Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пархатарлă сан малашлăх, Чутай, ỹс те маттурлан!

Категория: Общество Опубликовано: 16.08.2017, 08:10 Просмотров: 809

DSC 0591Августăн 12-мĕшĕнче эпир Хĕрлĕ Чутай районĕ 90 çул тата Херлĕ Чутай сали 435 çул тултарнине паллă турăмăр. Савăнăçлă уяв кăмăлне хĕрлĕчутайсемпе пĕрле пайлама хăнасем те чылайăн килсе çитрĕç.

Юбилейсене халалланă уяв мероприятийĕсем чăннипех пуян пулчĕç. Чи малтанах районти фольклор коллективĕсен, ачасен пултарулăх ушкăнĕсен, "Сувар" ташă ансамблĕн, чăваш эстрада çăлтăрĕсен ташши-юрри уява кунĕпех савăк сĕм кĕртсе тăнине палăртмалла. Унсăр пуçне вăл кун Ачкассинче çĕнĕ фельдшер пунктне, Хĕрлĕ Чутай салин Советская урамĕнче çĕнетнĕ çула уçрĕç. Спортпа туслисем вара тĕрлĕ хаваслă ăмăртусенче тупăшрĕç. Уявăн тĕп пайĕ районти Культура çурчĕ умĕнче иртрĕ. Ăна район гимне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов тата арçынсен хорĕ юрланипе уçрĕç.

Унтан уява пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Петр Ивантаев, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕн председателĕ Александр Самылкин, кỹршĕри районсенчен килсе çитнĕ хăнасем саламларĕç. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант вăл район аталанăвне тỹпе хывнă ентешсене наградăсем парса чыслани пулчĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине райпо председателĕн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Валерий Максюткин, районти централизациленĕ бухгалтерийĕн тĕп бухгалтерĕ Светлана Эзенкина, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадр тата право ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Юрий Ямсков тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Тав çырăвне районти Культура çурчĕн методистне Анатолий Артюшкина, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникне Валерий Храмова парса чысларĕç. Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн Хисеп грамотипе райад-министрацин финанс пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Людмила Михопарована наградăларĕç.

Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн Тав сăмахне Хĕрлĕ Чутай салин активисчĕ Станислав Кондратьев тивĕçрĕ. "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне район администрациĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Галина Богатнаева, ЧР Ялхуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ Лариса Куропаткина, район больницин процедура кабинечĕн медицина сестри Екатерина Петрова, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Волков тата ертсе пыракан специалисчĕ Ольга Абакумова тивĕçрĕç. Район пуçлăхĕн Тав çырăвне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш-2000-мĕш çулĕсенче район администрацине ертсе пынă Валерий Орлова парса чысларĕç. Района тĕрлĕ çулсенче ертсе пынисем те хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Кунĕпех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ Хĕрлĕ Чутай салинче. Каçхине вара илемлĕ фейерверкăн çутисем тỹпене çутатрĕç. Пирĕн районăн малашлăхĕ те çутă пултăр!

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2