ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
1917 çулччен район территорийĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Кăрмăш уесĕн тытăмне кĕнĕ, икĕ вулăсран тăнă. Район статусне вăл 1927 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче илнĕ. Унăн центрĕ, историксем палăртнă тăрăх, 1582 çултах никĕсленнĕ. Хĕрлĕ Чутай сали республика тĕп хулинчен Шупашкартан 98 çухрăмра вырнаçнă. Пирĕн тăрăх 68 пин гектар ытла лаптăк йышăнать, Етĕрне, Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсемпе чикĕленсе тăрать. Районта 70 ял, 10 ял тăрăхĕ шутланать. Пĕтĕмпе 14 пин ытла çын пурăнать.
Паянхи куна районта 9 ялхуçалăх предприятийĕ, райпо тата социаллă инфратытăмăн ытти объекчĕсем ĕçлеççĕ. Чутай тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 8020 çын тухса кайнă. Çурри ытла, 4036 çын, хаяр вăрçă хирĕ-сенче пуçĕсене хунă. Вĕсенчен иккĕшĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ: И.В.Индряков, А.Р.Логинов. Районта Социализмла Ĕç Геройĕ ята илнисем иккĕн: Д.Григорьева тата А.Смалайкин.
2012 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче хальхи йышши физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ. Ăна савăнăçлă майпа уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата чăвашсен спорт элити хутшăнчĕç. Çавăн пекех 2012 çулта Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çумĕнче 240 ача валли вĕренỹ корпусĕ уçăлчĕ. 2011-2015 çулсенче районти вĕренỹ организацийĕсене тĕпрен юсама 21,7 миллион тенкĕ уйăрчĕç, ултă шкула юсарĕç.
2012 çулта район историйĕнче пĕрремĕш хут Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче кадетсен класĕ уçăлчĕ. Пилĕк çул хушшинче кадетсен "Авангард" класĕ республикăра чи лайăххисенчен пĕри пулса тăчĕ: "Кĕркуннехи кадетсен тĕрĕслевĕ" строй смотрĕнче виçĕ хут çĕнтерỹçĕ, салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадинче _ виçĕ хут, салтак çулне çитмен çамрăксен пĕчĕк калибрлă винтовкăран пульăпа пемелли ăмăртура - икĕ хут, çарпа ĕçлевĕн нумай енлĕ республикăри ăмăртăвĕнче _ тăватă хут, "Çĕршыва хỹтĕлеме хатĕрленетпĕр" кадет класĕсен республикăри смотр-конкурсĕнче виçĕ хут çĕнтерỹçĕ, 2014 çулта Анапăри Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен "Президент ăмăртăвĕсен" призерĕ, 2016 çулта Анапăра пулнă Пĕтĕм Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсен хатĕрленĕвĕн смотрĕн çĕнтерỹçи пулчĕ, 2013, 2016, 2017 çулсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри "Марш _ Çĕнтерỹçĕсене" смотрта çĕнтерчĕ, 2016 çулта Краснодар хулинче салтак çулне çитмен çамрăксен Раççейри Спартакиадин вице-чемпионĕ пулчĕ.
2015 çулăн юлашки кунĕ район пурнăçĕн-че тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕ _ "Хĕвел" ача сачĕн çĕнĕ корпусĕ уçăлчĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче, тĕп чиркỹрен инçех мар вырнаçнă. Ача сачĕ 160 ачана йышăнма пултарать. Учреждени территорине кĕрсенех эпир тĕрлĕ тĕслĕ вăйă картисене асăрхатпăр, пирĕн ачасем çавăн пек хăтлă, хальхи йышши ача садне çỹреме пултарнишĕн савăнатпăр. Ача садĕнче пĕтĕмпе сакăр ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсенчен кашнийĕнчех _ çутă, хальхи йышши сĕтел-пукан, вăйă тата çывăрмалли, апатланмалли пỹлĕмсем, музыка залĕ.
Ялхуçалăхĕнче те кăтартусем япăх мар. 2016 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе амбарлă виçепе 10307 тонна пухса илнĕ, çакă 2015 çулхинчен 1265 тонна ытларах. Çавăн пекех кĕрхи культурăсем акмалли лаптăксем самай пысăкланчĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсенчи ĕнесен продуктивлăхĕ те ỹсрĕ, 2016 çулта сĕт илесси ĕне пуçне вăтамран 5550 килогрампа танлашрĕ, çакă 2010 çулхипе танлаштарсан 2050 килограмм нумай-рах. Уйрăмах "Коминтерн" ЯХПК-ра сăвăм пысăк: кашни ĕнерен вăтамран 6573 килограмм сĕт суса илеççĕ. 2010 çулта кăтарту 4393 килограмм пулнă. 2010 çултанпа ялхуçалăх предприятийĕсен, хресченпе фермер хуçалăхĕсен ялхуçа-лăх объекчĕсене тума, реконструкцилеме, модернизацилеме 82 миллион тенкĕ хывнă. 2010 çулта "Коминтерн" хуçалăхра сысна ферми, 2011 çулта тырпул типĕтмелли çĕнĕ комплекс тунă. Çавăн пекех Трапайри сĕт комплексне реконструкциленĕ, 2012 çулта Сорăм фермине модернизациленĕ. 2013 çулта "Свобода", "Нива" хуçалăхсенче фермăсене реконструкциленĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем техника паркне те çĕнетсех тăраççĕ. Çичĕ çулта пĕтĕмпе 45 миллион тенкĕлĕх ялхуçалăх техники тата оборудовани туяннă. Çулран-çул районта фермерсен шучĕ ỹсни савăнтарать. Паянхи кун тĕлне районта çакăн пек 19 хуçалăха регистрациленĕ. 2011 çулта фермерсен шучĕ виççĕ кăна пулнă. Юлашки ултă çулта 6 фермер ĕç пуçарса яма, аталантарма 6 миллион тенкĕлĕх грант евĕр патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕ.
Çĕнĕ çурта пурăнма куçни - кашни çын, çемье пурнăçĕнче телейлĕ самант, унпа пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ çыхăннă. Районта 2011-2016 çулсенче 70 тăлăх ача, авариллĕ çуртри 10 çемье тата нумай ачаллă пĕр çемье çĕнĕ хваттерсен уççисене тỹлевсĕр илчĕç.
Хĕрлĕ Чутай райповĕ çулсеренех çĕнĕ объектсем уçать, суту-илỹ отрасльне аталантарас тĕллевпе пысăк укçа-тенкĕ хывать. 2010 çулта Атнарта, 2011 çулта Иккĕмĕш Липовкăра, 2013 çулта Пухтанкассинче, Чурпайра çĕнĕ лавккасем уçрĕ. "Янтарь" ТЯО-ра сивĕтмелли çĕнĕ оборудовани вырнаçтар- чĕ. 2014 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче "Непоседы" кафетерий çынсене йышăнма пуçларĕ. 2015 çулта Кив Атикассинче аптека уçăлчĕ. 2016 çулта "Встреча" кафере çамрăксене валли Wi-Fi-лă зал ĕçлеме пуçларĕ. Çавăн пекех кăçал район центрĕнче "Колибри" кафе уçăлчĕ.
Çулсеренех район больницинче юсав ĕçĕсем ирттерчĕç: 2010 çулта йышăну уйрăмĕнче, реанимаци тата ача-пăча уйрăмĕсенче, 2011 çулта - хĕрарăмсен консультацийĕнче, хирурги уйрăмĕнче, апат блокĕнче. 2013 çулта вара райбольница çурчĕн тăррине улăштарчĕç тата ытти ĕçсем те пурнăçланчĕç. 1974 çулта тунă инфекци уйрăмĕн çуртне юсав кирлĕччĕ. 2016 çулта ку çурта тĕпрен юсама май килчĕ. Унта тăватă миллион тенкĕ кайрĕ. Çапла инфекци уйрăмĕ шалтан та, тулаш енчен те тĕпрен улшăнса çĕнелчĕ. Çавăн пекех 2013 çултан пуçласа район территорийĕнче çичĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçрăмăр. Кăçал тата икĕ ялта уçасшăн. 2010 çултанпа райбольницăра лапароскопи мелĕпе операцисем тума пуçланине палăртмалла. 2011 çултанпа тухтăрсем патне электронлă регистратура урлă çырăннипе те йышăнаççĕ.
Районта 11 Культура çурчĕпе 6 ял клубĕ, 17 библиотека ĕçлет. Çичĕ пултарулăх коллективĕ "халăх" ятне тивĕçнĕ. Тĕрлĕ культура мероприятийĕсем ирттернипе пĕрлех культура çурчĕсен пурлăх бази те пуянланать. 2010 çултан пуçласа капиталлă юсав ĕçĕсене ирттерме Серенкассинчи, Туктамăшри, Питĕркассинчи, Тралькассинчи Культура çурчĕсем республика субсидине тивĕçрĕç. Çитес вăхăтра эпир Ишеккассинчи Культура çуртне юсаса çĕнетме тата Шулюра çĕнĕ клуб çĕклеме палăртатпăр. Чутай енĕн чи пысăк пуянлăхĕ яланах çынсем пулнă, пулаççĕ те.
Эпир çĕр çинче, фермăра, организацисемпе предприятисенче, социаллă сферăра ĕçлекенсемпе, пултаруллă çамрăксемпе, асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине тытса пыракансемпе мăнаçланатпăр. Сирĕн ĕçĕре пула, сирĕн тăрăшулăха кура пирĕн плансемпе пуçарусем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Сире, сирĕн çывăх çыннăрсене сывлăх, çемьере тăнăçлăхпа килĕшỹ сунатпăр. Хамăр Хĕрлĕ Чутай районне аталану çулĕпе сулмаклăн утма ăнăçу сунатпăр.
Александр СТЕПАНОВ, район пуçлăхĕ; Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |