Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Строительствăри тỹпи пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 21.07.2017, 08:43 Просмотров: 1051

Çĕн Ирчемес ялĕнчен сахал мар паллă çын тухнă. Чи малтанах район гимне çыракан Петĕр Ялкир çыравçă, район хаçачĕн редакторĕ пулнă Михаил Назаров, Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ хăмлаçи Филипп Яхатин тата ыттисем. Çак ялти Филипп Макарович Яхатин учитель çемйинче Николай çуралнă - вăл вунпĕр ачаран пĕри. Йышлă çемьерен пилĕккĕшĕ кăна чĕрĕ юлнă. Вăрçă вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ чирсене, апат-çимĕç çуккине пула вилнĕ.

Кольăна та çăмăл пулман, çăкăр мĕнле пулнине вăл пĕчĕклех пĕлсе, вĕренсе ỹснĕ. 16 çулта вăл тăван ялтан Караганда хулине Сăрт-ту промышленноçĕн училищине вĕренме кайнă. Ăна пĕтерсен ĕçе вырнаçнă, кайран виçĕ çул Германири Дрезден хулинче совет çарĕсен ушкăнĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Служба вĕçленсен вăл тăван яла килнĕ, авланнă, çурт лартнă. Салтакран килнĕ çамрăк "Хĕрлĕ Чутайри сельхозтехника" пĕрлешỹре водительте ĕçлеме пуçланă, каярахпа автомеханикра вăй хунă. Çакăнта ăна пĕрле ĕçлекенсем ашшĕ ячĕпе чĕнме пуçланă. Тăрăшулăхĕпе çивĕч ăс-тăнне кура ăна тĕп инженер пулма шаннă, унтан - производство управляющийĕн çумĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче "Сельхозтехника" паркĕ 100 единица техникăпа пуянланнă, территорине асфальт сарнă, диспетчер пункчĕн çуртне тунă тата ытти те.

1977 çулта СССР Правительстви ĕç хушнине пурнăçланă май Николай Филипповича "Чуваштранссельхозтехника" автоколонна начальникĕ пулса Белгород, Саратов тата Ульяновск облаçĕсене тыр-пул пухса кĕртме янă. Николай Яхатин çав вăхăтсенче виçĕ ачаллă çемьене хăварса уйăхĕ-уйăхĕпе аякра ĕçлесе пурăннă. Техника ванмасăр пулман, япăх çанталăк тата йăлари йывăр усло-висенче, кунĕн-çĕрĕн тар тăкса тĕштырă пухса илнĕ вĕсем. 1978 çулта Ульяновск облаçĕн ĕçтăвкомĕ ыйтупа тухнипе 34 çулхи Николай Яхатина Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденĕпе наградăланă. Çавăн пекех Николай Филипповичăн Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти, "Ĕç ветеранĕ" медаль тата ытти юбилей медалĕсем пур. Николай Яхатин "Чувашколхозстройотделение" районти строительство организацийĕн ертỹçинче ĕçленĕ вăхăтра районта выльăх-чĕрлĕх усрамалли, культурăпа социаллă, пурăнмалли çуртйĕрĕн 70 процентне çĕкленĕ.

1990 çулта Николай Филиппович районта малта пыракан "Колос" колхоза ертсе пыма пуçланă. 1997 çулта ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулма шаннă. Çав çулсенче шăпах районти нумай яла кăвак çулăм илсе çитернĕ. 2005 çулта Николай Яхатин тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулсан та килте канлĕ лараймасть, вăл районти АПК ветеранĕсен Канашĕн председателĕнче тимлет. Икĕ çул каялла вăлах Германире совет çарĕсен йышĕнче службăра тăнă салтаксен пуçаруллă ушкăнне йĕркеленĕ. Олег Николаевич Зайцев, Петр Леонидович Почейкин, Владимир Петрович Кудряшов воин-интернационалистсемпе пĕрле укçа пухса район администрацине палăк лартас ыйтупа тухнă. Администраци ыйтăва ырланă хыççăн Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçисен кунĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче 1945-1994 çулсенче Германире службăра тăнисен ячĕпе палăк уçнă. Сăмах май, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчен пуçласа пысăках мар Хĕрлĕ Чутай районĕнчен 200 яхăн çын ют çĕршывра салтак тивĕçне пурнăçланă. ГСВГ ветеранĕсен председателĕ пулма пĕр шухăшлăн пулса Николай Яхатина суйланă.

Николай Филипповичпа мăшăрĕ виçĕ ача çуратса ỹстернĕ: ывăлĕ Владимир - подполковник, шалти ĕсен министерствинче ĕçлет, хĕрĕ Галина - федераллă судья, кĕçĕнни Лина - Мускав çывăхĕнче пурăнать, пысăк сĕт заводне ертсе пырать. Август уйăхĕнче Николай Филипповичпа Зоя Яковлевна Яхатинсем çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитнине уявлĕç. Район аталанăвне пысăк тỹпе хывнă, унăн историйĕнче тарăн та пĕлтерĕшлĕ йĕр хăварнă çыннăмăра, унăн çемйине ырлăх кăна сунас килет.

С.БАРИНОВ, "Вăрçă ачисем" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2