Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕçленме пĕлмен юсав...

Категория: Общество Опубликовано: 26.07.2017, 08:19 Просмотров: 1052

Эрне ĕнтĕ район центрĕнчен е Шупашкар енчен килекен автоçул çинчен Ишеккассипе Тумликассине каякансем асфальта каса-каса тухнă çакăн пек çулпа çỹреççĕ. Унччен те çулĕ шăтăк-путăклăччĕ-ха, халĕ вара çул юсакансем вĕсене касса тухрĕç те шăтăксен тĕпне вак чул хурса тухрĕç. Хурса тухрĕç те - кун пирки манса кайрĕç пулас... - "Юсав ĕçĕсем пыраççĕ текен" паллă лартасчĕ хуть, ни çуран утма, ни машинăпа кĕрсе-тухма, - пăшăрханăвне пытармаççĕ ишеккассисемпе тумликассисем ялĕсене çакăн пек çулпа çỹренĕ май. - Миçе машина урапи ванмарĕ пуль ăнсăртран çак шăтăксене кĕрсе ỹксе? Аякран курăнмаççĕ-ха та вĕсем. Тĕттĕмленсен çỹреме чĕр тамăк... Хăçан йĕркеллĕ çул пулĕ-ши пирĕн паталла?

Çынсен пăшăрханăвне ăнланма пулать. Чăннипех ыйту çине ыйту çуралать ку çула курсан. Ун çинчи юсав ĕçĕсене "Стройресурс" ТЯО пурнăçлать иккен. "Пурнăçлать" тени тĕрĕс пулать-ши тепĕр тесен? Иртнĕ эрнере ĕçне пуçларĕç те таçта кайса çухалчĕç. Те техника çук ĕнтĕ ĕçе вĕçне çитерме? Техника та, ĕçлекенсем те çук пулсан çула юсама мĕншĕн йышăнмалла пулнă? Е вăхăт çук-ши? Халĕ çанталăк питĕ çумăрлă тăрать те, темиçе кун хĕвел пăхнипе туллин усă курса юлмалла пуль? Ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи пиллĕкчен кăна ĕçлемелле мар пуль кун пек хĕрỹ вăхăтра? Тепĕр тесен, асăннă подрядчиксем ку çул çинче каçхи пиллĕк-чен ĕçлени те сисĕнмест-ха... Хăш-пĕр подрядчиксем тата "каккуй çул тума, хĕвел пăхнипе усă курса килте утă туса юлмалла" теççĕ иккен. Эпир пурте кашни хăйĕн ĕçĕнче ĕçлетпĕр. Кашниех утă тумалла тесе хăйĕн ĕçне пăрахсан мĕн пулать?

Çулсем çинчи юсав ĕçĕсем ахаль те тăсăлса кайрĕç районта, кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та эрнесерен ирттерекен планеркăсенче аса илтерсех тăрать. Райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Алексей Ильин пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра "Стройресурс" ТЯО Хăмарккари çулсем çинче юсав ĕçĕсене пурнăçлать. Унти ĕçсене вĕçлесенех Ишеккассипе Тумликассине кĕрекен çул çинчи ĕçĕсене малалла тăсĕ. Çакна илтсен каллех шухăша каятăн - пĕр ĕçе вĕçлемесĕрех теприне тытăнмаллах пулнă-ши подрядчикăн? Вĕçленме пĕлмен юсав ĕçĕсем çынсене мĕн тери чăрмав кỹнине мĕншĕн ăнланмаççĕ? Ахальтен мар пулĕ районти ытти çулсем çинче те асфальта каса-каса хăварнă вырăнсем пур тесе пĕлтереççĕ пире. Подрядчиксен çулсем çинчи шăтăк-путăка картланипе кăна çырлахмалла мар, çул хĕрринчи курăка та çулсах тăмалла. Асăннă çул çинче ку ĕçе пурнăçлани те сисĕнмест-ха. Икĕ ялта пурăнакансем килĕсене хăçан ванса пĕтнĕ çулпа е унăн хĕррипе мар, йĕркеллĕ асфальт çул тăрăх çỹреме пуçлĕç?

Алина ИТТИ.

ФОТОРЕПОРТАЖ

ÇАВ ХУШĂРА:

Тăрăшсан ĕç пулать

Ял урамĕсенчи çулсене пăхса тăрассишĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕ-сем яваплине пурте пĕлетпĕр. Çакна тĕпе хурса эпир кăçал Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацине Енкĕлт ялĕн Тĕп урамĕн пĕр вĕçĕнчи çула юсаса пама ыйтрăмăр. Эпир, çак урамра пурăнакансем, çул çуккипе тахçанах нушаланатпăр. Уйрăмах йĕпе-сапара пирĕн пата кĕрсе-тухма хĕн. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Волков пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕ. Вăл тата Александр Мадебейкин тракторист тăрăшнипе çула юсаса пачĕç, çырма еннелле пăрăх та хурса хăварчĕç. Халĕ кунта сарма плитасем илсе килчĕç, çитес вăхăтра вĕсене те сарса парасса шанатпăр. Тен, пирĕн урамри пĕвене тасатма та хал çитĕ. Ял çыннисен те çулталăкăн пур вăхăтĕнче те йĕркеллĕ çулсемпе çỹрес килет. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче çакна ăнланса ĕçлени пире савăнтарать, малашне те çаплах пуласса шанас килет пирĕн.

Енкĕлт ялĕнчи Тĕп урамра пурăнакансем.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1