данилов, Иван Яковлевич Вазяков, Степан Иванович Данилов, Илья Николаевич Яштайкин, Геннадий Иванович Воронцов, Иван Яковлевич Данилов, культура ĕçченĕсем - Валерий Афанасьевич Важоров, Николай Алексеевич Элле, Станислав Алексеевич Кондратьев, Ирина Алексеевна Садовникова, Иван Николаевич Охливанкин тата ыттисем те.

Эпир хамăр районăн паллă çыннисемпе чунтан мухтанатпăр. Пирĕн ентешсем паянхи кун та район тулашĕнче тивĕçлĕ ĕçре тăрăшса район аталанăвне те витĕмлĕ тỹпе хываççĕ - Олег Алексеевич Николаев, Вячеслав Аркадьевич Борисов, Александр Николаевич Кузнецов, Александр Юрьевич Иваницкий, Земфира Кузьминична Яковлева, Вячеслав Николаевич Оринов, Николай Александрович Котеев, Валерий Вячеславович Котеев, Елена Николаевна Грузинова тата ыттисем те. Паллă çынсем пирĕн районта татах та нумай. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех нумаях пулмасть кун çути курнă "Хĕрлĕ Чутай энциклопедийĕ" кĕнекере вуласа пĕлме пултаратăр. Тăван енпе паллашмаллине сăмахпа çырса-ăнлантарса пама май çук. Курмалли, пĕлмелли вырăн пирĕн тăрăхра татах та нумай. Килсе курăр хăнана, эпир хапăл яланах.

Евгения НИКИФОРОВА, Мăн Этмен шкулĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1