Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ватăсене пулăшасси - пирĕн тивĕç

Категория: Общество Опубликовано: 29.09.2017, 11:43 Просмотров: 649

17g

Аслă ăру çыннисене пур енлĕн пулăшасси - çĕршывăн, республикăн тата район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ.

Чăваш Енре ватă çынсене пулăшу пама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен пысăкланать, пенси виçи ỹсет, ятран паракан социаллă программăсем пурнăçланаççĕ. Паянхи кун Хĕрлĕ Чутай районĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем 10 çын, ĕç ветеранĕсем 2578 çын, тыл ĕçченĕсем 410 çын, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем 131 çын, реабилитациленнисем 33 çын пурăнаççĕ. Çулсемпе илес пулсан, 70-80 çулхисем районта - 857 çын, 80-90 çулхисем - 924, 90-100 çулхисем - 125 çын. 100 çултан иртнисем районта çук. Регион шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем те пур пирĕн хушăра, вĕсем - 2161 çын. Тыл ĕçченĕсем уйăхсерен 1044 тенкĕ илеççĕ, ĕç ветеранĕсем - 1100 тенкĕ.

Ваттисем çавăн пекех коммуналлă пулăшусемшĕн тата капиталлă юсавшăн тỹленĕшĕн компенсацие тивĕçеççĕ. Вăрçă участникĕсемпе салтак арăмĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси те пурнăçланса пырать, çак саккун пурнăçа кĕнĕренпе районта 267 свидетельство панă.

Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче сывлăха çирĕплетмелли ятарлă социаллă центрта районти 17 çын канчĕ, вĕсенчен 13-шĕ - ĕç ветеранĕсем, çул çитнипе тивĕçлĕ канăва тухнисем - 2 çын, реабилитациленĕ пĕр çын, вăрçă участникĕн пĕр тăлăх арăмĕ. 90, 95 тата 100 çул тултарнă ветерансене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕсене çитерсе парасси те пурнăçланса пырать.

Хисеплĕ ветерансем, эпир сирĕн умăрта пысăк парăмра, çавăнпа та кулленхи пурнăçра ырлăхпа илем кỹресси - пирĕн тĕллев. Шăпа пилленĕ кун-çул сукмакĕ сирĕн вăрăм пултăр, чăрмав-тумхах айккинче юлтăр, мĕн ĕмĕтленни пурнăçланса пытăр.

Валентина КАЗАКОВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1